Василий Долгов
Сергей Коваленко
1945 çулхи январьте, пĕр çиллĕ-тăманлă каçхине, Самоделкин ротине çамрăк салтаксем килчĕç. ("Çĕнĕ пополнени" теççĕ пĕр-пĕр подразделение çавăн пек килекен салтаксемпе офицерсене.) "Ватă" салтаксем вĕсене ырă кăмăлпа йышăнчĕç: пурте табак хутаççисене кăларчĕç те пĕрле махорка чĕркесе туртрĕç. Хăйсем, ватти те, çамрăкки те:
– Кун пек махоркăна ăçта тата камсем тăваççĕ-ши? – тесе тĕлĕнсе, табак ÿстерекен ăста колхозниксене, ăна тураса махорка тăвакансене мухтарĕç.
– Ун пек хÿхĕм махоркăна Улатăрта çеç тума пултараççĕ,– пĕлтерчĕ вĕсене кĕтсе илнисенчен пĕри (ку вăл чăваш офицерĕ Федоров Захар Михайлович пулчĕ).
– Улатăр ăçта вăл? – ыйтрĕ махоркăна мухтакан салтак.
– Чăваш республикинче, – терĕ Федоров капитан.
Табак туртнă вăхăтра салтаксем пĕр-пĕринпе çывăх паллашма та ĕлкĕрчĕç: "ваттисем" çамрăккисем хушшинче, "çамрăккисем" ваттисем хушшинче хăйсен янташĕсемпе пĕлĕшĕсене тупрĕç... Çапла вара, салтаксем малтанхи кунах туслă йыш пулса тăчĕç: вĕсем тахçанах пĕрле пурăннă, ĕçленĕ, пĕрле кĕрешнĕ, пĕрлех çак вырăна, Германи çĕршывне, çитнĕ тейĕн...
Тепĕр кунне çамрăк воинсем патне чи малтан рота командирĕ килчĕ. Командир кашни салтакпа калаçрĕ, ăçтан килнине, çапăçура пулнипе пулманнине ыйтса пĕлчĕ, пĕр сăмахпа каласан, ашшĕ хăйĕн ывăлĕсемпе калаçнă пек калаçрĕ. Çар присягине хăçан йышăнни çинчен те ыйтрĕ.
– Тахçанах йышăннă, тахçанах! – илтĕнчĕç салтаксен сассисем.
– Эпĕ присягăн кашни сăмахне астăватăп, – терĕ салтаксенчен пĕри. Хăй çавăнтах присягăн пĕр-ик йĕркине пурте илтмелле каласа пачĕ. – Эпĕ хамăн Тăван çĕршывăма хÿтĕлеме яланах хатĕр... Ăна паттăррăн, хăюллăн, тивĕçлĕн те чыслăн хÿтĕлĕп тесе çирĕп сăмах паратăп... Тăшмана пуçĕпех пĕтерес тесе, эпĕ – хамăн юнăма та, пурнăçăма та шеллемĕп.
Ку сăмахсене калаканĕ Сергей Коваленко салтак пулчĕ. Çамрăк та илемлĕ каччă. Комсомолец. Фронта нумаях пулмасть килнĕ.
Самоделкин лейтенант салтаксене, яланхи пекек, дивизин çапăçури çул-йĕрĕпе, паттăрллăхĕпе паллаштарчĕ, унăн геройĕсем çинчен каласа пачĕ.
– Пирĕн дивизи ячĕ "Новгородская",– терĕ рота командирĕ. – Вăрçă пуçланнăранпа вăл тăшманăнне 250 танк, 300 автомашина, 7 самолет, 213 тупăпа миномет, 170 пулемет пĕтернĕ... 1943 çулхи январьте пирĕн дивизи Ленинграда картланă блокадăна татса çĕмĕрес çапăçăва хутшăннă. 1944 çулта вăл ытти дивизисемпе пĕрле Новгород, Шимск, Остров, Сольцы, Пушкинские Горы, Псков, Красногородское тата ытти темиçе хулана, çĕршер ялсене тăшман аллинчен туртса илсе ирĕке кăларнă. Ленинград облаçне, Эстони, Латви, Литва республикисене, унти хуласемпе ялсене ирĕке кăларассишĕн çапăçнă.
Çамрăк воинсене уйрăмах дивизи геройĕсен ĕçĕ тĕ-лĕнтернĕ. 1942 çулхи январĕн 29-мĕшĕнче, кĕçнерникун, Николай Поленский лейтенант роти Новгород патĕнче разведкăна кайнă. Волхов юханшывĕ урлă каçса, тăшман патне çывхарсан, фашистсен виçĕ дзочĕ ĕçлеме тытăннă. Виçĕ дзотран виçĕ пулемет персе тăнă. Совет разведчикĕсем юр ăшне выртнă: тăшман пирĕн салтаксене ни малалла кайма, ни каялла таврăнма паман. Çак йывăр та хăрушă самантра виçĕ совет çынни пĕтĕм кĕлĕткепе çĕкленсе дзотсем патне пыраççĕ те вут-çулăм сирпĕтсе тăракан амбразурăсем патне виççĕн харăс пырса вĕсене кăкăрĕсемпе хуплаççĕ... Çав паттăрсенчен пĕри – Иван Герасименко, ийкĕмĕшĕ–Александр Красилов, виççĕмĕшĕ – Леонтий Черемнов. Пурте – коммунистсем...
Çакăн хыçăн пирĕн разведчиксем малалла кайнă: 8 дзот аркатнă, тăшманăн оборонине çĕмĕрнĕ, 55 фашист вĕлернĕ, тĕрлĕ документсем илсе таврăннă.
1944 çулхи январĕн 20-мĕшĕнче Новгород хулине ирĕке кăларсан, 1944 çулхи февралĕн 21-мĕшĕнче, И. С. Герасименко, А. С. Красилов тата Л. А. Черемнов юлташĕсене СССР Верховнăй Совечĕ Совет Союзĕн Геройĕ ятне панă.
– Ăçти çынсем? – ыйтрĕ Коваленко.
– Çĕпĕр çыннисем, – терĕ рота командирĕ.
Самоделкин хăйĕн сумкинчен темле хут кăларчĕ, Хутне сарчĕ те вулама хатĕрленчĕ.
– Виçĕ коммунист çинчен Николай Тихонов поэт 1942 çулта çырнă баллада, – пĕлтерчĕ вăл салтаксене. Унтан лейтенант поэтăн сăввине вуласа пачĕ:
Герасименко, Красилов,
Леонтий Черемнов
Разведчики бывалые,
Поход для них не нов.
Стоят леса зеленые,
Лежат белы снега,–
В них гнезда потаенные
Проклятого врага.
Зарылись дзоты серые,
Переградив пути.
Ни справа и ни слева
Их никак не обойти.
Зарылись норы вражьи
В Приволховском песке,
На них идут разведчики,
Гранату сжав в руке...
Сăвă вулакан офицерăн сасси вăйлансах, уçăлсах пычĕ. Салтаксем умне Новгород хули, ăна, ирĕке кăларассишĕн кĕрешекен паттăр развадчик-коммунистсен сăнарĕ тухса тăчĕ.
Паттăрсем, вилнĕ пулин те, чĕррисемпе пĕрле пыраççĕ, ирсĕр тăшмаяа Хĕвеланăçнелле хăвалаççĕ. Вĕсем кĕрешĕве чĕнеççĕ!
2
...1945 çулхи январьте пирĕн çарсем малалла кайса пынă май сивĕсем, сивĕ вырăнсем кая юлса пычĕç. Совет çарĕсем, тăшман хирĕç тăнине çĕмĕрсе-аркатса, кунран-кун малалла – Хĕвеланăçнелле – кайрĕç. Февралĕн пуçламăшĕнче эпир, Польша урлă каçса, Одер юханшывĕ хĕрриле çитрĕмĕр.
Феврален 6-мĕшĕнче, ытларикун, 1-мĕш Украина Фрончĕн çарĕсем, Одер урлă каçса, тăшманăн оборонине татса, çĕнĕ хуласам йышăнчĕç: вĕсем – Олау, Бриг, Томаскирх, Гроткау, Левен, Шургаст. (Сăмах май, çак хулапа юнашарах Вайсдорф ятлă ял ларать. Вайсдорф, чăвашла калас пулсан, Шур ял, Куркас тенине пĕлтерет. Хули – Шургаст, ялĕ – Шуркас. Эпир икĕ чăваш, Захар Федоров тата эпĕ, çак хулапа ялăн ячĕсене чăваш ялĕсен ячĕсемпе танлаштарса тĕлĕнетпĕр.)
Январьпе февральти йывăр, анчах ăнăçлă çапăçусенче Самоделкин лейтенант роти хăюллă çапăçнă. Çакăн чухне уйрăмах Сергей Коваленко комеомолецăн паттăрлăхĕ пурне те тĕлĕнтернĕ.
Çапăçу вăхăтĕнче Самоделкин ротине пĕр ялтан тăшмана хăваласа кăларма хушнă. Фашистсем çав яла кĕрсе ларнă та пирĕн подразделенисене малалла кайма чарса тăнă, темиçе дзотран, çуртсенчен, кирхе (чиркÿ) тăрринчен персе тăнă.
Совет артиллерисчĕсем нимĕç чиркĕвĕн тăррине персе антарнă. Унти пулемет вара шăпланнă. Темиçе çурта йĕтресемпе тÿрех персе сирпĕтсе ярсан, вĕсенчен пере-кенсем те пĕтнĕ. Анчах тăшманăн ял хĕрринчи дзочĕсем çаплах вут тăкма чарăнман. Вĕсенчен хăшне-пĕрне пирĕн артиллеристсем çапах та путарса лартнă...
– Пĕтерсе çĕтерме çук, таçтан сиксе тухаççĕ, – тет Федоров капитан. – Çапах та эпир вĕсене путлантаратпăрах!
Самоделкин роти ял пуçне çитсен, ку вăхăтчан шар-ламасăр ларнă дзотран пеме пуçланă. Рота командирĕ штурмовая группа (штурмлакан ушкăн) йĕркелет. Харсăр ушкăн, нимĕç дзочĕ патне пырса, тăшманăн дзотри пулеметне гранатăсем пăрахса путлантарать.
Анчах рота темиçе утăм ярса пуснă-пусман тăшманăн тепĕр дзочĕ, ку вăхăтчен хăйне палăртманскер, пирĕн салтаксем çине тăхлан тăкма тытăнать. Самоделкин ăнланнă: ку дзота пĕтермесĕр малалла кайма çук, çавăнпа вăл ăна штурмлама тепĕр ушкăн йĕркелет. Ушкăна ертсе пыма Сергей Коваленко комсомолеца, паттăр салтака, хушать.
Коваленко ушкăнĕ, упаленсе, хырăмпа шуса, малалла каять. Анчах дзот патне çывхарса çитсен, кăшт çÿлерах вырăнта, Коваленкăн икĕ юлташĕ аманать. Комсомолел-штурмçă пĕчченах юлать...
Йывăртан та йывăр самант. Хăрушă. Пуçа çивчĕ шухăшсем килеççĕ: "Мĕн тумалла? Каялла чакма çук. Чаксан, каллех тăшман пулемечĕн вутне лекетĕн. Малта, акă умрах, дзот. Унта пулемет. Вăл вут-çулăм сирпĕтет. Анчах эпĕ пĕччен мар. Манпа пĕрле Герасименко, Красилов, Черемнов, манпа пĕрле Матросов..."
Хăюллă комсомолец улăп пек çăкленсе амбразурăна граната пăрахать. Пулемет пеме чарăнать, çапах та, виç-тăват утăм ярса пуснă-пусман, пулемет патне тепĕр нимĕç тăрать, пеме тытăнать. Çакăн чухне совет воинĕ, йăкĕт-паттăр, Сергей Коваленко, белорус каччи, тăшман амбразурине кăкăрĕпе хуплать...
– Малалла! – илтĕнсе юлать унăн юлашки сасси. Рота яла кĕрсе кайсан, нимĕç фашисчĕсене аркатса тăксан, Самоделкин салтакĕсем Коваленко патне пынă. Комсомолец-герой ĕмĕрлĕхех куçне хупнă: вăл Тăван çĕршывшăн, пурнăçне хĕрхенмесĕр, хаяр тăшмана хирĕç çапăçса вилнĕ. Унăн гимнастерки кăсйинче комсомол билечĕ пулнă. Ăна тăшман пулемечĕн пули темиçе çĕртен шăтарнă. Комсомол билечĕ хушшинче – Тихонов поэтăн паттăр коммунистсем çинчен çырнă сăвви. Халĕ ирсĕр тăшман Коваленкăна çеç мар, вăл Герасименкăпа Красилова тата Черемнова та пенĕ, геройсем вилĕмсĕррине пĕлсе, тепĕр хут пенĕ... Вĕсен вилĕмсĕрлĕхне çĕнтересшĕн пулнă. Анчах тăшман çакна пĕлмен: гаройсене вĕлерме çук, вĕсем пуçĕсене хунă пулин те – вилмен. Çук, вилмен, паттăрсем халăх чĕринче, ăстă-вĕнче пурăнаççĕ! Геройсене тăшман пулемечĕ вырăнтан тапратайман, мĕншĕн тесен, поэт калашне, вĕсене çĕнме пултаракан вăй тĕнчере çук:
Нет силы во вселенной,
Чтоб сдвинуть с места их!
* * *
Пирĕн дивизире Иван Герасименкăна, Леонтий Красилова, Александр Черемнова тата ытти паттăрсене каçхи проверкăсенче асăнатчĕç. Çав паттăрсен шутне Коваленко та кĕчĕ. СССР Верховнăй Совечĕ Президиумĕ Указ кăларса Сергей Анисимович Коваленко салтака Совет Союзĕн Геройĕ ятне пачĕ. Указ тухсан, эпир Коваленко паттăрлăхĕпе шиксĕрлĕхĕ çинчен дивизи хаçатĕнче статья пичетлерĕмĕр, ятарласах листовка кăлартăмăр.
– Совет воинĕ! – чĕнет çав листовка. – Коваленко пек хăюллă та паттăр кĕреш! Ленин ялавĕпе малалла кайса, тăшмана пуçĕпех тĕп тăвар!
1965.
Долгов, В. Сергей Коваленко : [очерк] // Долгов, В. Ачаранпах / Василий Долгов. – Шупашкар, 1974. – С. 185-190.
|