ПУРНĂÇПА ВИЛĔМ


Ушкăн-ушкăн шур пĕлĕт иртет...
Тăлăх хирте каç пулса килет.
Курăксене тайса сил вĕрет,
Çĕр çумĕпе тусан вĕçтерет...

Хирте пĕр тĕмеске пĕр-пĕччен...
Тăпри çине пуснă вĕлтĕрен.
Вилнĕ çын тăпри вăл — çак тăпра,
Ырă çынни вилнĕ вăрçăра.

Ĕç ачи вăл. Çĕнĕ пурнăçа
Сыхласа вилнĕ вăл — çапăçса.
Чухăнсемшĕн хăйĕн кун-çулне,
Çамрăк ĕмĕрне вăл хĕрхенмен.
Коммунизм хĕрлĕ ялавне
Чун тухиччен çĕре ÿкермен.

Çывăр, тăван, иртрĕ ĕмĕрÿ...
Вăхăтсăрах сан тухрĕ чуну.
Анчах çăмăл пултăрччĕ тăпру,
Канлĕ пултăр нÿрĕ вырăну!..

Мĕскĕн тăван, сан чуну тухсан
Никамăн та куççулĕ юхман.
Санăн куçна арăму хупман,
Аннÿ масар çине ăсатман.
Ютри çынсем сана аякка
Пытарайнă çакă шăтăка.

Тăванăмçăм, вăрансам, вăран
Çак вăхăтсăр йăвăр ăйхăран:
Килте çамрăк арăму кĕтет;
Ачу: «Атте хăçан килет?» — тет.

Эх, тăванăм, иртнĕ кун-çула
Кам çавăрса парĕ каялла?
Уя ака тумашкăн тухсан
Юрру илтĕнес çук ĕнтĕ сан;
Тек кураймăн пĕлĕт çуттине;
Илтеес çук тăри юррине;
Кăчăрт-кăчăрт тырă вырнă чух
Санăн аллу çурла тытас çук...

Çĕр иртет те... килет çутă ир...
Анчах ĕмĕр пĕччен тăлăх хир.
Вĕлтĕрене тайса çил вĕрет,
Вилнисене асăнса йĕрет...

1918 ç. кĕркунне, Хусан;
1920 ç. çулла, Касаккасси