Прошу считать меня живым

Писатели Чувашии в Великой Отечественной войне

 

Чувашская литература периода Великой Отечественной войны Погибшие на фронтах Великой Отечественной войны Они вернулись с поля боя
Петтоки (Петухов) Андрей Трофимович
Андрей Петтоки

Çурхи çил

Кăвак пĕлĕт тăрăх хĕвел шăвăнать,
Ешĕл уй-хир тăрăх çил йăпшăнать.
Ман пуç çурхи çилпе çăвăнать,
Çурхи çилпе эп хам савăнап.
Ярăн та ярăн ярăнап
Уй-хир çийĕнче кунĕпе.
Ман вăй, ман хăват – çурхи çил,
Çурхи çилпе тĕнчипе сарăлап.
Акă, паян та уялла
Тухрăм та утрăм, атьсем;
Эх! чарăнмасăр малалла
Утам-ха, утам каçчен...
Симĕсĕн-симĕсĕн калчи
Ура тупанне явăнать;
Сенкер тÿпеллĕ тĕнчи
Май çилĕпе хумханать.
Пĕлĕт кăн-кăвакăн ирĕлет
Хĕвел çутинче кунĕпе,
Ĕмĕт çур вăйĕпе чĕрĕлет,
Ĕмĕт сарăлать тĕнчипе...
Манăн ăшăмра иртенпе
Шăпчăк чарăнмасăр юрлать,
Çутă пурнăçа савать.
Юнăм чарăнмасть вĕреме,
Пурнăç чиперрĕн курăнать...
Çурхи çил йăпатать чĕреме,
Хĕвелĕ пуçа ачашлать.
Шăнкăр та шăнкăр çурхи шыв
Сăмахсăр юрлать пĕр май...
Маншăн паян уяв,
Манăн уяв – вăл Май.
Маншăн паян мĕнпур
Чечекленен тĕнче...
Маншăн – хĕвеллĕ çур,
Маншăн – хаваслă чĕре!

Петтоки, А. Çурхи çил : [сăвă] / А. Петтоки // Тăван çĕршывшăн. – Шупашкар, 1956. – С. 119-120.