...Çав пăчă та шăрăх кун, иртен тытăнса мĕн каç пуличченех, хаяррăн, араслансем пек, çапăçнă пирĕн салтаксем. Анчах та вырăс çарĕсем, хăйсен йышĕпе сахалтарах пулнăскерсем, французсен позицийĕсене темиçе хутчен пыра-пыра тапăннă пулин те, Наполеон çарĕсем хăнк та туман – çирĕп тытса тăнă хăйсем йышăннă вырăна, Могилев хули патне яман.
Вырăс генералĕ Раевский, ик-виç хут çапăçăва кĕрсе тухнă хыççăн, хăйĕн тăван ывăлĕсене аса илнĕ те:
– Ачамăрсем! Килĕр-ха хăвăртрах ман патăма, – тесе чĕннĕ.
Генерал ывăлĕсем – вунçичĕ çулти Александр прапорщик тата вунпĕр çулти Николай – мĕн вăрçă пуçланнăранпах ашшĕпе пĕрле фронтра пулнă.
Ашшĕ сассине илтсен, Александрпа Николай часах ашшĕ патне чупса пынă.
– Мĕн, атте? Мĕн?! – тенĕ вĕсем.
Ашшĕ нимĕн те шарламан. Вăл икĕ аллипе икĕ ывăлне тытса, вĕсене малалла, тăшман тупписем персе тăнă вырăн еннелле, илсе кайнă. Салтаксем генерал çине пăхса тĕлĕннĕ, пĕтĕм чунтан хумханма тытăннă. Çакăн чухне хастар генерал, хăйĕн воинĕсене чĕнсе, хыттăн кăшкăрса каланă:
– Атьсемĕр! Акă эпĕ, сирĕн генералăр, кусем, – тенĕ вăл, – манăн юратнă ывăлăмсем, манпа пĕрле вĕсем çапăçăва кĕреççĕ. Малалла, атьсемĕр, малалла!
Паттăр генерал сăмахĕсем салтаксен чĕрисем патнех çитнĕ. Вырăс салтакĕсем вара, кар! тăрса, харсăрланса, çунатпа çунатланса, пĕр харăс çĕкленнĕ, генералпа унăн икĕ ывăлĕ хыççăн, "урра" кăшкăрса, тăшман çине ыткăннă. Çак хаяр атакăра, калама çук вăйлă çапăçура, вырăссем çĕнтернĕ.
– Мухтав – геройсене! – кăшкăрнă çакна курсан çар командующийĕ Багратион. – Мухтав – Раевскисене! Мухтав!
– Паянхи кун – пурте геройсем! Пурне те мухтав! – ответленĕ ывăлĕсемпе пыракан генерал.
– Мухтав салтаксене! Мухтав! – тенĕ Батратионпа Раевский.
* * *
Çак ĕç 1812 çулхи июнĕн 11-мĕшĕнче, Наполеон хăйĕн нумай йышлă çарĕсемпе Российăна хирĕç вăрçнă чухне, пулса иртнĕ. Ăна эпĕ Германире Шургас хули çумĕнче, Нейссе шывĕ хĕрринче, нимĕçсем урса кайсах хăйсен тупписенчен пенĕ вăхăтра окопра ларнă чухне илтрĕм... Тулин капитан хăйĕн салтакĕсене каласа пачĕ çакна.
– Тата мĕн те пулин каласа парăр-ха, капитан юлташ, – ыйтрĕç вĕсем.
– Кайран каласа парăп, – терĕ капитан.
Анчах кайран нимĕн те каласа памарĕ вăл. Мĕншĕн тесен вăхăт пулмарĕ унăн: атака пуçланчĕ те, вăл хăйĕн салтакĕсене ертсе, урра! кăшкăрса малалла ыткăнчĕ.
– Мухтав геройсене, мухтав!
Польша, 1945
Долгов, В. Геройсем : [очерк] // Долгов, В. Ачаранпах / Василий Долгов. – Шупашкар, 1974. – С. 180-181.