Çĕре çурас пек артиллери
Кăвар сурса шавланă чух
Сасартăк аслати кĕрлерĕ,
Пин-пин снаряд пек аçа чуль
Тÿпе çинче сиксе çÿрерĕ.
Аçа çапса шартлатнă майăн
Озон шăршиллĕ хир çинче
Окопăмран пăхса эп лайăх
Асилтĕм Тютчев сăввине:
"Люблю грозу в начале мая..."
Лĕп ăшă çумăра ырларăм,
Хывса пăрахрăм каскăма,
Çара пуçах тăрса сăнарăм:
Епле пуçларĕ савăнма
Аманнă çĕр-аннем, мăнтарăн.
Чир кайтăр! Вилнĕ нимĕç мурĕ
Шăрши çухалтăр çĕр çинчен!
Çĕртĕр тăшман вилли, çĕр чирĕ!
Çу, çумăр, чашкăр! Вăрçă хирĕ
Тасалтăр, уçăлтăр тĕнче!
1943.
Ухсай, Я. Çумăр : [сăвă] / Яков Ухсай // Вăрçăра : калавсемпе сăвăсем. – Шупашкар, 1968. – С. 213.