Писатели Чувашии в Великой Отечественной войне

 

Чувашская литература периода Великой Отечественной войны Погибшие на фронтах Великой Отечественной войны Они вернулись с поля боя
Туртушов (Туртуш, Кепир)  Вениамин Иванович

РАЗВЕДЧИК КАЛАВӖ
Поэма сыпакӗ

– Выранаҫӑр, ларӑр меллӗн,
Каламах, эппин, кӗскен
Ик ураллӑ, йӗс хӳреллӗ
Кашкӑрсем тытни ҫинчен.

– Итлӗр, – терӗ ҫамрӑк каччӑ, –
Вӑл пуҫларӗ калавне.
(Кӗҫ палатка шӑп шӑпланчӗ) –
Ку ӗҫ пулчӗ каҫхине.

Ылтӑн уйӑх ҫутатмарӗ,
Чӑмрӗ ҫумӑр пӗлӗтне.
Ҫӑлтӑрсем те курӑнмарӗҫ, –
Сӑрламарӗҫ кӗр каҫне.

Эпӗ шӑппӑн ҫеҫ пыратӑп,
Тинкеретӗп сӑнаса.
Хырӑмпа та шукалатӑп,
Тӑн–н... итлеп пуҫа пӑрса.

Чӑшӑл-чашӑл, вӑшӑл-вашӑл...
Пӗр пек сасӑ таврара.
Мӗн сассийӗ? Мӗн ку? Кам вӑл?.. –
Ҫил ҫӳрет-мӗн катара.

Ҫил кӑна-и, ҫил ҫеҫ мар-тӑр
Ҫӳрет пулӗ халь унта, –
Ик ураллӑ урнӑ кашкӑр
Халӗ йышлӑ вӑрманта.

– Сыхӑ пул, – тет чун-чӗремӗм,
Шӑппӑн-шаппӑн ҫеҫ иртсем... –
Чӑн, кунта хаяр ҫӗленӗн,
Шӑвӑнаҫҫӗ фашистсем.

Эп ҫитеп те йӑпшӑнатӑп
Сӗм вӑрманӑн хӗррине.
Пурпӗр, – тетӗп, – пурнаҫлатӑп
Хам комбатӑн приказне.

Вӑхӑт, хыттӑн ан вӗҫсемччӗ, –
«Чӗлхе» кирлӗ ҫур ҫӗрччен.
Нимӗҫ, хӑвӑрт эс лексемччӗ,
Вӗҫернеймӗн пӗр лексен.

Вӑхӑт-вӑхӑт капланаҫҫӗ
Шухӑшсем ман пуҫӑмра,
Хӑлхасем те янӑраҫҫӗ,
Сасӑ пур пек умӑмра.

Тем ҫуттийӗ, вӑйсӑр ҫутӑ
Кӗҫ куратӑп катара.
Асӑрхавлӑ ҫӑмӑл утӑм,
Эп кӗретӗп шаларах.

Лӑч куклентӗм (а, тен, сисӗҫ),
Шӑппӑн шурӑм малалла.
Ӗмӗт ҫунчӗ –
пӗр фашисчӗ
Пурпӗр лекӗ ман алла.

Куртӑм: ман умрах палатка,
Сӑмахлаҫҫӗ хӑйсемле.
Часовойӗ тӑрать акӑ,
Кӗҫ вӑл ӳкӗ месерле.

Шухӑш вӗҫрӗ пит те хыттӑн:
Ӗҫӗм сассӑр пулмалла,
Шӑппӑн ут,
сасартӑк ыткӑн,
Чик е ҫап тӑраймасла.

Сас тухать тӗк –
ӗҫ те сӳннӗ,
Тӑшман пулӗ пур енчен.
Тен, хам пӳ те кунтах тӳнӗ,
Ку ӗҫ пултӑр шӑп, чеен...

Ҫивӗч штыкӑм,
ман юлташӑм,
Татрӗ кашкӑр пурнӑҫне, –
Кӗлеткийӗ часовойӑн
Ӳкрӗ нӳрӗ ҫӗр ҫине.


1941