Пĕтĕм телей – ĕçре.
Кил хушшинче, уйра
Тар тухиччен ĕçле,
Канăç пирĕн – ĕçре.
Ĕçле, тĕлĕнмелле –
Ĕç, акнă тыр пек, ÿсет.
Мĕн пуласси паллă вăл –
Халăх кĕтни çитет.
Пысăк савăнăç – ĕçре.
Кил хушшинче, уйра
Тар тухиччен ĕçле,
Çĕр телейĕ – ĕçре!
1923.
Викторов, И. В. Пĕтĕм телей – ĕçре : [сăвă] / И. В. Викторов // Тăван çĕршывшăн. – Шупашкар, 1956. – С. 114.