Сап-сарă çулçăсем вĕçсе
Йĕпеннĕ çул çине ÿкеççĕ.
Юратнă тусăмçăм инçе –
Утатăп эпĕ пĕр-пĕчченçĕ.
Тăван çĕршывăмçăм инçе,
Инçе тĕке çыранлă Атăл.
Çÿçенчĕк Висла леш енче
Тăван хирсем енне пăхатăп.
Автан киккириккийĕ пек
Пилеш тĕмми хĕрелнĕ хыççăн
Çÿреттĕмĕр хир тăрăх тек,
Юратнă тусăм, çырă куçăм.
Лăпланнă Атăла çăра,
Тăхлан пек пĕлĕт ÿкнĕ майăн
Хĕвеллĕ ăшă кăнтăра
Иртетчĕ мăнтăркка хуркайăк.
Куçа пăртак кăна хупсан,
Çумра пекех, чĕре пек çывăх,
Хĕвел çути пек, катаран
Ума килет тăван çĕршывăм.
Инçе, инçе те инçетре
Мана кĕтет пуль, тен, телейлĕ,
Сар ылтăн çулçăллă, хитре,
Тĕтреллĕ Шупашкар аллейĕ
1945.
Ухсай, Я. "Сап-сарă çулçăсем вĕçсе…" : [сăвă] / ЯковУхсай // Паттăрлăх кунĕсем. – Шупашкар, 1995. – С. 38.