А. Смолин



               

              Николай Иванович Ашмарина

               

              Чăваш-и вăл е чăваш мар-и,

              Нумай ĕçленĕ-и, сахал-и?

              Пурне те паллă халь: Ашмарин —

              Чăваш сăмахĕн шур сухалĕ.

               

              Сăмахсене шитпе виçеймĕн,

              Калаймăн: "Пăт таять е тонна"...

              Кунта йăлт урăхла виçе-мĕн:

              Пĕр кĕнеке — вунçичĕ томлă.

               

              Кашни сăмах, сăмах кăшкарĕ

              Ун сывлăхне самай кăшларĕ.

              Чăваш-и вăл е чăваш мар-и —

              Чăвашшăн тăрăшрĕ Ашмарин.

 


Смолин, А. Çÿретпĕр Çеçпĕл çулĕпе = Святая Сеспеля стезя : стихи и переводы / А. Смолин. – Шупашкар, 1999. – С. 43.