Писатели Чувашии в Великой Отечественной войне

 

Чувашская литература периода Великой Отечественной войны Погибшие на фронтах Великой Отечественной войны Они вернулись с поля боя
Малгай Иван Григорьевич
Иван Малгай

Манас çук эс ăна

Пушă мар, çăмăл мар çав салтакăн хутаçĕ:
Пĕтĕм пурлăх пырать хăвпала яланах.
Сан çирен уртăнса вăл çÿрерĕ пулсассăн,
Ĕмĕрне те, нихçан манас çук эс ăна.

Похода кайнă чух, вăрăм çул утнă хыççăн
Паллă мар çырмаран шыв ĕçсе савăнан.
Шăрăхра, сивĕре йывăр тÿсрĕн пулсассăн,
Ĕмĕрне те, нихçан манас çук эс ăна.

Шăхăрса, ÿлесе çил вĕрет кассăн-кассăн,
Вăл сана та ласкать, вĕçтерет ыйхуна.
Кĕрхи каç окопра выртса куртăн пулсассăн,
Ĕмĕрне те, нихçан манас çук эс ăна.

Питĕ паллă, кĕске командирăн приказĕ,
Тухмалла çĕкленсе çĕмĕрме тăшмана.
Малтанхи çапăçу хăруш пулчĕ пулсассăн,
Ĕмĕрне те, нихçан манас çук эс ăна.

Ахăрса алхасать урнă йытă хаяррăн,
Пĕтересшĕн тĕппех сан тăван халăхна.
Ун тискер ĕçĕпе чуну кÿтрĕ пулсассăн,
Ĕмĕрне те, нихçан манас çук эс ăна.

Çавăнпа çапăçу хирĕнчен халь тухмастăн,
Паян кун та хĕрсе, паттăрла çапăçан.
Сахал мар фашистсен пуçне татрăн пулсассăн,
Ĕмĕрне те, нихçан манас çук эс ăна.

Çитес кун çитетех, пирĕн халăх хавассăн
Çĕнтерÿ уявне уявлать, савăнать.
Эс ăна манас çук пуçу сывă пулсассăн,
Емĕрне те, нихçан манас çук эс ăна.

1944.

Малгай, И. Манас çук эс ăна : [сăвă] / Иван Малгай // Вăрçăра. - Шупашкар, 1968. - С. 336.