Писатели Чувашии в Великой Отечественной войне

 

Чувашская литература периода Великой Отечественной войны Погибшие на фронтах Великой Отечественной войны Они вернулись с поля боя
Малгай Иван Григорьевич
Иван Малгай

Шурă кăвакарчăн

Юр пек шурă, шурă кăвакарчăн
Танк çине хăюллăн пырса ларчĕ,
Каллĕ-маллĕ утса пăхкалать,
Кăлтăр-кăлтăр туса тем калать.

Чĕлхи çук çав, калĕччĕ пурне те.
Эп ăна пĕлетĕн, хĕрхенетĕп.
Вал юратнă капăр карниса
Фашистсем çунтарнă-мĕн пырса.

Сар туталлă сарă чĕпписем те
Пулнă пулĕ. Çунчĕç пуль вĕсем те.
Пĕтнĕ ял, кĕл пулнă пĕтĕмпех.
Вĕçсе кайнă пурлăх тĕтĕмпе.

Çук никам - ытла та хурлантарчĕ.
Хирĕç тухрĕ кăна кăвакарчăн.
Вăл та хурлăх курнăн туйăнать,
Каллĕ-маллĕ утса тем калать.

Кайăка та эпир хĕрхенетпĕр,
Ачана шелленĕ пек шеллетпĕр.
Анчах хĕрхенместпĕр тăшмана –
Шеллеместпĕр çĕлен-калтана.

Юр пек шурă, шурă кăвакарчăн
Танк çине хăюллăн пырса ларчĕ.
Хурланать пуль йăви пĕтнĕрен.
Савăнать пуль эпир килнĕрен!

1943.

Малгай, И. Шурă кăвакарчăн : [сăвăсем] / Иван Малгай // Вăрçăра : калавсемпе сăвăсем. – Шупашкар, 1968. – С. 335-336.