Эсир илтĕр çамрăклăх парни –
Тивĕç пултăр Çеçпĕл парнине.
Юратсах çав Çеçпĕлĕн çарне
Юраттартăр хăвăр çырнине.
Çамрăклантăр эсĕр аллăра
Çамрăклăх пуртан-ши сăввăрта?
Чипер ят илесшĕн халăхра
Çамрăклăх çиçмест-и сăнăрта?..
Ĕçлĕр, çырăр, юрлăр, тусăмсем, –
Пуçăрта чипер сывлăх пулсан.
Манăн хамăн юррăм-сăввăмсем,
Юрăç шăпчăк пулĕç сас ларсан.
Салтак чух юрларăм салтакла –
Аллăма хĕçпе пăшал тытса.
Халĕ ак юрлатăп шăпчăкла –
Çывраймастăп юрă шăратса.
Эпĕр пурте пултăмăр салтак,
Юрăсем те çыртăмăр ютра.
Çырасси татах пулĕ пайтах,
Вилĕм çеç ан таттăрччĕ юрра.
Хурăнсем чĕнеççĕ урама –
Çĕнĕ çул тăваççĕ чăрăшсем.
Çамрăксем юрлаççĕ юррăма –
Юрăçне манмаççĕ чăвашсем.
Эсĕр илтĕр Çеçпĕл парнине –
Юр кайсан тухаççĕ çеçпĕлсем.
Кам савмасть-ши çеçпĕл çеçкине
Эпĕр пурте çеçпĕл çеçкисем.
Вăрçă-вилĕм ан пултăр тесе,
Амансан та çыртăм юрăсем.
Халĕ ак выртатăп чирлесе,
Кантăкра пас тытнă хурăнсем.
Çеçпĕл пек вăрçатăп чир-чĕрпе
Тупăшма тухасшăн сирĕнпе.
Ватлăхра пуплетĕп сар хĕрпе –
Каччă пек çÿресшĕн çеремпе.
Парнесем илеççĕ паттăрсем,
Сывлăх маншăн чи пысăк парне
Парнешĕн çунмаççĕ шăпчăксем
Мулшăн юрламаççĕ юррине.
1973 çул,
январĕн пĕрремĕшĕ
Урташ, В. Парне : [сăвă] / Валентин Урташ // Паттăрлăх кунĕсем. – Шупашкар, 1995. – С. 67-68.