«ХĔРЛĔ-ХĔРЛĔ, ХĔРЛĔ МĂКĂНЬСЕМ..»
Хĕрлĕ-хĕрлĕ, хĕрлĕ мăкăньсем,
Виçĕм çул чечеклĕн чĕрлнисем,
Çил çилленчĕ, çил вĕçтерчĕ-çке сире,
Хăйăр хĕртрĕ çеп-çемçе çĕре.
Чĕлтĕрти çеçкеллĕ мăкăньсем,
Виçĕм çул чечеклĕн чĕрлнисем!
Эпĕ — сирĕн хуçăр — инçетре
Выçăхса сĕтĕрĕнсе çÿреп,
Хĕрлĕ-хĕрлĕ мăкăньсене асăнса,
Хĕрлĕ мăкăньсемшăн хуйхăрса.
Йĕлпер хĕрлĕ тăрлă мăкăньсем,
Виçĕм çул чечеклĕн чĕрлнисем,
Çут хĕвеллĕ кăнтăрла ăшши
Каллех çавăрăнса килĕ-ши?
Симĕс çитлĕ çимĕç пахчара
Кĕтсе илейĕр-ши хуçăра?
Хĕрлĕ-хĕрлĕ, хĕрлĕ мăкăньсем,
Виçĕм çул чечеклĕн чĕрлнисем,
Çил çилленчĕ, çил вĕçтерчĕ-çке сире, —
Хуçăр выçă çÿрет инçетре.
1922 ç. пушăн 20-мĕшĕ
Чернигов
|
|
|