Прошу считать меня живым

Писатели Чувашии в Великой Отечественной войне

 

Чувашская литература периода Великой Отечественной войны Погибшие на фронтах Великой Отечественной войны Они вернулись с поля боя
Петтоки (Петухов) Андрей Трофимович
Андрей Петтоки

Çирĕм иккĕн

Çирĕм ик çын
Утаççĕ каллех.
Çирĕм ик çын
Ывăнас çук халех…

Çивчĕ çиле
Çиессĕн силлет:
Тавра çийĕ
Хирĕçлесшĕн çиле.

Ой, çанталăк –
Çавра çут тĕнче!
Хăмăр шăналăк –
Пĕлĕт тÿпинче.

Çумăр вĕттĕн
Чарусăр пĕрĕхет.
Кĕр каçĕ тĕттĕм,
Çĕре сĕм пĕркет.

Çулĕ вăрăм,
Çулĕ такăр мар.
Кĕр каçĕ – хăрăм.
Пулать такăнма...

Çирĕм иккĕн
Çÿреç ыткăнса.
Куçсем вичкĕн
Пăхаç сăнаса.

Кăвак хуппийĕ
Уçăлчĕ пĕрре.
Çĕр тÿпийĕ
Пулмалла пире!..

Эпĕр тухнă
Чăнлăх шырама.
Пурăн, чухăн,
Вилĕм – харама!..

Кил-çурт пирĕн
Кунтан халь инçе.
Тăван çĕрĕ-хирĕ –
Çавра çут тĕнче...

Кĕр каçĕ тĕттĕм,
Çийĕнче – сĕм çилхе.
Кĕр каçĕ тĕттĕм,
Хуплать çирĕм икке.

Çăлтăр кăтартать
Çул взвод разведчика.
Сив çил юртать,
Ал-урана çыхать.

Çирĕм иккĕн
Утаç малаллах.
Хура çĕр витĕр
Çитĕç пĕр яла...

Петтоки, А. Çирĕм иккĕн : [сăвă] / Андрей Петтоки // Паттăрлăх кунĕсем. – Шупашкар, 1995. – С. 6-7.