Писатели Чувашии в Великой Отечественной войне

 

Чувашская литература периода Великой Отечественной войны Погибшие на фронтах Великой Отечественной войны Они вернулись с поля боя
Малгай Иван Григорьевич
Иван Малгай

Эпир мирлĕ пурнăçшăн

Кирлĕ мар пире вăрçă – вут-çулăм
Мир ялавĕ, çĕклен çÿлерех!
Юнпала кÿпчекен тискер мулăн
Кунĕ-çулĕ куçран çĕттĕрех!..
Халăхсем савăнса пурăнасшăн
Çут хĕвеллĕ, пуян çĕр çинче,
Ĕмĕрех пĕр-пĕрне тус пуласшăн,
Кĕвĕç çук вĕсен ыр чĕринче...
Асилетпĕр эпир: явăнатчĕ
Вут та çулăм усаллăн урса,
Хура юнлă тăшман алхасатчĕ,
Кунсерен пире вилĕм сунса.
Ăçта пынă унта йывăр хурлăх
Куçкĕретĕн тăратчĕ килсе,
Ишĕлетчĕ эпир тунă пурлăх,
Тĕтĕм айĕн куллен кĕлленсе.
Ман умрах татăлас пек йĕретчĕ
Кăвак куçлă, шур çÿçлĕ ача:
Амăшне шыраса вăл çÿретчĕ,
Питĕнче сăнĕ çукчĕ пачах.
Бомбăсем тирĕнсе çурăлатчĕç,
Шăхăратчĕç хаяр пульăсем...
Пирĕн Çар çыннисем ăнтăлатчĕç
Малалла, паттăрла çĕкленсе.
Сахал мар-çке эпир тÿссе курнă.
Сурана час епле манаян?
Халь куратпăр: ĕнер çулăм урнă
Çĕрсенче мирлĕ пурнăç паян!–
Заводсем çĕнĕрен çитĕнеççĕ,
Кермен пек çĕкленеççĕ шкулсем,
Айлăмра улăхсем ешĕреççĕ,
Пыл пухаççĕ вĕлле хурчĕсем...
Пирĕн халăх тăвать коммунизм,
Пирĕн халăх хаваслăн юрлать.
Ирсерен чаплăран чаплă шуçăм
Çуталса килнĕ чух вăл калать:
Кирлĕ мар пире вăрçă – вут-çулăм,
Мир ялавĕ, çĕклен çÿлерех!
Тăнăç пытăр телейлĕ кун-çулăм
Çут хĕвеллĕ хитре тĕнчере!

Малгай, И. Эпир мирлĕ пурнăçшăн : сăвă // Малгай, И. Пирĕн вăхăт / Иван Малгай. – Шупашкар, 1959. – С. 12-13.