Ĕлĕкхи пек пурăнма
Вăйăм-халăм çитес çук,
Маттур çамрăк халăха
Тĕлĕнтерсе пурнас çук.
Маншăн çулла ĕмĕрех
Иртсе кайрĕ малашне,
Çуркунне те ватăшăн
Çухатрĕ-çке хай йĕрне.
Эх, иртрĕ-çке çамрăклăх,
Ун чух эп те вăйлăччĕ!
Халĕ иртрĕ çамрăклăх,
Вăйăм-халăм иксĕлчĕ.
Эх, тепĕр хут çамрăклăх
Килес пулсан çаврăнса,
Ĕлĕкхинчен лайăхрах
Пурăнăттăм савăнса!
1923.
Викторов, И. В. Ватă çын : [сăвă] / И. В. Викторов // Тăван çĕршывшăн. – Шупашкар, 1956. – С. 112.