Писатели Чувашии в Великой Отечественной войне

 

Чувашская литература периода Великой Отечественной войны Погибшие на фронтах Великой Отечественной войны Они вернулись с поля боя
Урдаш (Яковлев) Валентин Андреевич
Валентин Урташ

Сенкер чечек

1

Шурă тутăр çыхнă çĕмĕртсем шывалла усăнса лараççĕ. Çил варкăшса килет те çĕмĕрт турачĕсене лăстăр-лăстăр силлесе хăварать. Вĕтĕ-вĕтĕ çеçкесем çырмана вĕçе-вĕçе анаççĕ. Хăшпĕр чухне вара, тĕрлĕ-тĕрлĕ чечексемпе çулçăсем ÿкнĕрен, шыв хăй те чечене ларнă пек курăнать.

Салтаксем юханшыв хĕрринче, çеçке çурнă çĕмĕрт айĕнче, апат çисе лараççĕ. Çавракарах питлĕ, çĕмĕрт пек хура куçлă, яштака кăна çамрăк чăваш салтаксене хăй малтанхи çапăçура пулни çинчен каласа парать. Ротăри старшина вăл. Атакăна кĕрсе курманнисем унăн сăмахĕсене каçса кайсах итлеççĕ. Санитарка Тамара старшина çинчен куçне илме пĕлмест. Каччă куçĕнчен мĕншĕн пăхнине хĕр хăй те чухлаймасть. Унăн сенкер куçĕсем, те çĕмĕрт çеçке çурнăран, те хĕвеллĕ ырă çуркунне çитнĕрен, старшина еннелле туртăнаççĕ.

Сурбанов, сисмесрен пĕрре тенĕ пек, хăй те хĕр çине пăха-пăха илет.

Тамара килни нумай та пулмасть-ха. Вăл Мускав таврашĕнчи пĕр пĕчĕк хулара çуралса ÿснĕ. Унтах вăтам шкул пĕтернĕ. Вырăссем хушшинче çÿллĕ те яштака, тĕреклĕ хĕрсем час-часах тĕл пулаççĕ. Пĕвĕпе Тамара — çÿллĕ. Салтак тумĕ те килĕшет ăна. Çавăрса çыхнă пиçиххийĕ, пилĕкне кăшт çинçетсе, тăп-тăп илемлетсе тăрать.

— Данилов ăçта çÿрет вара, старшина? — ыйтрĕ Тамара.

— Рота командирĕ штаба ячĕ ăна.

Çак вăхăтра йывăç турачĕсем ерипен сирĕле-сирĕле кайрĕç. Салтаксем умне Данилов тухрĕ. Анчах чарăнса тăмарĕ вăл, старшинана курчĕ те, пуçне чиксе, тÿрех çырма хĕрринелле утрĕ. Сулахай уринчи обмотки, паçăрах салтăнса кайнăскер, ун хыççăн çĕлен пек шукаласа, хÿрине пăтратса пычĕ. Сурбанов та асăрхарĕ çакна, анчах та салтаксем умĕнче ятласа-кулса юлташне намăслантарас темерĕ вăл.

Тамара вĕттĕн-вĕттĕн пусса Данилова хăваласа çитрĕ. Вăл унăн обмотки çине пусрĕ. Данилов такăнчĕ, ÿкесрен те аран-аран кăна тытăнса юлчĕ. Салтаксем ахăлтатса кулса ячĕç.

Анчах салтак пĕр сăмах та чĕнмерĕ, хыçалалла çаврăнса та пăхмарĕ. Обмоткине çĕнĕрен çыхкаларĕ те каллех малалла утрĕ.

Тамарăна хăйне те аван мар пек пулчĕ. Хĕрупраç пуçăн салтакран кулни аван-им вара? Килте юрать вăл, унта шÿт туни те, кулни те, йĕкĕлтени те вырăнлă. Кунта, çарта, пин арçын хушшинче ун пек хăтланмалла-и-ха унăн? Старшина та, ав, ун çине урăхла пăхнă пек туйăнать. Тен, ĕнтĕ вăл текех паянхи пек хитре юрă та юрласа памĕ, калаçмĕ те унпа.

Данилов обмотки, васкаса çыхкаланăран курăнать, каллех салтăнса кайрĕ. Тамара каллех салтаксемпе пĕрле кулса ячĕ.

Пĕр старшина çеç тутине сиктермесĕр, ним хускалмасăр, юпа пек хытса тăчĕ. Данилова лайăх та пултаруллă салтак тесе шутлатчĕ вăл. Кирек мĕнле ĕçе те Данилов чунне парса тăватчĕ. Анчах мĕн тăвăн, Данилов айăплине салтаксем хăйсем курчĕç, унран маларах курчĕç. Апла пулсан, Данилов айăпĕ — унăн, старшинан, айăпĕ. Тен, Данилов ытти чухне те хăйне хăй тирпейлĕ тытман пулĕ.

— Данилов! — кăшкăрса ячĕ старшина. — Кил-ха кунта! Салтак старшина умне пырса тăчĕ.

— Мĕн ку сан? Мĕнле хÿре? — обмотка çине тĕллесе кăтартрĕ Сурбанов.

— Обмотка, старшина юлташ, — пуçне чикрĕ салтак.

— Пуçна тÿрĕ тыт. Кам эсĕ? Салтак-и? Салтак. Пĕлнĕ пул çавна. Ку обмоткăшăн кĕçĕр урай çăватăн. Апат ларса çи.

— Итлетĕп, старшина юлташ, — Данилов Сурбанов хыçĕнчен пăхса юлчĕ, старшина курăнми пуласса кĕтрĕ, унтан, лешĕ куçран çухалсан, курăк çине чĕркуçленсе ларчĕ те ботинкисене хывса çĕнĕрен тăхăнчĕ. Хăйне хăй ятласа та пăхрĕ вал. Ара, çав обмотка пирки хăвăнтан ху култар-ха. Вăл çара хăй ирĕкĕпе, çапăçура вилнĕ пиччĕшĕ вырăнне килнĕ, вăтам шкултан вĕренсе тухасса та кĕтмен. Анчах та çăмăл мар иккен çарти йĕркесене хăнăхасси.

Данилов пĕчченех тăрса юлнине курсан, Сурбанов калле çаврăнчĕ. Данилова хĕрхенес килчĕ унăн. Çара килсенех вăл хăй те пир тăлине чĕркеме пĕлместчĕ, ăна хăйне те пĕр ватă салтак, отделени командирĕ, вĕрентрĕ.

— Эсĕ, Данилов, вăрçнăшăн ан кулян. Кашни сан пек хÿре сĕтĕрсе çÿресен, çар пулать-и вăл? Совет салтакĕн çи-пуçĕ куçа-пуçа çисе тăтăр. Эпир санпа, Данилов, çак çырма хĕрринче çеç выртас çук. Пирĕн иксĕмĕрĕн Берлина çитсе кĕмелле, Европа витĕр тухмалла. Пирĕнтен, совет салтакĕ-сенчен, тĕнче тĕлĕнсе тăтăр.

Сурбанов салтака обмотка чĕркеме вĕрентрĕ. Вăл кăтартнă пек чĕркенĕ хыççăн обмотка Данилов ури çине çăт çыпăçса ларчĕ.

— Эсĕ миçере-ха?

— Вунсаккăрта.

— Çамрăках мар. Вĕренме вăхăт. Эпĕ хам та çара киличчен обмотка чĕркесе курманччĕ. Вĕрентрĕç.

Тавах, старшина, халь ĕнтĕ эпĕ хам та çынсене вĕрентме пултаратăп. — Сурбанов пулăшни савăнтарчĕ ăна. –Старшина юлташ, Берлина çитсе курасахчĕ манăн. Санпа пĕрле çитесчĕ, — терĕ Данилов. Анчах та çак сăмахсенчен хăех вăтанса кайрĕ. "Çапăçура пулса курман-ха, старшина каларăш, обмотка чĕркеме те пĕлместĕп, çапах Берлина çитесшĕн", — шухăшларĕ вăл.

— Çитетпĕр, Данилов, пурпĕрех çитетпĕр! — терĕ старшина.

2

Çырма хĕрринчи мыскара Тамарăна пĕрре те канăç памарĕ. Темшĕн куласси те килчĕ ун. Çук, кулмарĕ вăл. Çын инкекĕнчен кулни лайăх-и вара? Вĕсем иккĕшĕ те салтак. Акă халь ĕнтĕ Данилов ун пиркиех урай çума шыв йăтать пуль. Хăçан çуса пĕтертĕр-ха вăл урайне? Вара Даниловăн çывăрмасăр-тумасăрах занятие тухмалла пулать. Обмотки çине пусман пулсан, никам та асăрхаман пулĕччĕ-и ăна? Обмотки салтăнса кайнине хăй те сисмен-и, тен, вăл? Апла пулсан пулăшмалла ăна. Урайне çуса парсан тем шутлĕç, юри каччă патне çÿрет, тейĕç. Этем кăмăлĕ таса пултăр, кăмăл таса-тăк–çынсем те темĕнех калас çук. Тепĕр тесен, Тамара Данилова йĕкĕлтенине пурте пĕлеççĕ-çке.

Тамара тула тухрĕ. Шурăмпуç çăлтăрĕ те чылай аякка кайнă ĕнтĕ, тул çутăласси те инçе мар. Ниçта та пĕр сас-чĕв илтĕнмест. Хушăран çил вĕрнипе çеç çулçăсем чăштăртаткаласа илеççĕ.

Пÿрт умĕнче хуралçă уткаласа çÿрет. Аллине вăл автомат тытнă. Хуралçă аяккалла пăрăнчĕ, тепĕр пÿрт патнелле утрĕ. Çак самантра Тамара хыçĕнче хăрăк турат шартлатса хуçăлчĕ. Хĕр хыçалалла çаврăнса пăхрĕ. Икĕ аллине икĕ витре йăтнă Данилов ун патне пырса тухрĕ. Çара пуçăн вăл, аялти кĕпе вĕççĕнех. Уйăх çути ÿкнипе сарлака çамкине кăвак сăн çапнă. Акă вăл, витрине çĕре лартса, тарланă çамкине çанă вĕçĕпе шăлса илчĕ, ним чĕнмесĕрех хĕр умĕнчен иртсе кайрĕ.

Тамара кулас та теменччĕ ĕнтĕ, анчах çаннине чавса таранах тавăрнă Данилова курсан, тÿсеймерĕ вăл, хăй ăшĕнче кулса илчĕ. Унтан Данилов хыçĕнчен утрĕ, пÿрте кĕчĕ.

Салтаксем çывăраççĕ, шинелĕсене вĕсем стена çумне çака-çака хунă. Пĕчĕк сĕтел çинче "чĕпкуç" лампи мĕлтлетсе çунать.

Данилов витрине урай варрине, хăй çуса çитнĕ çĕре, лартрĕ. Хĕр каллех ун çине пăхрĕ. Данилов хальхинче малтанхинчен те кулăшларах пек туйăнчĕ: кĕпи арки хыçалтан тухса кайнă.

Тамара, тухса каяс тесе, алăк патнех çитрĕ. "Мĕн туса çÿретĕп-ха эпĕ кунта салтаксем çывăрнă вăхăтра? Командир пĕлсен, мĕн калĕ? Çитменнине тата айăпланнă çынна пулăшма шутлатăп. Çарти йĕркене пăсатăп. Анчах пулăшмасан та юрамасть. Салтак тени пĕр-пĕриншĕн чунне памалла. Пулăшнине кура, кăмăлĕ çаврăнĕ, тен, лайăхрах вĕренме пуçлĕ", — шухăшларĕ хĕр. Тамара каялла çаврăнчĕ:

— Эпĕ сана пулăшма килтĕм, йышăнатăн-и? — ыйтрĕ вăл.

Данилов йышăнасшăнах та марччĕ ăна, каялла ярасшăнччĕ, анчах çавăн пек кăн-кăвак куçлă хĕре ăçтан хирĕç калас тетĕн-ха? Çук, пĕр сăмах та калаймарĕ вăл, чĕркуçленчĕ те, мунчалине витрене чиксе кăларса, чĕркуççи çинчех çума тытăнчĕ.

— Ара, капла çусан эсĕ кăвакал тытнă йытă пекех йĕпенетĕн, ура çине тăр ĕнтĕ, — кула-кула асăрхаттарчĕ Тамара. — Капла сана çырмари шыв та çитес çук. Миçе витре пĕтертĕн ĕнтĕ?

Данилов чĕнмерĕ.

Тамара урай çуса пĕтерчĕ те çывăрма кайрĕ. Тухса кайнă чухне вăл ăна сăвă пекки каласа хăварчĕ:

Пĕр эсĕ çеç, пĕр эсĕ çеç

Нихçан тухаймăн асăмран...

Хĕр урай çума килни Данилова шухăша ячĕ. Хĕр юри кулма, мăшкăллама килнĕ пек туйăнчĕ ăна. Анчах та унпа ырă калаçакансемех пур. Старшина мĕнле тăрăшать ав, обмотка чĕркеме те вăлах вĕрентрĕ ăна.

Данилов çутăлас умĕн тин çывăрса кайрĕ. Çывăрнă чухне ун хăлхине темле шăв-шав илтĕнчĕ.

Çав вăхăтра, чăнах та, вăрман янăраса кăна тăчĕ. Унта та кунта "рота, стройся" тесе кăшкăрни, салтаксем землянкисенчен чупа-чупа тухни, калаçни илтĕнчĕ.

Тревога!

— Рота, стройся! — кăшкăрса ячĕ Сурбанов.

Тин çеç ыйхăран вăранса тухнă салтаксем кашниех хăйсен вырăнĕсене кая-кая тăчĕç.

Ир кулĕм çулла та çанталăк кăшт сулхăнрах пулать, ыйхăран вăранса тухсан, çан-çурăма çÿçентерет. Анчах тревога вăхăтĕнче ăна-кăна туймасть салтак, ыйхă та таçта амака вĕçсе каять, сивĕ те— сивĕ пек мар.

— Старши лейтенант юлташ, рота стройра, — рапорт пачĕ старшина.

Çак вăхăтра моторсем кĕрлени илтĕнчĕ, автомашинăсем стройра тăракан салтаксем патнех киле-киле чарăнчĕç.

Автомашинăсем кĕрленине Данилов та илтрĕ, куçне уçса пăхрĕ. Пÿртре никам та çук. Вăл йăпăр- япăр сиксе тăчĕ, Тумланчĕ, шинельне уртса ячĕ, обмоткине чĕркеме ĕлкĕреймен енне кĕсйине пĕтĕрсе чикрĕ.

Салтаксем машина çине хăпара-хăпара ларчĕç. Акă ĕнтĕ малтанхи машина тапранса та кайрĕ, акă тепри... Аран-аран ларса ĕлкĕрчĕ Данилов, никам çине те пăхмарĕ.

– Данилов! Пуçна çĕкле, мĕн çывăрса пыратăн, — çилĕллĕн кăшкăрса пăрахрĕ командир.

Данилов пуçне çĕклерĕ. Рота командирĕ, Тамара, Сурбанов ун çумĕнче лараççĕ. Тамара айккинелле çаврăна-çаврăна кулать. Старшина, ĕнерхи пекех, тĕксĕм сăнлă.

Рота командире Тамара кулнине те сисрĕ, ăна та çилленчĕ, анчах шарламасăр ирттерсе ячĕ. Кунта кулмалли çук. Салтак-и вăл Данилов? Унăн, ав, аялти йĕм вĕçĕсем те курăнса пыраççĕ, шинельне те тÿмелемен.

— Ăçта эсĕ, Данилов, пулă тытма каятăн-и? Халех тумланнă пул!

Данилов кĕсйинчен обмоткине кăларчĕ. Ĕнер старшина вĕрентнĕ пек чĕркеме тытăнчĕ.

3

Тÿсме çук шăрăх. Тăр-кăнтăрла. Çĕр çумĕпе çип-çинçе кĕмĕл хĕлĕхсем ярăнса вĕçнĕ пек курăнать. Шăркана ларнă ыраш пуссипе сархайнă курăк-чечек çинче ăрша вылять.

Инçе çула тухнă салтаксем, пырсан-пырсан, тарланă пичĕсене шăла-шăла илеççĕ. Чарăнса тăма вăхăт çук. Хăвăртрах фронта çитмелле. Тăшман пĕтĕм вăйне пухса малалла талпăнать. Тăшмана чармалла, чакармалла.

Фронт кунтан инçех мар ĕнтĕ. Малалла машинăпа кайма юрамасть, çÿлте фашистсен çăханĕсем явăнаççĕ.

Даниловсен полкĕ аслă çул айккинелле пăрăнса кĕчĕ. Малтан вĕсем вĕтĕ вăрман витĕр утрĕç, пĕр ял патĕнчен пăрăнса кайрĕç, типĕ çырмапа ыраш пусси хушшинчен çул çине тухрĕç.

Типĕ çырма хĕрринче ватă йăмрасем, хутран-ситрен хурăнсем те курăнаççĕ. Шăркана ларнă ыраш çынран çÿллĕ. Ыраш пусси хĕррипе сенкер чечексем ÿсеççĕ. Пĕчĕк чухне Данилов ачасемпе пĕрле çавăн пек чечексене пуçтарма çÿретчĕ. Вĕсем вара илемлĕ пуç кăшăлĕсем туса хĕрачасене паратчĕç. Кÿршинче весен Тамара пекех сенкер куçлă хĕр пурччĕ. Çÿçĕ унăн, Тамарăнни пекех сарăччĕ, йăлтăртатса та çуталса куçа çиетчĕ. Миçе кăна пуç кăшăлĕ парнелемен пуль ăна Данилов. Анчах кÿршĕ хĕрĕ унран пĕрре те кулмастчĕ, вăтанатчĕ çеç. Мĕншĕн кулать-ха Тамара? Хăй тата урай çуса парать. Юратмасть-ши вăл Данилова? Юратсан, çын умĕнчех кулмĕччĕ, юратакан çынна намăса кĕртмĕччĕ. Çук, хĕр кама кăмăлланине Данилов хăй те лайăх пĕлет. Вĕсем, ав, халĕ те Сурбановпа юнашар. Старшинана юратни ырă-ха вăл. Уншăн савăнмалла çеç. Сурбанов — чăн-чăн салтак, çирĕп командир. Салтаксене вăрçма та, хăйне юраттарма та пĕлет вăл. Çÿçĕ мĕнле Тамарăн, куçĕ-пуçĕ, пĕвĕ-сийĕ мĕнле! Анчах мĕншĕн ялан йĕкĕлтет-ха вăл Данилова, мĕншĕн тарăхтарать? Мĕн чухлĕ ытларах тарăхтарать, çавăн чухлĕ юратас килет-çке...

— Старшина, лешне, пĕркунне юрланине, юрла-ха. "Атăл хăви" текеннине, — Сурбанов куçĕнчен пăхрĕ Тамара.

— Эсĕ пурпĕрех ăнланмастăн вĕт, — çемçен кăна каларĕ старшина.

— Пурне те ăнланатăп, старшина, — темле шухăша кайнă пек пулчĕ Тамара. — Юрла-ха ĕнтĕ.

Ĕшеннĕ салтаксем Сурбанов еннелле пăхрĕç. Старшина та вĕсем пекех ывăнса çитнĕ. Анчах та вăл хĕр умĕнче, хăйне итлекен, юратакан салтаксем умĕнче ывăннине палăртмасть.

— Итлĕр эппин, — старшина çурăмĕ хыçĕнчи кутамккине аллипе тÿрлетрĕ, — пĕр çавра юрласа парам.

Çупкăм-çупкăм çырла пиçнĕ чух,
Хăш çупкăмĕ мана пулĕ-ши?
Ушкăн-ушкăн хĕрсем ÿснĕ чух,
Хăшĕ кăна мана пулĕ-ши?
Эх, Атăл хăви яштака,
Çулçи çаврака...

Тамара пĕрре старшина çине, тепре хăй умĕнче утакан Данилов çине пахать. Данилов шинельне çавăрса хăмăт пек тăхăнса янă. Çурăмĕ хыçне тăватă диск, противогаз çакнă. Пиçиххине пушăрах çыхнипе пулас, дискĕсем чĕркуççине перĕнеççĕ, фляги вара умĕнче çапкаланса пырать. Халĕ вăл, ахаль те лутакаскер, тĕрлĕ-тĕрлĕ вăрçă хатĕрĕсем çакса тултарнă пирки, çăмха пек курăнатъ. Ăçтан танлаштаратăн ĕнтĕ ăна Сурбановпа? Старшина çурта пек тÿрĕ. Противогаз, кутамкка çакни пушшех килĕшет ăна. Данилова курсан, тÿсеймест Тамара, вăрттăн та пулин кулса илет.

— Данилов, флягуна кăшт аяларах антар, çĕре перĕнтĕр. Çĕре перĕнсен, çăмăлрах пулать, — терĕ те Тамара, каллех Сурбанов еннелле çаврăнчĕ.

Старшина тепĕр юрă пуçласа янăччĕ ĕнтĕ, салтаксем те, итлес тесе, ун çинеллех пăхатчĕç. Анчах та çав вăхăтра тахăшĕ-çке "воздух!" тесе кăшкăрса ячĕ. Салтаксем, куç хупса иличчен тенĕ пек, тĕрлĕ еннелле сапаланса пĕтрĕç: хăшĕсем ыраш ăшне, хăшĕсем вăрмана чупа-чупа кĕчĕç.

Фашистсен самолечĕсем çав тери аялтан, ыраш пусси çинченех вĕçеççĕ.

Сурбанов, хăвăрт выртнăскер, хăй умĕнче тăракан Данилов çине пăхрĕ. Лешĕ ыраш хушшинелле чупрĕ, калле çаврăнчĕ, юпа пек хытса тăчĕ.

— Вырт хăвăртрах! — кăшкăрса ячĕ старшина. Унтан хăйпе пĕрле Данилова çырманалла сĕтĕрсе антарчĕ.

Çĕрле вĕсем вăрмана пырса кĕчĕç. Кунта Данилов умне халиччен курман сăнсем тухса тăчĕç. Çÿле тĕрлĕ-тĕрлĕ ракетăсем çака-çака хунă. Хутран-ситрен пулеметсем такăл-татаççĕ, снаряд шартлатса çурăлать, хĕрлĕ-симĕс ракетăсем çÿле-çÿле вĕçсе хăпараççĕ те аялалла ярăнса анаççĕ. Çак сăнсем Даниловăн кăмăлне хускатаççĕ те, çÿçентереççĕ те. Вăрманта темĕнле сулхăн пек, хушăран сивĕ пек те туйăнать. Çапах та унăн çавăнта, ракетăсем ярăнса хăпарнă çĕре, снарядсем çурăлнă çĕре, хăвăртрах çитес килет.

4

Çапăçу хăçан пуçланасса салтаксем никам каламасăрах сисеççĕ. Ун пек чухне вара вĕсем, кăштах пушă вăхăт тупăнсан, пĕр-пĕрне хăйсен пурнăçĕ çинчен каласа пама юратаççĕ. Пĕрисем тăван-хуранташĕсем, тантăш-пĕлĕшĕсем патне çыру çыраççĕ, теприсем — хыпар-хăнар пуличчен мĕнле те пулин выляса йăпанаççĕ.

Данилов амăшĕ патне çыру та çырчĕ, автоматне те тасатса хучĕ, унтан, пурне те туса çитерсен, блиндажран тухрĕ те хăйне хирĕç Тамара килнине курчĕ. Хĕр ун патне çывхарчĕ. Умне автомат çакнă вал, хăрах аллине чечек çыххи тытнă. Питçăмартисем унăн анис улма пек хĕрлĕ. Куçĕсем, сенкер куçĕсем, çиçсе тăраççĕ, хăйсем патнелле илĕртеççĕ. Даниловăн çав куçсене пĕрре те хăй умĕнчен ярас килмеет. Вăл хĕре ура тупанĕнчен пуçласа пуç тÿпине çитиех пăхса тухрĕ. Тамара паян уншăн нихçанхинчен те чипертерех пек туйăнчĕ.

— Пурнăçсем мĕнле, Данилов? — ыйтрĕ Тамара.

— Чиперех, — ним калайман енне персе ячĕ Данилов.

Хăшпĕр чухне, чун-чĕре хушсан, вăтанасси-именесси те таçта кайса кĕрет иккен. Данилов та, акă, хĕр куçĕнчен тинкерсе пăхрĕ.

— Чипер юл-ха эппин. Васкамалла ман. Кĕçех çапăçу пуçланать, –терĕ çак вăхăтра Тамара.

— Чим-ха, Тамара, халлĕхе приказ пулман. Ман санпа калаçмалли пур, — сасартăк хăюлланса кайрĕ Данилов. — Чечекне кăтарт-ха.

"Тÿрмен", — шухăшларĕ Тамара, анчах юлташĕпе хирĕçсе тăмарĕ.

— Хăвăртрах пăхăр эппин.

Тĕрлĕ-тĕрлĕ чечексем курчĕ Данилов. Анчах сенкер чечекĕсем уншăн пуринчен те хитререх пек туйăнчĕç. Хăйсен илемĕпе вĕсем Тамара куçĕсене аса илтереççĕ, унăн сенкер куçĕсем пекех, ачашшăн, хĕрÿллĕн çунса тăраççĕ. Вĕсен чечен черккисенчен темле тутлă, ырă шăршă тапса тăрать. Данилов пĕр çеçкине кăна, чи хитрине, куç тĕлне турĕ. Вăл вара уншăн хăй ĕмĕрĕнче халиччен курман чи хаклă та илемлĕ япала пек туйăнчĕ. Çав çеçкене ун хăйпе пĕрле çапăçăва илсе кĕрес килчĕ. "Çав сенкер çеçке куç умĕнче пулсан, Тамарăн куçĕсене курăп..." — шухăшларĕ вăл. Анчах та ку сăмахсене хĕре калама хăюлăх çитереймерĕ.

— Тамара, эсир мана пĕр çеçкине те пулин парнелеймĕр-ши? — хуллен ыйтрĕ вăл.

— Обмотка чĕркеме пĕлменшĕн-и?.. — Тамара сăмахĕсене каласа пĕтереймерĕ. Çав самантра пĕтĕм тавралăх янăраса, кĕрлесе кайрĕ. Шăв-шав хăлхасене хупласа хучĕ. Хĕр траншея тăрăх чупрĕ. Салтаксем пурте блиндажран вăркăна-вăркăна тухрĕç, Данилов та вĕсемпе пĕрле хутшăнса кайрĕ.

5

Данилов пăхса выртать. Унăн хĕвелпе куштăрканă пичĕ тăрăх вĕри тар тумламĕсем йăрлатса анаççĕ. Вăл чăм шыва ÿкнĕ. Йĕри-тавра шăп. Хутран-ситрен çеç таçта аякра снаряд çурăлни, пулемет такăлтатни илтĕнет. Акă кунта, куç умĕнчех, ыраш пусси. Çынран çÿллĕ ÿссе çитĕннĕ ыраш çапăçу пуçланиччен çилпе чÿхенсе ларатчĕ, куçа илĕртетчĕ. Лере, ыраш пусси хыçĕнче, пĕчĕкçĕ ял. Данилов унта разведкăна та кайса килнĕ. Ун чухне çуртсем, хуралтăсем тĕрĕс-тĕкелехчĕ. Халĕ ял вырăнĕнче нимĕн те курăнмасть.

Ыраш пусси сухаласа пăрахнă ана пек хуп-хура. Унта çын виллисем, пăшал-пулемет ванчăкĕсем, гранатăсем арпашăнса выртаççĕ.

Данилов фашистсен çуннă танкĕ еннелле тинкерсе пăхать. Танк çумĕнчех йывăр снарядсем ÿксе алтнă икĕ шăтăк... Танк хÿттинчен икĕ нимĕç тухрĕç. Вĕсем тÿрех, ним пулман пек, ун патнелле васкамасăр утса килеççĕ. Данилов хăй те сисмерĕ, автоматне ярса тытрĕ, тĕллерĕ. Анчах авто-мачĕ пăхăнмарĕ — ĕçлемест, ваннă.

Салтак икĕ гранатăна боевой взвода лартрĕ.

Фашистсем çывхараççĕ. Данилов вĕсене лайăхах курать. Иккĕшĕ те аманнă: пĕри хăрах аллине бинтпа çакса янă, тепри уксахлать. Иккĕшĕ те автомачĕсене хатĕр тытнă.

Тăшмансем пĕр хăрамасăр килнине кура, Даниловăн чĕри, хăйне пăхăнмасăр тенĕ пек, хăвăртрах тапма пуçларĕ. Вăл чĕркуççи çине тăчĕ, граната тытнă аллине çÿлелле çĕк-лерĕ... Шăп çак самантра вара ыраш пусси вĕçĕнчи ката енче пулемет такăлтатса илчĕ.

"Пулемет патĕнче кам-ши? — шухăшларĕ Данилов. — Нимĕç мар-ши".

Данилов ывăтнă гранатăсем умлăн-хыçлăн шартлатса çурăлчĕç. Вăл малалла тинкерсе пăхрĕ. Нимĕçсем иккĕшĕ те ÿкнĕ, хускалмасăр выртаççĕ. Пĕрин пуçĕнчи каски ывтăнса кайнă, тепри аллисене сарса пăрахнă.

Данилов çумĕнче мĕнпурĕ те пĕр граната çеç. Мĕн тăвăн-ха? Ăçта-ши хамăрăннисем? Ма пĕри те курăнмаççĕ-ши?

Ката енчи пулемет каллех такăлтатса илчĕ. Пулемет патнелле нимĕçсем чупаççĕ. Вĕсем нумаййăн, пурте автоматсемпе. Пулемет çаплах шăпланмасть-ха, çаплах такăлтатать. Йăпшăнса чупакан фашистсем, çавапа çулнă пек, пере-пере анаççĕ, тăсăла-тăсăла ÿкеççĕ.

Халĕ ĕнтĕ Данилов пулемет умĕнче кам выртнине лайăхах тавçăрса илчĕ. Вăл мĕн вăйĕ çитнĕ таран юлташĕ патнелле ыткăнчĕ.

Пулемет умĕнче Сурбанов выртать. Пĕр аллипе гашеткăна тытнă вал, тепĕр алли юнланнă. Пулемет расчечĕ тахçанах стройран тухнă. Нимĕçсем çаплах тапăнса килеççĕ. Çук, ыратнине те, ывăннине те туймасть вăл. Умра — тăштман. Ăна пĕтермелле! Çакна çеç пĕлет вăл.

— Пăрăн-ха, старшина, вырт, эп хамах!.. — терĕ Данилов.

Вал щит шăтăкĕ витĕр пăхрĕ те гашеткăна пусрĕ, пулемет кĕпçине унталла та кунталла çавăркаларĕ. Пулемет ĕçлемест. Вара Данилов Сурбановăн суранлă аллине çыхса ячĕ.

Хура хăмăр пĕлĕтсем хĕвеланăçнелле юхса иртрĕç. Инçетре çулăм ялкăшать, тĕтĕм йăсăрланать. Кунта нимĕнле сас-чĕвĕ те çук. Хутран-ситрен çеç пĕчĕк кайăксем, вут-çу-лăмран хăтăлса юлнăскерсем, вĕçе-вĕçе иртеççĕ, пурнăç пуррине аса илтереççĕ.

Вăрман енчен пĕр çын килет. Çине симĕс гимнастерка тăхăннă вăл. Çÿç пайăркисем унăн пичĕ çинех усăнса аннă. Çавăнпах-и, ăна палласа илме хĕн. Ешĕл тум тăхăннине кура çеç хамăрăн теме пулать. Тепĕр чухне тум та улталать тата. Нимĕçсем те хăшпĕр чухне вырăссем пек тăхăнса çÿреççĕ.

— Чарăн! Кам эсĕ? — кăшкăрса ячĕ Сурбанов.

— Филипп, — илтĕнчĕ хĕрарăм сасси.

Тамара, юлашки вăйне пухса, чупса çитрĕ. Вăл халтан кайнă, аран-аран сывлать.

— Пирĕннисем чакнă-и? — хыпăнса ыйтрĕ вăл.

— Пире никам та чакма хушман, — терĕ Сурбанов. — Санăн вырăну кунта мар...

— Эпĕ сире шырама тухрăм. Аманнă пулĕ, терĕм, çырма хĕрринче çапăçу пырать. — Тамара Сурбанов çине пăхса илчĕ. — Чим-ха, эсĕ чăнах аманнă иккен...

Çак самантра çурăлакан пульăсем пулемет щичĕ çумне киле-киле çапăнчĕç.

Тамара йынăшса ярса Сурбанов умне тĕшĕрĕлсе анчĕ.

— Тамара! — хĕре хăрах аллипе ярса тытрĕ Сурбанов.

— Ой, сывлăш...

Хĕр, темле йăлăннă пек, Сурбанов куçĕнчен пăхрĕ.

— Ăçтан сана, ăçтан амантрĕç?.. — ыйтрĕ сасартăк хыпăнса ÿкнĕ Данилов.

Тамарăн тути кăшт хускалнă пек пулчĕ, анчах сасси тухмарĕ.

— Тамара!..

Данилов хĕр умне чĕркуçленчĕ те пĕр шухăшласа тăмасăрах унăн гимнастерка айĕнчен тăхăннă кĕпине çурса суранне тупрĕ. Тамара суранĕнчен юн тапса тăрать, юн çĕре, курăк çине тумлать. Даниловăн, хĕре шелленипе ĕнтĕ, чĕри ыратса кайрĕ. Анчах шухăшласа тăма вăхăт çук, хăвăртрах, хăвăртрах пулăшмалла! Вăл хĕрĕн хĕрлĕ хĕреслĕ сумкинчен пакет кăларчĕ, сÿтрĕ, суранне шăлса тасатрĕ те çавăрса çыхма тытăнчĕ... Шăп çав самантра вĕсен хыçĕнче, аякрах та мар, хăрăк турат шартлатса хуçăлчĕ, çулçăсем чăштăртатрĕç. Тăсланкă нимĕç курăнса кайрĕ. Данилов Сурбановăн автоматне ярса тытса тĕллеме хатĕрленчĕ, анчах нимĕç куçран çухалчĕ, пĕр-пĕр йывăç тĕми ăшне чăмрĕ пулас.

Тамара йынăшса ячĕ. Нимĕç каллех пуçне çĕклерĕ. Данилов автомат крючокне меллĕн кăна туртрĕ. Нимĕç пĕр вырăнта хăлаçланкаласа, çавăрăнкаласа илчĕ те лаплатса ÿкрĕ.

Тамара хуллен куçне уçрĕ, анчах сас-чĕвĕ кăлармарĕ. Данилов унăн суранне васкаса çыхрĕ. Сурбанов хушнипе хăйĕн плащ-палатки çине вырттарса сĕтĕрме тытăнчĕ.

Кассăн-кассăн килекен çилпе йывăç çулçисем чăштăртатса, хумханса илчĕç. Таçта инçетре снарядсем çурăлаççĕ, çырма хĕрринче пулемет калаçса илет. Çывăхрах пăшал сасси янăраса каять. Данилов кашни сасса итлет, йĕри-тавра мĕн пурри-çуккине сăнаса пырать. Çул çинче вăрçă хатĕрĕсем йăваланса выртаççĕ. Хăшĕ ванчăк, хăшĕ лапчăнса пĕтнĕ.

— Шыв пар-ха, Филипп, шыв, — йынăшса илчĕ Тамара.

— Лăплан, чунăм, чăт кăштах, çывăхрах çăл пулма кирлĕ, — лăплантарма тăрăшрĕ ăна хыçалтан пыракан Сурбанов.

Çук, Тамарăна мар, хăйне хăй лăплантарчĕ вăл. Унăн хăйĕн те тÿсме çук ĕçес килет.

Данилов старшина куçĕнчен пăхрĕ. Сурбанов шыв ĕçес килнипе чĕлхине çулакаласа пырать, анчах пĕр сăмах та чĕнмест.

– Шыв-и? Эсир юлăр-ха эппин, халех илсе килетĕп, — терĕ те Данилов çывăхри хăвалăха кĕрсе çухалчĕ.

Тамара вăйсăрланнă куçĕсемпе ун хыçĕнчен пăхса юлчĕ. Халĕ вăл ăшĕ каничченех шыв ĕçĕччĕ... Унтан çывăрĕччĕ... Вăхăт-вăхăтăн унăн куçĕ умне иртнĕ кунсем туха-тухса тăраççĕ. Ăна халь пĕртте вăрçă хирĕнчи пек мар, таçти аякри хулара пек, çамрăксем хушшинче пек туйăнать. Çав хушăрах снарядсем уласа та шăхăрса иртеççĕ, шартлатса çурăлаççĕ.

Вăхăт нумай иртмерĕ. Данилов флягăпа шыв илсе килчĕ.

— Шыв пур, юлташсем...

— Тамарăна ĕçтер, — терĕ старшина, хăйĕн тем пек ĕçес килет пулсан та.

Хĕр малтан кăшт çеç ĕçрĕ, унтан вара... сывлăш çавăрса илсен, çав тери хыпăнса, лăнкăртаттарсах ĕçме тытăнчĕ.

– Çитĕ, Тамара. Ытлашши юрамасть, –терĕ ăна Данилов.

– Спасибо, — Тамара флягине Сурбанова тыттарчĕ. Шыв ĕçнĕ хыççăн старшина йĕри-тавра пăхкаласа илчĕ.

– Пирĕн кунта уçă вырăнта тăма юрамасть. Курма пултараççĕ. Тĕттĕм пуличчен хăвалăхрах выртма тивет, –терĕ вăл.

Данилов хĕре ерипен икĕ аллипе йăтса илчĕ, алă вĕççĕнех хăвалăха йăтса çитерчĕ.

...Вĕсем ĕнтĕ хăвалăхран тухса пысăк вăрмана та пырса кĕчĕç. Çил мак шăршине илсе килчĕ. Çакă Тамарăна йÿçĕтнĕ панулми шăршине аса илтерчĕ. Вăрçăччен ун амăшĕ çулсерен пĕрер катка панулми йÿçĕтсе лартатчĕ. Хĕлле вĕсем ăна нÿхрепрен илсе кĕрсе ăшăтса çиетчĕç. Пĕчĕк чухне ăшăтасса кĕтсе тăмастчĕ Тамара. Тÿрех, сивĕ халлĕнех, çăварне персе чикетчĕ. Эх, халĕ пулсанччĕ çав панулмисем! Чун килениччен çийĕччĕ вăл.

Ун питне темле сулхăн нÿрĕ килсе çапрĕ, çан-çурăмне çÿçентерчĕ.

– Ăçта эпир?

– Хурăнлăхра, канар-ха пăртакçă. Малалла кайма çул çук, шурлăх пуçланать, — терĕ Сурбанов.

Таврара шăв-шав малтанхинчен те вăйланчĕ. Пĕр вĕçĕмрен ракетăсем çакăнса тăчĕç. "Катюша" хăйĕн хăватлă юррине пуçласа ячĕ. Инçех те мар, хыçалта, умлă-хыçлăнах снарядсем, минăсем ÿке-ÿке çурăлаççĕ.

Çул пĕтрĕ. Старшина каларăш, чăнах та шурлăх пуçланчĕ. Мĕн тумалла ĕнтĕ? Хыçра тăшман, умра — шурлăх. Çакăнтах çĕр каçсан, юн нумай кайнипе аптăранă хĕр вилме пултарать. Старшинан та суранне сиплемелле. Данилов самантлăха пĕр чĕнмесĕр шухăша кайса тăчĕ.

— Кайса пăхса килем-ха, пĕр-пĕр типĕрех вырăн çук-и унта. ...Тен, чиперех каçса кайăпăр, — терĕ вал, старшина çинелле пăхса.

— Пăхса кил. Йÿçĕхĕ ытлашши сарлака пулма кирлĕ мар, — килĕшрĕ унпа Сурбанов.

Данилов нумай кĕттермерĕ, часах çаврăнса килчĕ. Çук, шурлăхăн вĕçне-хĕрне пĕлеймерĕ вăл, анчах юлташĕсене хавхалантарас шутпа тÿрех каласа хучĕ:

— Пурпĕрех тухатпăр, старшина!

Данилов йÿçсе, лăчăртатса тăракан вырăна çапăсем пăраха-пăраха тухрĕ. Çапă хыççăн çапă пăрахсах çул пекки турĕ вăл. Анчах шурлăхăн вĕçĕ-хĕрри курăнмарĕ. Таçта вăл, те пур, те çук. Апла пулин те, пĕр вырăнта тăни мар, пăртак та пулин малалла каятпăрах тесе, вăл хĕре çĕклесе шурлăхалла утрĕ. Йывăр ĕнтĕ утма, вырăнĕ-вырăнĕпе шыв пилĕк таран. Данилов чарăна-чарăна сывлăш çавăрать те хăй умне каллех çапăсем пăрахма тытăнать, малалла кайма çул тăвать. Мĕнле ывăнмастъ вăл, ăçтан вăйĕ тухать-ши? Запасной полкра чух Данилов кун пекех паттăр пуласса никам та шанман. Шанма çеç мар, шухăшлама та пултарайман. Акă халĕ унăн пултарулăхĕнчен халтан кайнă старшина та тĕлĕнет, вăйсăрланса çитнĕ Тамара та ун çине ытараймасăр пăхать. Пăхать те, аван мар пек туйăнса каять ăна. Мĕншĕн кулнă-ха вăл унран? Мĕншĕн-ха çавăн пек ырă чĕреллĕ те паттăр йĕкĕте хисеплеме пĕлмен?

— Кан эсĕ пăртак, кан, ывăнтăн пуль,- терĕ Тамара Данилова, вăйсăр, анчах питĕ йăваш, питĕ çепĕç сасăпа.

— Кайран, Тамара, маншăн ан пăшăрхан, типпе тухсан канăпăр, –терĕ те йĕкĕт, хĕре хуллен çĕклесе каллех малалла утрĕ.

Старшина халтан кайрĕ ĕнтĕ. Данилов хыççăн аран çеç уткаласа пырать вăл. Куçĕ хуралса килет, пуçĕ çаврăнать, суранĕ те паçăрхи пек мар, хытă туртса ыратать. Пырсан-пырсан вăл чăтаймарĕ, утнă çĕртех тĕшĕрĕлсе анчĕ.

Шăп çак вăхăтра Данилов хăрах урипе типе çĕр çине пусрĕ.

– Типĕ çĕр, юлташсем! Типĕ çĕр!.. — илтĕнчĕ унăн хаваслă сасси.

6

Унтанпа виçĕ кун иртрĕ. Тамара ĕнтĕ палатăра выртать. Шурă халат тăхăннă, пуçĕсене шурă тутăр çыхнă сестрасем, няньăсем ерипен каллĕ-маллĕ уткаласа çÿреççĕ. Хамăрăннисем тăшмана çĕмĕрсе малалла кайни çинчен те, Сурбановăн суранĕ часах тÿрленессе те пĕлет ĕнтĕ Тамара. Хаваслă хыпарсем кусем! Анчах унăн шухăшĕ Данилов çинче. Çак шухăшпа вăл суранĕ ыратнине те туйсах каймасть. Ăшĕ çеç çунать унăн. Акă, вал запасной полкри Данилова курать. Çук, обмотка пачах урăх çыннăн сÿтĕлсе кайнă пек туйăнать. Малтанхи Данилов сăнран та хитрех марччĕ, пĕвĕпе те лутрарахчĕ. Çук, ку вăл мар — урăххи. Ку — çурта пек тÿрĕ. Кунăн сăнĕ шухăшланăçем улшăнса, илемленсе пырать. Акă вăл, йĕп-йĕпе тарланăскер, çапă çине çапă хурать е тата кăкăр таран шывра ăна, йывăр аманнă Тамарăна, çĕклесе пырать. Данилов тăсланкă нимĕçе персе пăрахни те куç умĕнчех. Тăшмана курсан, ун куçĕсем курайманлăх вучĕпе йăлкăшма тытăнаççĕ. Тăшманшăн хаяр, туссемшĕн — ăшă иккен, ырă иккен вăл. Çук, Тамара ун пек илемлĕ йĕкĕте хăйĕн ĕмĕрĕнче те курман.

Тамара куçне уçса чÿрече еннелле пăхрĕ. Кантăк витĕр сенкер тÿпе курăнать. Çав тÿпе ăна сенкер чечеке, çапăçу пуçланас умĕн Даниловпа тĕл пулнине аса илтерчĕ.

– Эх, мĕншĕн, мĕншĕн кăмăлне татрăм-ши? Мĕншĕн çавăн чух çав сенкер чечеке памарăм-ши?.. — ÿкĕнсе шухăшларĕ хĕр.

1950.

Урдаш, В. Сенкер чечек : калав / В. Урдаш // Тăван Атăл. - 1994. - № 11-12. - С. 69-72.