Писатели Чувашии в Великой Отечественной войне

 

Чувашская литература периода Великой Отечественной войны Погибшие на фронтах Великой Отечественной войны Они вернулись с поля боя
Долгов Василий Архипович
Василий Долгов

Вăрçă турри

... Ир çинче, вунă сехет çитсен, çĕнĕ тупă "катюша" юрласа ячĕ те, Волхов шăплăхĕ хускалса, пин çĕрелле çурăлса кайрĕ.

– Плясануло! – терĕ Сизов лейтенанта.

Кĕтнĕ вăхăт çитрĕ. Çак самантран пуçласа, Ленинградпа Волхов фрончĕсем хăватлă наступленине çĕкленеççĕ. Ленинградпа Новгород çĕрĕсене Александр Невский нимĕç рыцарĕсене хăваланă вырăнсене, ирсĕр нимĕç фашисчĕсенчен тасатмалла.

"Катюша" сасси сигнал пулчĕ.

– По немецко-фашистским оккупантам огонь! – илтĕнчĕ батарейăсенче команда.

– Огонь!

– Огонь!..

Тупăсем пĕрин хыççăн тепри йĕтресем ывăтма тытăнчĕç. Пĕтĕм пĕлĕт тĕтĕмпе хупланчĕ. Çĕр çĕмĕрсе тăрать совет артиллерийĕ.

Шăпах çак вăхăтра Сизов патне генерал килчĕ.

– Генерал юлташ! – терĕ Сизов, ăна хирĕç чупса тухса. – Тăшманăн оборонине аркатма дивизион арт-подготовка пуçларĕ.

Лейтенант тем пек хытă кăшкăрса каларĕ пулин те, хăйĕн сăмахĕсене хăй те илтеймерĕ. Генерал вара пушшех илтмерĕ, Сизовăн тутисем уçăлса хупăннине çеç курчĕ вăл.

– Мĕн? – ыйтрĕ генерал.

– Мĕн тетĕр, генерал юлташ? – пĕтĕм сасăпа кăшкăрчĕ Сизов.

Лейтенант патне çывхарса, генерал хуллен пăшăлтатрĕ:

– Ан кăшкăрăр, хуллен калăр...

– Дивизион перет, – пĕлтерчĕ генерала Сизов, пĕр сасă кăлармасăр.

Пăшăлтатса калаçса çеç вĕсем пĕр-пĕрне ăнланчĕç.

Кайран, дивизионран каяс умĕн, лейтенант аллине пăчăртарĕ те генерал:

– Вăрçă турри – хăватлă турă! Вăл калаçнă чухне кăшкăрни усăсăр, мĕншĕн тесен этем сасси ун чухне илтĕнмест, – терĕ.

Прага, 1945

Долгов, В. Вăрçă тури : [очерк] // Долгов, В. Ачаранпах / Василий Долгов. – Шупашкар, 1974. – С. 181-182.