Эс çывăрман, эс çывăрмастăн,
Тăванăм, кĕçĕр чикĕре.
Тĕттĕм пулсан та хăрамастăн...
Калатăн: çил вăл вĕртĕрех.
Сан умăнта çĕршыв илемĕ,
Пурне те эс курса тăран.
Çĕлен-калта каçса килеймĕ
Ку еннелле çичĕ ютран.
Сан умăнта – çитес кун ирĕ,
Тухас хĕвелĕн шевлисем.
Сан умăнта – колхоз уй-хирĕ,
Сан умăнта – тĕкĕр шывсем.
Сан умăнта – пуян пуласлăх,
Халь çеç пуçланнă стройкăсем.
Сан умăнта – шăнкрав пек саслă,
Хитре сăн-питлĕ ачасем...
Куратăн эс, салтак, куратăн
Пурне те халĕ чикĕрен.
Эс çывăрман, эс çывăрмастăн,
Кĕçĕр пачах та тĕлĕрмен.
Эпир сана унта тăратнă
Çĕршывăма хураллама.
Сана шанса пăшал тыттарнă,
Сана – чăн-чăн салтакăма!
Малгай, И. Пире эс хураллан : [сăвă] / Иван Малгай // Вăрçăра : калавсемпе сăвăсем. – Шупашкар, 1968. – С. 337.