Паян-ыран наступлени пуçланассине дивизире пурте пĕлсе тăчĕç. Вăл саманта халь кашниех кĕтрĕ, кашниех хатĕрленчĕ. Икĕ уйăх ытла оборонăра пулни пурне те çав тери йăлăхтарса çитерчĕ, çынсен чĕрисенче часрах малалла, хĕвеланăçнелле, фашистсен тимĕрленĕ атти айĕнче тунсăхласа выртакан тăван çĕре хăвăртрах чуралăх намăсĕнчен хăтарас кăмăл çĕкленсе вĕрерĕ.
Тĕттĕмленес умĕн, кăштах саралма пуçланă хурăнлăх çине сывлăм ÿкнĕ чух, внççĕмĕш батальона полковникпа генерал – дивизи командирĕ пычĕç. Вĕсем батальон пулас çапăçăва епле хатĕрленнине тĕрĕслесе тухрĕç.
– Аван, – терĕ юлашкинчен кăвак уссиллĕ, пĕвĕпе кăштах лутрарах, анчах патвар кĕлеткеллĕ генерал, – ку халăх çине шанма пулать. Кусем ним умĕнче те чарăнса тăрас çук, такама та, теме те çĕмĕрсе тăкма пултараççĕ. Ăнăçлăх сунатăп!
Вăл батальон командирĕн, çирĕм çулхи капитан Баталовăн, аллине тытса чăмăртарĕ.
– Ыран тĕл пулăпăр-ха! Ятлаçма тÿр килмĕ, тетĕп. Ку ĕнтĕ сирĕнтен хăвăртан килет... Эсир епле çапăçма пултарнинчен!
– Ăнланатăп, – терĕ комбат. – Ку таранччен питех ятламанччĕ те-ха пире, хальхинче мĕн пулĕ...
– Ну, ну, асту. Шанатăп.
Генералпа полковник машина çине ларса тепĕр батальон еннелле кайсан, çамрăк комбат пур боецсене те кантарма хушса хăйĕн çĕрпÿртне таврăнчĕ те амăшĕ патне кĕске те пулин çыру çырас тесе ларчĕ.
"Хаклă та юратнă аннеçĕм!– ачаш сăмахсемпе çырма пуçларĕ вăл. – Темиçе сехетрен эпĕ хамăн салтаксене тăшман позицийĕсене штрумлама илсе каятăп. Яланхи пекех, çак самантра манăн шухăшăмсем сан патна çаврăнса тухаççĕ. Пилле мана, аннеçĕм..."
Анчах малалла çырма май килмерĕ – кĕтмен-туман çĕртенех çĕрпÿрте пĕрмай батальон обозĕнче çÿренĕ рядовой Иван Куракин пырса кĕчĕ.
– Капитан юлташ! Чăрмантарнăшăн каçарăр...– терĕ вăл, алăк патĕнчех чарăнса тăрса.
– Мĕн пулчĕ?– тĕлĕнерех ыйтрĕ комбат.
– Нимĕнех те пулман та-ха... Пĕр ыйту пур манăн...
– Кала эппин.
– Эпĕ хама ротăна куçарма ыйтасшăн.
– Епле вăл... ротăна?– тата ытларах тĕлĕннĕ пек пулчĕ командир.
– Çаплах. Хуть те хăш ротăна куçарăр.
– Мĕншĕн апла?
– Мĕншĕн тесен, çак кунсенче эпĕ обозра ларма пултараймастăп. Ахаль те госпиталь хыççăн çичĕ уйăх лашасемие тăрмашса пурăнтăм ĕнтĕ, çитет. Малти линие каяс тетĕп халь.
– Пирĕн ротăсенче сансăр та çын çитет, Иван Васильевич...
– Çитет пулсан та, ытлашши пулмăп. Тархасшăн хирĕç ан пулăр, пĕтĕм чĕререн ыйтатăп!
Комбат, аллинчи кăранташа аяккалла хурса, хăй умĕнче пĕр ури çинчен тепĕр ури çине пускаласа тăракан салтака çав тери тинкерсе пăхрĕ. Мĕне пĕлтерет вăл çакăн пекех çине тăрса ыйтни?..
Иван Куракин батальонра чи хисеплĕ çынсенчен пĕри пулнă, ăна ĕнтĕ пурте хăнăхса çитнĕ, юратнă. Хĕрĕхрен чылай иртнĕ, вăрçăччен Дон тăрăхĕнчи пĕр пуян колхозра конюх пулса пурăннăскер, батальон хуçалăхĕнче вăл калама та çук тăрăшса ĕçленĕ. Хăйĕн ездовой службине пуринчен те авантарах туса пынисĕр пуçне, вăл урапасем юсанă, хăмăт-ĕнерчĕксене тÿрлетнĕ, вĕренсем явнă, лашасене те хăех таканланă, камăн та пулин атă-пушмак çĕтĕлсен, ăна сапланă. Тем тума та пĕлнĕ вăл! Нихçан та кам та пулин – взвод командирĕ-и унта, старшина-и – хушасса кĕтмен, ĕçне хăех тупнă. Кăмăлĕ вара унăн тĕлĕнмелле лăпкă пулнă, нихçан никампа хирĕçмен, кутăнлашма вуçех те пĕлмен. Çавăнпа та пуринчен те хисеп пулнă ăна. Хăй пек рядовойсем çеç мар, аслăрах командирсем те ăна яланах е "атте" тесе, е ятпа – "Иван Васильч" тесе чĕннĕ. Иртнĕ хĕлти çапăçусенче аманнă хыççăн куçĕ ытла витĕрех курман та унăн, ăна стрелок туса малти линие ярасси çинчен никам та шутламан.
– Куракин пирĕн пĕтĕм хуçалăха тытса тăрать, никама та памастпăр вăл боеца, – тенĕ ун пирки сăмах тапрансан.
Çавăнпах ĕнтĕ батальон командирĕ халь те ăна ыранхи çапăçăва ярасшăн пулмарĕ.
– Епле тăрук кун пек шухăш тытрăн вара эс? – Куракинăн хĕсĕкрех те йăваш куçĕнчен пăхса ыйтрĕ вăл.
– Тытрăм çав. Пуринпе пĕрле пулас килет, – терĕ салтак, ним тытăнса тăмасăр.
– Ямастăп эп сана ротăна, эс хуçалăх взводĕнче те питĕ кирлĕ сын. Кама тăратас-ха манăн сан вырăнна? Маларах пулнă пулсан, татахчĕ... Атту халь темиçе сехетрен çапăçу пуçланать, пурте хăйсен вырăнĕсене йышăннă.
– Тархасласа ыйтатăп, капитан юлташ...
– Ан та ыйт. Татăклăнах калатăп сана.
– Пĕр çапăçăва ярăр хуть. Кайран каллех хам вырăна таврăнатăп! Чăнах!
Комбат пирус чĕртсе ячĕ те кăштах шухăша кайса ларчĕ. Унтан, çак чылай çула çитнĕ салтак пĕтĕм чĕререн ыйтнине, вăл хăйĕн кăмăлне тултаракан ответ илмесĕр тухса каяс çуккине курса, килĕшрĕ.
– Юрĕ эппин, Иван Васильевич. Пĕр çапăçăва кĕрсе тух. Анчах та асту, кайран, сывă пулсан, каллех снабжени взводне каятăн!
– Есть! Пысăк тав, капитан юлташ. Хăш ротăна кайма юрать?
– Иккĕмĕшне, Яблоков лейтенант патне.
– Есть!
Çакăнпа сăмах пĕтрĕ те, Иван Куракин чăн-чăн строевик пекех вăшт! çаврăнса пат, пат! утса тухса кайрĕ. Капитан, паçăр пăрахнă кăранташа каллех алла тытса, амăшĕ патне çырма пуçланă çырăва малалла çырма пикенчĕ.
"Пĕлсех тăратăп, пĕтĕм чĕрепе туятăп, çак ыранхи çапăçура тискер тăшман темле хирĕç тăрсан та, çĕнтерекенĕсем пурпĕрех эпир пулатпăр, мĕншĕн тесен..."
Шухăшсем çурхи шыв пек капланса килме пуçларĕç. Капитанăн çак минутсенче инçетри хулара пĕр пĕччен пурăнакан ватă амăшне пурин çинчен те пĕлтерес килчĕ: салтаксем çапăçу пуçланасса çав тери хĕрÿллĕ кăмăлпа кĕтнине те, лăпкă обозник Иван Куракин хăйне малти линие яма тархасланине те, генерал унăн батальонне мухтанине те, пĕтĕмпех, пĕтĕмпех... Анчах темшĕн алли çырмарĕ унăн. Чĕри хыттăн-хыттăн тапса тăчĕ. Кĕтмен çĕртенех чĕлхе вĕçне шкулта чухне вĕреннĕ Пушкин сăввин сыпăкĕ пырса тухрĕ:
Сасартăк телефон зуммере вăрăммăн нăрлатса илчĕ. Комбата халех полк командирĕ патне пыма хушрĕç. Çырăва çырса пĕтересси пулмарĕ, амăшне каласа парас тенĕ туйăмсем капитанăн чĕринчех юлчĕç.
...Çапăçу ирхине тăватă сехетре тапранчĕ. Икĕ сехет хушши артиллери кĕмсĕртетнĕ хыççăн тăшманăн позицийĕсем çине пирĕн самолетсем пĕр ушкăн хыççăн тепри, умлăн-хыçлăн, вĕçĕ-хĕррисĕр вĕçсе пырса çĕмĕрме пуçларĕç. Таврара пĕтĕмпех чĕтресе, кисренсе тăчĕ, снаряд е бомба ÿксе çурăлман вырăн та юлмарĕ, "катюшăсем" çине-çине вут-хĕм сапса çунтарчĕç.
Гитлеровецсем нумай тÿссе лараймарĕç, малти траншейăсемпе окопсенчен каярахрисене тарма тытăнчĕç. Çапах та, кунта та чарăнса тăраймарĕç вĕсем - пирĕн пехота вĕсене хыçранах хăваласа пычĕ. Пирвайхи темиçе ял вара пирĕн алла çапăçусăр тенĕ пекех куçрĕç. Кăнтăралла сулăнсан тин, самаях çÿллĕ сăрт çинче вырнаçнă пысăк сала патне çитсен, вăйлă çапăçу çыхланса кайрĕ...
Кунта фашистсен оборонин иккĕмĕш линийĕ пулнă. Ăна вĕсем малтанах хатĕрлесе, темĕн тĕрлĕ укрепленисем туса тултарнă-мĕн. Шуйттанла чеелĕхпе лартса тухнă огневой точкăсенчен пульăсем çумăр пек, уяр çанталăкра тăрук килсе çапакан пăр пек çурĕç. Пирĕн пехотăн ирĕксĕрех çĕр ăшне чакаланса кĕрсе выртма тÿр килчĕ.
Вара каллех пирĕн артиллери ĕçе тытăнчĕ. Нумай расчетсем тÿрĕ наводкăна тухрĕç. Татах, пĕр çур сехет хушши, пĕтĕм тавралăх чĕтрерĕ. Унтан вара тепĕр хут стрелоксем çĕкленчĕç. Хăшпĕрисем ĕнтĕ ялăн анат вĕçĕнчи анкартисем патнех çитрĕç, тăшман траншейисене гранатăсем вăркăнтарма пуçларĕç...
Анчах сылтăм флангра ниепле те малалла кайма май килмерĕ. Пĕр пахчара виçĕ амбразурăллă пит çирĕп дзот пулнă. Мăшăрланнă виçĕ пулемет пур еннелле те вилĕм сапса тăнă, пуçа çĕклеме те паман. Пирĕн орудисем те печĕç ун çине, минометсем те пĕрмай тÿпкерĕç – дзот çав-çавах путланмарĕ.
– Тухатнă пуль ку шуйттан йăвине, тьфу!– тарăхса сурчĕ наблюдательнăй пунктра çамрăк комбат. Вăл ĕнтĕ тахçантанпах ку дзот çинчен куç илмесĕр бинокль витĕр сăнаса тăнă. Яла сылтăм енчен шăпах унăн батальоне çĕмĕрсе кĕмелле пулнă, анчах çав путсĕр дзот пĕтĕм çула картласа лартнă, пĕр шит те малалла кайма паман. Ăна путармасăр яла кĕресси çинчен шутламалли те пулман.
– Вăт, халера! Мĕнрен тунă вара ăна, мĕншĕн арканмасть вăл? Темиçе снаряд тÿп-тÿрех лекрĕ-çке!..
Комбат ывăнса çитнĕ куçне шăлкаласа илчĕ те каллех бинокль витĕр пăхса сăнама тытăнчĕ. Салтаксем малтанхи пекех çак дзотран пĕр 200-300 метрта çĕр çумне йăпшăнса выртаççĕ. Çутăлакан пульăсем вĕсен хушшипе çыххи-çыххипе вĕçсе иртеççĕ. Кашни минутра тенĕ пекех дзот çывăхĕнче пирĕн снарядсемпе минăсем çурăлса, çĕре чава-чава сирпĕтеççĕ.
– Штурмпа илесси ĕнтĕ куна... Халăх нумай пĕтме пултарать, – терĕ комбат хăйпе юнашар тăракан штаб начальникне. – Мĕнле шутлатăн? Намăс куратпăр вĕт капла, генералтан лекет вара пире!
– Тăхтар-ха пăртак, çапах та, тен, "вăрçă турри" пулăшĕ, – терĕ ăна хирĕç лешĕ, комбат пекех куçне бинокльрен уйăрмасăр.
Вăхăт шурĕ. Лару-тăру улшăнмарĕ. Сулахайрисем ĕнтĕ, урам вĕçне пырса кĕрсе, пÿртсем хушшинче çапăçма тапратрĕç, сылтăм фланг çаплах ним чухлĕ те шăваймарĕ. Кĕçех комбата полк командире телефонпа приказ пачĕ:
– Текех пĕр минут та тытăнса тăма юрамасть. Хуçа халех штурмлама хушать, епле пулсан та ял вĕçне тухса, тăшманăн чакса каймалли çулне татмалла! Ăнлантăн-и?
"Хуçа" тесе вăл дивизи командирĕ çинчен каланă.
– Ăнланатăп, – терĕ те ăна хирĕç комбат, трубкăна телефониста парса, тарăннăн сывласа ячĕ.– Вăт, инкек сиксе тухрĕ пирĕн тĕле, мать честная!
– Чим-ха, чим... – терĕ çав хушăра бинокль витĕр пăхса тăнă штаб начальникĕ. – Эпĕ питĕ интереслĕ япала кура пуçларăм...
– Мĕн? – комбат та бинокльне часрах куçĕ патне тытрĕ.
– Пирĕн пĕр салтак дзот патнелле шăвать...
– Пулма пултараймасть!
– Ман куç умĕнчех пĕр аллă метр шурĕ...
– Ăçтарах вăл?
– Ав, утă купи пек йывăç тĕминчен сулахаярах.
– Чăнах та!
– Татах шăвать... шăвать... чарăнчĕ... Куратăн-и?
– Куратăп. Кам-ши вăл?
– Калама хĕн, çурăмĕ çеç курăнать вĕт.
– Эх, çиттĕрччĕ! Çитме пултарсан, мĕн те пулин тăватех вăл, тупата!
– Каллех хускалчĕ, шăвать.,.
– Анчах пулемет ун çинелле перет-çке! Çук, пулаймасть пуль çитесси, халех вĕлереççĕ ăна... Эх!
– Çапах та, малаллах пырать-ха вăл, шăвать...
– Тупата, герой! Пульăсем çинех пырса кĕрет-çке... Кам-ши вăл, кам çынни?
– Яблоков ротинчен пулма кирлĕ.
– Чарăнчĕ... хускалмасть... неушлĕ вĕлерчĕç?
Комбат, ниçта кайса кĕрейми сăнаса тăнăскер, тутине çыртса лартрĕ. Çак самантра вăл тем тума та, çумăр пек çăвакан пульăсем айĕн фашистсен дзочĕ умнелле шăвакан салтака пулăшмашкăн хăй ыткăнма та хатĕр пулчĕ. Минут хыççăн минут иртрĕ... Калама та çук вăрăм пулчĕç вĕсем! Дзот патне пĕр 50-60 метр таранах шуса çитнĕ салтак хускалмарĕ. Тăшманăн пулемечĕсем амбразурăсенчен малтанхи пекех вилĕм сапса тăчĕç.
– Паллах, вĕлерчĕç ăна, – терĕ комбат пусăрăнчăк сасăпа. – Çавăн пек çĕрте этем ăçтан хăтăлса юлтăр?
Генерал приказне пурнăçлас пулать. Штурмлас! Урăх ним тума та çук халь тин. Ротăсемпе çыхăн.
Штаб начальнике ăна ответ парас вырăнне йывăррăн сывласа илчĕ.
– Эпĕ ĕç урăхла пулса тухасса шаннăччĕ, – терĕ вăл.
Урăх нимĕн те каламарĕ. Окопран тухрĕ те çÿлĕ хăмăл ăшшĕн иккĕмĕш рота еннелле хăвăрт-хăвăрт шуса кайрĕ.
Комбат тата тепĕр хут дзот çывăхĕнче выртакан салтак çине пăхса илчĕ. Малтанхи пекех, вăл пĕртте хускалман.
– Çапах та, ку герой кам пулнине кайран пĕлес-ха, хăй вилнĕ пулсан та, унăн паттăрлăхĕ çинчен çемйине хамăннах çырса ярас, – шухăшларĕ комбат юлашкинчен.
Çав паттăр, çав хăюллă çын – ĕнерхи обозник, рядовой Иван Куракин пулнă...
Ăна ĕнтĕ пурте вилнĕ тесе шутланă, анчах та вăл чĕрĕ пулнă-ха. Чăнах та, çутăлакан вĕри пульăсем ăна темиçе çĕртен шăтарса кайнă, унăн суранĕсенчен пĕрмай юн сăрхăннă, çапах та вăл сывланă-ха, унăн чĕри те тапнă, ăс-пуçĕ те чиперех ĕçленĕ.
– Пурпĕрех çитетĕп... Пурпĕр хупласа хуратăп сире, урнă йытăсене... – тенĕ вăл шăл витĕр, аллинчи противотанковăй гранатăна хытăран хытă чăмăртаса. – Тавăратăпах... арăмшăн та, ачасемшĕн те! Тавăратăп!..
Иван Куракин халь юри вилнĕ пек пулса выртнă. Малтанах вăл дзот патне курăнми пытанса çитме ĕмĕтленнĕ, икĕ йăран хушшипе чылай вăхăт ним сиен курмасăр шуса пынă, пульăсем ун çийĕпе вĕçсе иртнĕ, çурăм çинчи фуфайкине çеç шăтара-шăтара кайнă, анчах каярахпа, пульăсем харăсах темиçе çĕртен пырса сăхсан, Куракин кăшт лупашкаллăрах вырăна çитнĕ те тăшмансене улталама шут тытнă.
– Вилнĕ пек пулас... Вилнĕ çынна таттисĕр перес çук вĕсем... Пуçăм сывă пулсан, çав-çавах çитсе кĕрĕслеттеретĕп! Кăтартам эп вĕсене...
Вăрахчен выртмалла пулчĕ унăн вилнĕ çын тĕсне кăтартса. Гитлеровецсем çаплах печĕç. Пĕр вершук çĕкленнĕ пулсанах, Куракин кĕлеткине вуншар пуля çитсе тăрăнма пултарнă. Унтан – те çур сехет иртрĕ, те ытларах, ăна чухламарĕ вăл, – пуç çийĕнче пульăсем шăхăрма пăрахрĕç, пăч-пач кăна, уйрăммăн-уйрăммăн, сăпсасем пек сăрлатса ирте-ирте кайрĕç.
– Халех... халех тăратăп та чупатăп. Пĕр çирĕм метр юлсан, малтан противотанковăйне, унтан çăмăллине ывăтатăп...
Куракинăн чĕри тата хытăрах тапма пуçларĕ. Суранĕсем ыратнине те туймарĕ халь вăл, пĕтĕм шăмшакĕ вут пек пĕçерсе тăнине çеç сисрĕ. Ĕнтĕ вăл сиксе тăрас патнех çитрĕ, аллинчи йывăр граната аврине тата çирĕпрех чăмăртарĕ.
– Урра-а!.. За Родину, впере-ед! – тесе кăшкăрни аслати пек янăраса кайрĕ çав вăхăтра.
Паллах, куна пирĕн салтаксем кăшкăрнă, урăх никам та мар!..
Куракин пуçне вăштах çĕклесе çав çĕнтерÿллĕ "урра" кĕрленĕ еннелле пăхрĕ те хăйĕнчен сулахай енче сахалтан та пĕр икçĕр çын атакăна ыткăннине курчĕ. Текех ĕнтĕ пĕр самант та, кăшт та тăхтаса тăма юраман: дзотри пулеметсем пире питĕ пысăк сиен кÿме пултарнă.
Хăйне çил вĕрсе хăпартнă пекех сиксе тăчĕ вара юнланса пĕтнĕ Куракин. Умри виç амбразурăллă дзотсăр пуçне халĕ вăл урăх нимĕн те курмарĕ, пĕр çавсем çине çеç пăхса чупрĕ малалла. Темиçе секундран, вилĕм йăви патне çитесси çирĕм-вăтăр утăм кăна юлсан, вăл пĕтĕм вăйне пухрĕ те аллинчи кĕске тукмак пек гранатăна дзот çинелле ывăтрĕ...
Самантранах калама та çук хăрушла вăйлă взрыв пулчĕ. Пĕр хушă ку вырăнта хура çăра тĕтĕмсĕр пуçне нимĕн те курăнмарĕ. Унтан, тĕтĕм-хăрăм сирĕлсен, дзот пулнă вырăнта тĕрлĕ пĕрене, тимĕр каштасем, чул, кирпĕч купи çеç палăрса тухрĕ...
Виççĕмĕш батальон командирне пĕрин хыççăн тепри телефон патне чĕнме тапратрĕç. Малтан полк командир калаçрĕ, унтан дивизи командирĕ патĕнчен чĕнчĕç. Вĕсем хăйсен наблюдательнăй пункчĕсенчен темле салтак, тăшманăн пулемечĕсем çине пырса кĕрсе, ку таранччен çав тери кансĕрленĕ дзота сывлăшалла сирпĕтнине курсах тăнă иккен.
– Кам турĕ ку ĕçе?– ыйтрĕç вĕсем.
– Пĕлместĕп-ха, Яблоков лейтенант ротинчен пулас, анчах вăл кам пулнине тĕп-тĕрĕс калама пултараймастăп, – ответ пачĕ комбат.
– Халех шыраса тупса пĕлтерĕр!
– Есть!
Комбатăн хăйĕн те кун çинчен епле пулсан та хăвăртрах пĕлесси килчĕ. Ку паттăра вăл вилнĕ тесе шутланăччĕ ĕнтĕ, анчах та çав "вилнĕ çын" ав епле номер туса хучĕ! Темиçе самант хушшинче, пĕр-пĕччен, пĕтĕм батальона çул уçса пачĕ: дзот сирпĕнсенех стрелоксем пĕр чăрмавсăрах яла кĕрсе кайма пултарчĕç, халь ĕнтĕ урăх нимĕн те чарса тăраймасть вĕсене. Çул уçă!..
– Паянах, çапăçу хирĕнчех награда памалла тăвас!
Комбат ял еннелле чупрĕ. Çул çинче те вăл çав паттăр салтак пиркиех шухăшласа пычĕ.
– Вилнĕ ан пултăрах... Çитсе тупас, часрах тав тăвас ăна!
Анкартисем хыçĕнчи çырмара вăл икĕ санитар чĕп-чĕр юн пулнă салтака наçилккапа çĕклесе пынине курчĕ. Аманнă çыннăн питне те бинтпа çыхса лартнă-мĕн, ăна паллама та май пулман.
– Кам ку? – хăвăрт ыйтрĕ комбат.
– Рядовой...
– Хăш тĕлтен илсе килетĕр?
– Нимĕçсен дзочĕ патĕнче, пахчара выртатчĕ...
– Хушаматне пĕлмерĕр-и?
– Ыйтман. Ыйтсан та пĕлес çук, ăнран кайнă. Эпир чупса пынă чухнех ним пĕлми выртатчĕ...
– Чимĕр-ха эппин, докуменчĕсене пăхар. Мана питĕ кирлĕ вăл!
Санитарсем наçилккана çĕр сине хучĕç те, вĕсенчен пĕри аманнă салтакăн гимнастерка кĕсйине хыпашлама тытăнчĕ. Çав вăхăтра салтакĕ йынăшса ярса тăна кĕнĕ пек пулчĕ пулмалла.
– Кам ку? Мĕн кирлĕ?– ыйтрĕ вăл аран-аран тухакан сасăпа.
– Капитан юлташ сан хушаматна пĕлесшĕн, – терĕ санитар.
– Мĕнле капитан?
– Хамăрăн ара, Баталов капитан!
– Пĕлмест-и вара вăл ман хушамата?– малтанхи пекех вăйсăррăн ыйтрĕ аманни. – Куракин вĕт эпĕ... Ездовой...
Комбат пĕтĕм кĕлеткипе картах сиксе илчĕ.
– Аттеçĕм, эсĕ-и вара ку? Иван Васильевич!
– Эпĕ çав... Пур çĕртен те шăтарса пĕтерчĕç, шуйттансем...
– Дзота эсĕ хупласа хутăн-и вара?
– Эпĕ...
– Ну, тавтапуçах сана куншăн! Пурне те тĕлĕнтертĕн, геройран та герой пултăн! Манмăпăр сана, пысăк награда илме тивĕçлĕ пултăн эсĕ, генерал хăй шыраса тупма хушрĕ...
– Нимĕнле награда та кирлĕ мар мана, – ассăн сывласа ячĕ те салтак, хăйĕн куçне картланă бинта сирчĕ. – Эпĕ хам ĕмĕтленнине тата хамăн ача мĕн хушнине турăм çеç. Сире спаççипă вара – мана çапăçăва кайма чарманшăн...
Ăна хирĕç калама комбатăн сăмах та тупăнмарĕ, пĕр хушă çак ватă салтак çине пăхса хытнă пек пулса тăчĕ вăл. Кам шутлама пултарнă çак çын нимрен хăрамасăр вут-çулăм ăшне кĕрсе кайса çакăн пек паттăр ĕç тăвасси çинчен?
– Юрĕ эппин, – терĕ комбат, кăшт тăрсан. – Май пулсанах эпĕ медсанбата пырăп, ун чух калаçăпăр...
– Пырăр, эп сире унта пĕр япала кăтартăп, – терĕ Куракин.
Вĕсем пĕр-пĕрин çине çав тери кăмăллăн пăхса илчĕç те ашшĕпе ывăлĕ пек пĕр-пĕрине ырă сунса уйрăлчĕç.
Икĕ кунтан хирти госпиталь палаткисем вырнаçнă çăра хыр вăрманне ула кушак тĕслĕ пĕчĕк автомобиль пырса кĕчĕ. Унăн ăшĕнчен кăвак çÿçлĕ генералпа çамрăк кăна капитан тухрĕç. Дежурнăй врач вĕсене йывăр аманнисем выртакан палаткăна илсе кайрĕ.
– Куракин! – тесе чĕнчĕ врач. – Сан пата хаклă хăнасем килчĕç, йышăн!
– Мĕнле хăнасем тата?– тĕлĕнчĕ Куракин, пуçне çĕклесе.
– Эпир килтĕмĕр, Иван Васильч!–аякранах аллине тăсса пычĕ ун патне генерал. – Ну, сывлăху мĕнле?
– Аптрамасть пек-ха, тÿрленетĕп... – именнĕ пек пулчĕ Куракин.
– Питĕ аван апла пулсан! Эпир акă сан валли награда илсе килтĕмĕр, – терĕ капитан.– Отечественнăй Вăрçă орденĕ, пĕрремĕш степень!
– Ытла та-çке... – пушшех именсе кайрĕ Куракин.– Ытла пысăк чыс тăватăр...– Тăрук пăлханса кайнипе унăн сасси чĕтрерĕ. – Мĕн тунă вара эп питех? Наградăшăн мар вĕт, ун чухнех каларăм сире... Хамăн кăмăл çавăн пек пулнипе... Наградăсене çамрăксене ытларах парас пулать, вĕсем пирĕнтен маттуртарах...
– Ну, тусăм Иван Васильнч, ку енчен эсĕ пире ирĕк пар ĕнтĕ, кам мĕнле çапăçнине эпир хамăрах куратпăр!– терĕ те ăна хирĕç генерал кăмăллăн, Куракинпа юнашар койка хĕррине ларса, унăн кăкри çине ылтăнланă орден вырнаçтарма тытăнчĕ. – Совет правительстви пирĕн паттăрсене пĕрне те манса хăвармасть... Пĕтĕм чĕререн саламлатăп сана пысăк наградăна тивĕçлĕ пулнă ятпа!
Генерал Куракинăн аллине тытса чăмăртарĕ.
– Часрах сывал та пирĕн пата таврăнса кил. Тăшмана пуçĕпех аркатса тăкиччен чылай çапăçмалла-ха пирĕн, чылай! Берлин çулĕ вăрăм-ха. Çапах та эпир унта çитетпĕрех, тусăм, епле пулсан та çитетпĕр! Çапла-и?
– Вăл тĕрĕс-ха... Анчах эпĕ тек çапăçма юрăхлă пулăп-ши? Çав шиклентерет мана...
– Кирлĕ мара калаçатăн, Иван Васильч! Епле юрăхлă пулмастăн вара? Пулатăн! Тухтăрсемпе калаçрăмăр ĕнтĕ эпир, вĕсем сана пĕрер уйăхран строя тăратаççĕ.
– Тем пекчĕ...
Генералпа капитан ватă салтакăн куçĕ шывланнине асăрхарĕç.
– Ан, пăлхан, Иван Васильч, пĕтĕмпех йĕркеллĕ пулать, – татах лăплантарчĕ ăна генерал, – хуйхăрмалли нимĕн те çук!
– Уншăн мар эпĕ...– куççульне çăтрĕ Куракин.– Телейпе... чĕре тулса çитнипе... Епле пысăк чыс турăр та эсир мана! Ĕмĕрте те шутламан кун çинчен.
– Тĕрĕссипе каласан, Иван Васильич, эпир те сана çакнашкал паттăр ĕç тума пултарать тесе шутламан!– терĕ ăна хирĕç капитан, кăмăллăн кулса илсе. – Лăпкă кăна çынччĕ эсĕ, батальонра санăн сассу та илтĕнместчĕ, тепĕр чух эс пурри-çукки те сисĕнместчĕ, анчах эсĕ авă мĕн туса хутăн!
– Шавлама юратмастăп çав эпĕ, ку тĕрĕс...
– Çапах та, каласа пар-ха ĕнтĕ халь, мĕнрен сасартăк çапăçăва кайма шут тытрăн эсĕ? Çине тăрса, тархасласах ыйтрăн вĕт-ха!
– Чăнах та, интереслĕ ку, – терĕ генерал та, Куракинăн йăваш куçĕнчен пăхса. – Тăшман дзотне путлантараканĕ – ездовой Куракин тесе пĕлтерсен, эп те тĕлĕнтĕм.
– Вăл акă мĕншĕн пулчĕ, – лăпкăн çеç ответ пачĕ Куракин. – Вуласа пăхăр-ха çакна...
Çавăнтах вăл пуç айĕнчи бумажникрен лутăрканса пĕтнĕ кăвак хут татки кăларса комбата тыттарчĕ.
– Мĕн вара ку?
– Çыру. Манăн кĕçĕн хĕрача çырăвĕ. Вулăр. Начар кăранташпа çырнă чалăш-чĕлĕш саспаллисене аран уйăркаласа, капитан çырăва хуллен вуларĕ.
"Савнă атте, сана пĕтĕм чун-чĕререн хĕрÿллĕ салам яратăп, пин хут чуптăватăп!
Сан çырăвна илсе эсĕ сыввине пĕлсен, каласа памалла мар савăнтăм, анчах çавăн чухнех аннене тата Юркăпа Машăна аса илсе хытă макăртăм. Вĕсене виççĕшне те фашистсем вĕлерчĕç... Эпĕ пĕчченех тăрса юлтăм та халь Васса инке патĕнче пурăнатăп. Малтан нимĕçсемпе полицайсем пирĕн пата киле пырса аннене пăшал тимĕрĕсемпе питĕ хытă хĕнерĕç, мĕншĕн тесен вĕсем пирĕн анне партизансене кĕпе çуса панине пĕлнĕ. Ун çинчен вĕсене хамăр ялти староста каласа панă, тет. Кайран аннене хулари тĕрмене илсе кайрĕç те, вара вăл унта вилнĕ. Тен, ăна хĕнесех вĕлернĕ пулĕ. Юркăпа Машăна фашистсем хамăр ирĕке тухиччен темиçе кун малтан персе пăрахнă. Вĕсем хамăрăн пăрупа сысна çурине фрицсем тытса пусасран вăрмана хăваласа кайса пытарма шутланă-мĕн. Ун чухне пирĕн ялта 21 çынна тата 46 пуç ĕнесемпе пăрусене персе вĕлернĕ. Халь пире Хĕрлĕ Çар ирĕке кăларчĕ, тин хăрамастпăр. Анчах та хĕлле епле пурăнассине пĕлместпĕр, мĕншĕн тесен нимĕçсем тухса тарнă чух яла тĕппипех çунтарса ячĕç. Тата тăлăххăн пурăнма питĕ кичем, кашни кунах макăратăп. Юратнă атте, эсĕ фашистсене хамăрăн аннешĕн те, Юркăпа Машăшăн та тавăр, вĕсене ытларах пĕтер! Çав тискер Гитлер хурахĕсене çĕнтерсен вара, киле таврăн.
Манăн сана питĕ курас килет. Часрах таврăнма тăрăш! Татах нумай-нумай хут чуптăватăп. Санăн пĕртен-пĕр хĕрÿ Клава".
Капитан çырăва вуласа пĕтерчĕ те ăна Куракина каялла пачĕ. Темиçе самант хушши нихăшĕ те чĕнмерĕç. Пĕчĕк хĕрача хăйĕн куççулĕпе çырнă сăмахсем пурин чĕрине те çав тери ыраттарчĕç...
– Ку çырăва эпĕ шăпах наступлени пуçланас умĕн илтĕм, – терĕ Куракин. – Тÿссе тăраймарăм вара, никама каламасăрах сирĕн пата пырас, терĕм. Манăн çапăçура пулса тăшмана хам алăпа тавăрассăм килчĕ...
– Тĕрĕс шут тытнă, – ырларĕ ăна генерал. – Ним айăпсăр совет çыннисен, хĕрарăмсемпе ачасен таса юнĕшĕн кашни утăмра тавăрмалла, тетпĕр вĕт. Эсĕ çавăн пек турăн та ĕнтĕ, çавăнпа мухтатпăр сана.
Тепĕр кăшт тăрсан, генералпа капитан тухса кайрĕç.
– Каçар, Иван Васильевич, васкатпăр, пирĕн çапăçу хирĕнче пулас пулать. Эсĕ кан ĕнтĕ халь, часрах сывалса вăй илме тăрăш!– тесе хăварчĕç вĕсем.
Куракин чылайччен шухăша кайса выртрĕ. Унтан вăл госпитальти пĕр çамрăк кăна сестрана чĕнсе илчĕ те, сылтăм алли те аманнипе хăй çырма пултарайман пирки, ăна хĕрачи патне çыру çыртарчĕ:
"Юратнă хĕрĕм Клава, эсĕ пĕлтернисем манăн ăшчике вут пекех çунтарчĕç. Сан çырăвна илсен тепĕр куннех, эс хушнă пек, çапăçура эпĕ фашистсене хытă тавăртăм. Темле йывăр пулсан та, лăпланма тăрăш, чунăм, макăрнинчен усси çук, вăл çьннăн вăйне пĕтерет кăна. Вăрçă пĕтсен, эпир санпа каллех телейлĕ пулса пурăнăпăр-ха..."
1943, ноябрь. Гомель облаçĕ.
Агаков, Л. Лăпкă çын : [калав] / Леонид Агаков // Агаков, Л. Этем телейĕ / Леонид Агаков. – Шупашкар, 1959. – С. 213-226.