Вăрçă хирĕ...
Эпир иккĕн пĕр воронкăра выртатпăр, питĕмĕрпе, чĕремĕрпе çĕр-аннене ăшăтатпăр...
Туятăп, сисетĕп, кĕретĕнех куратăп: инçетре мар, пуç вĕçĕнчех-и, тен, тăшман йĕтрисем çĕр çĕмĕрсе çурăлаççĕ. Вĕсен ванчăкĕсем пирĕн урлă эсрел пек ÿлесе иртеççĕ. Йĕри-тавра хура тĕтĕмпе тусан вăрман евĕр çĕкленет. Инçетрен-инçетрен, хуллен-хуллен хĕрелсе, сарă хĕвел пăхать...
Хăрушă, хăрушă! Вăхăчĕ-вăхăчĕпе тамăкри пек туйăнать: те арçури, те шуйттан ахăрса сикет. Пире килсе таптасшăн...
— Эх! – тет те Лабачав лейтенант, табак хутаççи туртса кăларать. – Туртар! – тет хай. – Туртар!
— Табак туртсан, чĕре лăпланать, – тетĕп эпĕ те, юлташпа килĕшсе. Чĕлĕм туртмастăп пулин те пыс-ă-ăк! чикарккă чĕркес тесе, кĕсъерен хаçат татăкĕ туртса кăларатăп.
Каллах йĕтре хыççăн йĕтре ÿкет. Эпир хыпаланса чикарккă чĕркетпĕр...
Чикаркăсем пирĕн питех те, питех те тачка, хулăн, хур туммакки пек. Эпир туртакан табак хаяр – вырăс çĕрĕ çинче ÿснĕ табак! Совет çынни, савăнсан та, хурлансан та çав табака пашлаттарса туртать. Тусне-юлташне нихăçан та манмасть, яланах асăнать:
Йĕтресем ÿкеççĕ, ванаççĕ...
Ленинград фрончĕ, 1943
Долгов, В. Воронкăра : [очерк] // Долгов, В. Ачаранпах / Василий Долгов. – Шупашкар, 1974. – С. 179-180.