Васкаса чупакан ҫурхи шывӑн,
Хаяр лавӑн куҫса, сарӑлса,
Хӗрлӗ Ҫар, малалла эсӗ ыткӑн
Тӑшмана тӗппипех аркатса.
Пиншер ял, хуласем саламлаҫҫӗ,
Хӗрлӗ Ҫарӑм, сана савӑнса.
Чӗререн, савнилле ыр сунаҫҫӗ
Чи хаяр тыткӑнран ҫӑлӑнса.
Ростовра е Керчьре вӑр-хурахӑн
Юн тӑкатчӗҫ урса фашистсем.
Халь каллех вӗлкӗшеҫҫӗ мухтавлӑн
Юн пек хӗрлӗ паха ялавсем.
Тавӑратпӑр йӑлтах – масар тупӗҫ
Фашистла йытӑсем кашниех.
Кашниех Хӗрлӗ Ҫар вӑйне туйӗҫ
Ҫӗр ҫинчен тасалса пуҫӗпех.
Ирӗкпе Хӗрлӗ Ҫар часах ҫитӗ
Тыткӑнри пур яла, хулана.
Ырӑ пурнӑҫ каллех чаплӑн ҫиҫӗ
Васкасах тӳрлетсе сурана.
Васкаса чупакан ҫурхи шывӑн,
Хаяр лавӑн куҫса, сарӑлса,
Хӗрлӗ Ҫар, малалла эсӗ ыткӑн
Тӑшмана тӗппипех аркатса.
1942