...Чикĕ урлă каçнă хыççăн батальон тăваттăмĕш кун ĕнтĕ хăйĕн секторĕпе пырать. Çак тăватă кун хушшинче вăл хăйĕн çулĕ çинче тĕл пулакан финсен нумай бандитла отрячĕсене аркатрĕ, йĕплĕ пралук картисене ватса, тĕлĕнмелле чеелĕхпе лартса тултарнă минăсене тасатса, çĕмĕрсе хăварнă кĕперсене хăвăрт тÿрлетсе, таттисĕр, пĕрмаях малалла шурĕ.
Батальон пуçĕнче, çÿлĕ кăвак лаша çинче, сарлака хулпуççиллĕ, кăшт курпунтарах комбат ларса пырать.
Ĕнер ирхине, К. шывĕ урлă кĕпер тунă чух, леш енчи йывăçсем хушшине вăрă пек пытанса выртнă белофинсем сасартăк пулеметсемпе, автомат-пăшалсемпе пеме тапратрĕç. Батальон, хăвăрттăн ик еннелле сарăлса, тăшмана хирĕç çунтарма тытăнчĕ. Пĕр çирĕм минут хушши таврари сывлăшра пулеметсем шатăртатни, пульăсем пин-пин сăпсасем пек нăйлатса шăхăрни çеç илтĕнсе тăчĕ. Кунпа пĕрлех батальонăн икĕ флангĕнче те минометсем пĕтĕм вăрмана чĕтретсе кĕрĕслетме тытăнчĕç, çырман леш енче, тăшмансем пытанса ларнă çăра туратлă йывăçсем патĕнче, пирĕн гранатăсем шаптлата-шартлата çурăлни илтĕнчĕ. Вăхăт нумай та иртмерĕ, финсен пулемечĕсем шарлами пулчĕç, гранатăсемпе минометсем хупларĕç вĕсен çăварĕсене...
Финсем вăрман енне шалалла тарчĕç курăнать, кĕпер туса пĕтмен пирки батальон вĕсене хăваламарĕ.
– Пурпĕрех пирĕн алла лекеççĕ-ха вĕсем, инçех тараймĕç, – терĕ комбат, батальон умне тухса тăрса. Вăл çырма хĕрринчех, никамран малта, финсене пулеметран ăшаласа выртнă иккен.
Ун патне тулли те çаврака питлĕ, хĕсĕкрех куçлă, хура сăнлă кĕçĕн командир пычĕ.
– Юлташ капитан! Сирĕн янахран юн юхать!– терĕ вăл, пÿрнипе комбатăн пичĕ çине кăтартса. Çавăнтах, тепĕр еннелле çаврăнса, хыттăн кăшкăрчĕ:
– Санита-ар! Санинструкто-ор!..
Комбата, чăнах та, сылтăм тăнлавĕнчен суранлатнă иккен. Анчах та вăл медпункта каясси çинчен илтесшĕн те пулмарĕ. Санинструктор пырса суранне çыхсанах, вăл хăй патне çавăтса пынă лаши çине утланса ларчĕ.
– Юлташ капитан, астăвăр, кайран япăх ан пултăр... – сăмах хушрĕ унăн суранне малтан асăрханă кĕçĕн командир.
– Ан хăра, Джунгали, нимĕн те пулмасть! Пĕчĕк ача-им эпĕ пуля кăшт шăйăрса кайнăшăнах стройран тухма?– терĕ те ăна комбат, батальона çырман тепĕр енне каçарма пуçларĕ.
Джунгали хăйĕн отделенине кайса тăчĕ.
– Маттур пирĕн комбат... – шухăшларĕ вал. – Çав тери хăюллă, паттăр чĕреллĕ этем...
...Çул çинче, унта та кунта, совет салтакĕсем çывхарнине кура хăвăрт таракан финсем пăрахса хăварнă вĕр-çĕнĕ велосипедсем, йĕлтĕрсем, патрон ещĕкĕсем выртаççĕ. Хăшĕсем – çăмăлланма – шинелĕсене те хыва-хыва ывăтнă. Вăрçă пуçланиччен хăйсен "паттăрлăхĕпе" тем пекех мухтаннă щюцкорсем халĕ мулкачсем пек тараççĕ-мĕн!
Майĕпе каç пула пуçларĕ, батальон ансăр çул тăрăх пĕр пысăк уçланкă хĕрринелле тухрĕ. Комбат лашине чарса çĕре анчĕ те командирсене халех хăйĕн патне пухăнма хушрĕ. Вĕсемпе вăл мĕн калаçнине никам та илтмерĕ, анчах та вунă-вунпилĕк минутран пурте пĕлчĕç: ирччен батальонăн çак уçланкă хĕрринче тăмалла.
Часах çăра туратлă чăрăшсем айне палаткăсем карăнчĕç, вĕсен ăшĕнче пĕчĕкçеç кăвайтсем çунма пуçларĕç. Халăх йышлă пулин те, ним шав та çук, пурте шăппăн кăна калаçаççĕ, мĕншĕн тесен тăшман усал та чее, унран кирек мĕнле ирсĕрлĕхсем те кĕтме пулать... Часах пăшăлтатни те илтĕнми пулчĕ, боецсем – кун каçа ĕшĕннĕ хыççăн – çывăрма выртрĕç. Темиçе сехетлĕх "лагерь" йĕри-тавра кăларса тăратнă хуралти боецсем çеç çывăрмаççĕ, вĕсем, никам асăрхамалла мар вырнаçса, вичкĕн куçĕсемпе тĕттĕмелле пăхса, таврара епле те пулин сас-чĕв пуласса итлесе выртаççĕ.
Джунгалийĕн тăруках ыйхă килмерĕ... Юлашки темиçе кун хушшинче пулса иртнисем унăн куçĕ умĕнче пĕрин хыççăн тепри шуса иртрĕç. Унтан вăл хăй Хĕрлĕ Çара пĕлтĕр кĕркунне мĕнле тухса килнине аса илчĕ. "Кзыл Аскер" колхоз хăйĕн чи маттур джигитне çав тери савса ăсатрĕ, хура куçлă Эмине, асăнмалăх, çынсем куриччен хăрах хăлхинчен алкине хывса пачĕ.
– Ан çухат... Алкама çухатсан, пирĕн юрату та çухалĕ...
Тепĕр ирхине вăл юлатшĕсемпе пĕрле панулми хулине – илемлĕ Алма-Атана çитрĕ, вĕсене поезд çине лартрĕç, вунă кунтан Ленин хулине, Джунгалие хăйĕн чапĕпе калама çук тĕлĕнтернĕ Ленинграда, пырса тухрĕç. Вĕренÿ пуçланчĕ... Кунтан-кун Джунгалишĕн тĕнче сарăлса пынă пек туйăнчĕ, кунтан-кун унăн умĕнче пурнăçăн çĕнĕрен çĕнĕ страницисем уçăлса пычĕç... Çуркунне лагерьти пурнăç пуçланчĕ... Кунта Джунгалийĕн тата пысăк савăнăç пулчĕ: пулеметчиксен сборĕнче пĕрремĕш вырăн йышăннăшăн комбат ăна пĕтĕм батальон умне чĕнсе кăларса тав турĕ... Унăн сăнне хаçатра пичетлесе кăларчĕç, хаçат тухнă кунах Джунгали ăна Эмине патне ярса пачĕ.
Тепĕр ик уйăхран Джунгалие батальон штабне чĕнтерчĕç. Комбат яланах шăтарас пек пăхакан куçĕпе Джунгалие пăхса илчĕ, унтан ларма хушрĕ.
– Сана эпир паянтан пуçласа отделени паратпăр, эсĕ – командир пулатăн.– терĕ.
Джунгали, кун пек хыпара кĕтменскер, тÿрех сиксе тăчĕ.
– Ан пăлхан, ан пăлхан, лар, – аллине пукан сине кăтартрĕ комбат. – Эп каланине кирлĕ çĕрте çирĕплетнĕ ĕнтĕ... Çапла, командир пулатăн. Эпир сана шанатпăр... Анчах та асту, Хĕрлĕ Çар командирĕ пуласси вăл – питĕ пысăк чыс, вăл чыса таса тытма пĕлес пулать...
– Ăнланатăп, – терĕ Джунгали, каллех ура çине тăрса, – анчах та... пултарайăп-ши эп? Вырăсла та начартарах...
Комбат ăна каласа пĕтерме памарĕ, пÿлчĕ.
– Кирлĕ мара калаçатăн! Сан пек каччăсем пултармасан тата... Эпир пурте малтан сан пек пулнă.
Комбат пирус чĕртрĕ. Джунгалие те туртма пачĕ, унтан хăй епле командир пулни çинчен каласа кăтартрĕ. 1918 çулта, Совет çĕршывне пур енчен те тăшмансем тапăнса хĕсме тытăннă вăхăтра, вăл – Питĕрти пĕр заводра "подручный" пулса ĕçлекен 16 çулхи ача – хăй ирĕкĕпе çара çырăнса фронта кайнă. Ик-виç çул хушшинче нумай фронтсенче пулса курнă, фронтрах командира тухнă.
– Пурăна-киле эсĕ те пысăк командир пулатăн акă... Чĕререн тăрăшни тата хамăр çĕршыва чунтан юратни пулсан, этем теме те çĕнсе илĕ, Джунгали!– терĕ вăл юлашкинчен.
Çакăнтан вара комбат Джунгалишĕн хаклăран та хаклă çын пулса тăчĕ. Мĕнпур вăйне хурсах тăрăшрĕ Джунгали, "Кзыл Аскер" колхозри джигит. Çакăн пиркиех вара вăл ырă ятсăр пуçне нимĕн те илтмерĕ аслă командирсенчен.
...Кун каçа ĕшенни çĕнтерсе илме пуçларĕ. Джунгалийĕн куçĕ хăех хупăнчĕ, шăмшак тăрăх темле ырă ăшă сарăлса кайрĕ, шухăшсем татăлчĕç. Тем вăхăт çывăрнă вал... Сасартăк, такам шăппăн кăна хăйне хушаматпа чĕннине илтсе, вăранса кайрĕ.
– Джунгали!.. Юлташ Джунгали...
– Мĕн?– хăвăрт тăрса ларчĕ вăл. –• Кам?
– Эпĕ ку, эпĕ...
Джунгали взвод командирĕн сассине палларĕ.
– Сана комбат чĕнет...
Джунгали пĕр сăмахсăрах сиксе тăчĕ те хăйĕнпе юнашар выртакан боеца вăратрĕ.
– Мана чĕнеççĕ, ман вырăна эсĕ юлатăн... Асту!
– Есть!– терĕ боец, палаткăра выртакансене пăхса çаврăнса.
Ик минутран лейтенантпа Джунгали комбат палаткине пырса кĕчĕç. Комбат çывăрма шутламан та иккен, аран-аран çунакан кăвайт умне пĕшкĕнсе, карттă çине пăхса ларнă.
– Тăхтăр пăртак, – терĕ вăл, пырса кĕнисем çине пăхмасăрах. Унччен те пулмарĕ – палатка хĕрри çĕкленчĕ, палаткăна тата икĕ кĕçĕн командир кĕрсе тăчĕç:
– Юлташ капитан, эсир хушнипе килтĕмĕр!
– Юрĕ... – комбат сылтăм аллине карттă çине хучĕ. – Акă мĕн, юлташсем... Сире эпĕ питĕ ответлă задача пурнăçлама яратăп. Пăхăр çакăнта...– Вăл пÿрнипе карттă çине тĕллерĕ. – Эпир халь çак вырăнта тăратпăр. Ку – юнашар уçланкă. Унтан каллех вăрман пуçланать. Ик-виç километрта X. ялĕ. Сирĕн кĕçĕр çав X. ялне çитсе килес пулать. Белофинсем пур-и унта, çук-и? Нумайăн-и? Орудисем пур-и вĕсен? Пирĕн çул çинче мĕнле чăрмавсем пулма пултараççĕ?
* * *
Комбат панă задачăна разведчиксем тĕп-тĕрĕс пурнăçларĕç. Вăрман варринче ларакан ял патне виççĕн виç енчен упаленсе пырса, кил-çуртсем, хÿмесем çуммипе йăпшăнса, яла урлă-тăрăхах "хыпашласа" тухрĕç. Никам та çук иккен, ял пуш-пушах. Чĕрчунсенчен пĕр тăлăх йытăпа пĕр пăрусăр пуçне нимĕн те тĕл пулмарĕç вĕсем.
– Кулаксем пурăннă пулмалла кунта, çурчĕсем ытла лайăх, тата кил таврашĕнче машинăсем те нумай...– шухăшларĕ ялăн анат вĕçне тĕрĕсленĕ Джунгали. – Чухăнсен ун пек пулас çук! Çавăнпа тарнă та вĕсем... Комбата çавăн пекех каласа паратăп...
Вăл ял хыçĕнчи юлашки хÿме урлă каçрĕ те, таврари шăплăха пĕр-ик минут итлесе выртнă хыççăн, вăрманалла упаленсе кайрĕ. Юлташĕсемпе тĕл пулма калаçса татăлнă çĕре, пĕр пĕчĕк çырма пуçне çитсен, çамрăк чăрăш айне пытанчĕ.
– Аван пулчĕ-ха ку паян. Приказа пурнăçларăмăр. Ял – пушă, ирпе хăюллăнах килме пулать... Анчах та юлташсем мĕншĕн килмеççĕ-ха? Çĕтсе каймарĕç-ши?
Вăхăт шурĕ... Çур сехет иртрĕ, унтан пĕр сехет. Джунгалийĕн урисем шăнма пуçларĕç, айĕнчи юр ирĕлсе пăрланма тытăнчĕ. Юлташсем кĕç-вĕçех тухаççĕ пуль тесе, вăл тата тепĕр çур сехет кĕтсе выртрĕ. Урисем ыратакан пуличченех шанса кайрĕç, пĕтĕм шăмшак чĕтреме пуçларĕ.
– Мана тĕл пулайманнипе иккĕшех кайнă пулас, – шухăшларĕ Джунгали юлташĕсем çинчен. – Капла выртсан, ырри пулас çук, каяс...
Чăрăш тĕми айĕнчен шуса тухрĕ те мăн вăрман ăшне кĕрсе кайрĕ. Вăрманта хăрушла шăплăх, пĕтĕм тĕнче пĕр харăс сывлами пулнă пекех туйăнать. Тĕттĕм, куçран чиксен те курăнмасть, ура айĕнчи шурă юр çеç тĕксĕм-кăвакăн палăрать. Джунгали пĕр йывăç патĕнчен тепĕр йывăç патне, шăппăн, туратсене чăштăртаттармасăр пыма тăрăшса утрĕ. Пĕр километр ытларах кайсан, вăрманта сасартăк кăштах çутăлнă пек пулчĕ. Джунгали çÿлелле пăхрĕ. Çăра пĕлĕтсем хушшинчен чалăш уйăх шуса тухнă иккен.
– Хамăрăннисем патĕнчен кайнăранпа вăхăт та нумай иртрĕ ĕнтĕ, тен, часах çутăлать те пулĕ...
Чăнах та, майĕпе кăвак çутă çапма пуçларĕ. Джунгали, хăрах аллипе шинель аркисене çĕклесе, хăвăртрах утма пуçларĕ. Батальона часрах çитес пулать-çке, пĕлтерес пулать мĕн пулнине, ирпе ирех батальонăн малалла наступление каймалла!
Сасартăк сылтăм енче хăрăк турат хуçăлнă сасă илтĕнчĕ...
Джунгали пĕр йывăç кутне лап выртрĕ те сас илтĕннĕ еннелле мĕнпур куç вăйĕпе пăхма тытăнчĕ. Пĕр минут иртрĕ, иккĕ. Татах тепĕр турат хуçăлчĕ.
– Финн... – шухăш вĕçрĕ те Джунгали пуçĕнче, унăн аллисем винтовкăна çатăрах пăчăртарĕç. Унччен те пулмарĕ, вăл пĕр йывăç патĕнчен теприн патне темле мĕлке сиксе каçнине асăрхаса юлчĕ.
– Вĕсен разведчикĕ пулмалла, – шухăшларĕ Джунгали, – йывăç тăрринче ларнă пулĕ-ха... Курăпăр, мĕн пулĕ! Эх, чĕррĕн тытса кайсан аванччĕ!.. "Чĕлхе" пулатчĕ...
Çапла шухăшларĕ çеç – хайхи мĕлке каллех тепĕр тĕмĕ патнелле ыткăнса каçрĕ.
Джунгалин чĕри кăкăртан сиксе тухас пек тапма пуçларĕ. Тăшман разведчикие чĕррĕн тытса каяс шухăш ăна калама çук пăлхатса ячĕ. Вăл йывăç айĕнчен тăчĕ те мĕлке курăннă çĕрелле хăвăрттăн шума тытăнчĕ. Тул çутăлса пырать, ĕнтĕ вăрманта вунпилĕк-çирĕм чалăшра аванах курăнакан пулчĕ.
– Кĕрĕс! – турĕ кĕтмен çĕртен пăшал сасси малти тĕмĕ айĕнчен... Пуля, хăлха çуммипе шăхăрса иртсе, йывăçа шалтлатса çапăнчĕ. Тăшман Джунгалие асăрхарĕ иккен. Джунгали самантлăха пуçне юр ăшне чикрĕ, анчах çавăнтах çĕкленсе малалла пăхрĕ, хайхи тăшман йывăçсем хушшипе кукăр-макăррăн чупнине курчĕ.
– Ну, манранах тараймăн!– терĕ те Джунгали шăл витĕр, тăшман çулне пÿлес шутпа, тÿрех васкаса чупрĕ. Пĕр самантлăха тăшман мĕлки курăнми пулчĕ. Малта çырма пулнă-мĕн. Джунгали пĕтĕм вăйран чупса пырса çырманалла кусса анчĕ те кăкăр таран шыва кĕрсе кайрĕ... Çавăнтах тепĕр еннелле сиксе тухрĕ те каллех хăвалама тытăнчĕ.
– Пурпĕрех тараймастăн...
Тăрук ун хыçĕнче пăшал сасси кĕрĕслетрĕ. Пуля Джунгалин питçăмартине çунтарса илчĕ. Хăйĕн хыçĕнче те тăшман пуррине шута илсе, вăл вилнĕ пек пулса выртрĕ. Самантранах аяккалла упаленме тытăнчĕ, лăпсăркка тураттисене çĕре çитнех саркаланă чăрăш айне пытанса йăпшăнчĕ.
Питçăмарти тăрăх юн чарăнма пĕлмесĕр юхрĕ. Пырĕ типсе ларчĕ. Джунгали çăвар тулли юр хыпса илчĕ. Сывламасăр итлерĕ... Темшĕн çак вăхăтра йывăç тăррисем кашлама пуçларĕç, Таçта инçетре, сылтăм енче, тупăсем пени илтĕнсе кайрĕ.
Çак хушăрах, инçетре те мар, йывăçсем хыçĕнче тăшмансем çывхарса килни сисĕнчĕ. Йывăçсем хушшипе кăштăртатни, типĕ туратсем хуçăлса шартлатни, нÿрĕ юр нăтăртатни Джунгалие уççăнах илтĕнчĕç ĕнтĕ.
Акă унăн куçĕ çывăхрах пĕр тăшман мĕлкине тытрĕ. Алăсем хăйсемех винтовкăна çĕклерĕç, пÿрне курок çине пусрĕ. Çавăнтах пăшал сасси янăраса кайрĕ.
– Са-атана!– уççăнах илтĕнчĕ тăшман хаяррăн кăшкăрни. Белофинн çĕрелле йывăррăн персе анчĕ.
– Курăпăр-ха кам кама тĕп тăвĕ!– савăнăçлăн шухăшларĕ те Джунгали, тепĕр чăрăш айне кушак пек сиксе каçрĕ.
Ун çинелле харăссăн темиçен персе ячĕç. Пăшал сассисем, вăрманта шăплăха çурса, таçта çитиех кĕрлесе кайрĕç.
– Курăпăр-ха... – терĕ Джунгали тепĕр хут, пысăк хыр патне чупса каçса. Анчах пăшал пенисем йышланах пынине кура: – Капла май килмест... Эп пĕччен, хамăрăннисем патне тухас пулать! – тесе шухăшласа илчĕ.
Тĕмĕсем хушшинче каллех мĕлке курăнчĕ. Джунгали ун çине тĕллесе курока туртрĕ те тепĕр белофинн, малтанхи пекех, темскер кăшкăрса йывăррăн ÿкнине курчĕ. Халь ăна хăйне те пур енчен те пеме тапратрĕç. Вăл хăйĕнчен инçетре мар тарăн çырма, унтах тăвăлпа ÿкнĕ йывăçсем пуррине аса илчĕ. Пĕрре сылтăмалла, тепре сулахаялла, унтан каялла печĕ те çырма патнелле ыткăнчĕ. Пăшал сассисем пĕтĕм вăрманĕпех янăрарĕç ĕнтĕ... Таврара пульăсем шăхăрчĕç кăна. Пĕри Джунгалие пĕçĕрен çыртрĕ. Вăл çырана чупса çитсе аялалла сикрĕ, каллех кăкăр таран шыв урлă шăмпăртатса каçрĕ. Акă ĕнтĕ купаланса выртакан йывăçсем...
– Халь килĕрех! – терĕ Джунгали, темле шăтăка кĕрсе тăрса. Аллисем винтовкăна хăвăрт авăрларĕç, куçĕ йĕри-тавра мĕн пуррине сăнарĕ...
Тăшмансем ун йĕрĕпех чупса пынă-мĕн. Джунгали сывлăш çавăрма ĕлкĕричченех сăртра пĕр белофинн кĕлетки курăнчĕ. Джунгали персе ячĕ, тăшман çÿлтен пăрахнă каска пекех йăванса анчĕ çырма тĕпĕнчи юханшывалла. Самантранах ун хыççăн тепри чăмрĕ...
Сылтăм хулпуççие витĕрех такам сивĕ йĕппе чикнĕ пек туйăнчĕ, унтан вĕри пулса кайрĕ. Ĕнтĕ тăшмансем ăна виççĕмĕш хут суранлатнине вăл аванах ăнланчĕ, ун куçĕ темле тĕтре витĕр пăхнă пек çеç куракан пулчĕ, анчах та Джунгали, юлашки вăйне пухса, обойма хыççăн обойма пушатрĕ. Юр çинчи пушă гильзăсен купи пысăклансах пычĕ.
– Тăван çĕршывшăн... – çирĕппĕн çыртса лартнă шăлĕсем витĕр пăшăлтатрĕ вăл, пĕтĕм чун хавалне пухса. – Мейĕр, илĕр манăн кучченеçе!..
Вăрманта пăшал пени ку вăхăтра татах вăйланчĕ. Таçта инçетре те мар, Джунгалисен батальонĕ вырнаçнă енчен, темиçе пулемет урнă пек шатăртатма тапратни хăлхана пырса кĕчĕ.
– Арр... ăрр... – темле типĕ сасăпа ĕрлеме тытăнчĕç кĕске черетсем, унтан вара, кăшт тăхтасан, дискĕ-дискĕпех кăларса яма тытăнчĕç курăнать. Пĕр çĕр-çĕр аллă чалăшран аякра та мар умлăн-хыçлăн икĕ граната сиксе çурăлчĕç, пĕтĕм вăрман чĕтресе кайрĕ...
– Неушлĕ кусем пурте мана переççĕ?– шухăшласа илчĕ вăйсăрланнăçемĕн вăйсăрланса пыракана Джунгали. – Юлташсем ăçта-ши? Тен, ку пулеметсем – пирĕн? Тен, мана пулăшма килеççĕ?..
Леш енчи çыранра, шăпах ик-виç минут каялла икĕ белофинн шывалла чикеленсе аннă вырăнта, каллех тăшман курăнчĕ. Вăл йывăç çумне пĕшкĕнсе автомат-пулемета вырнаçтарма тытăннине Джунгали курчĕ те, кăкăр умне чикнĕ чăмăркка гранатăна туртса кăларса, пур-çук юлашки вăйне пухса, тăшман патнелле ывăтрĕ.
Граната сиксе çурăлса кайрĕ...
Тĕтĕмпе, çулăмпа, тăпăлнă çĕрпе пĕрле сывлăшалла белофинпа унăн пулемечĕ те пĕр метр пек çĕкленчĕç, унтан иккĕшĕ те пĕр харăсах çырма тĕпнелле сирпĕнчĕç...
Анчах Джунгали хăй те пачах вăйсăрланса çитрĕ. Кăкăрĕнче тÿсме çук вĕриленсе, вутпа çунтарнă пек çунакан пулса кайрĕ. Вăл аран-аран пĕр ывăç юр илсе хыпрĕ. Пуçĕ çаврăнма пуçларĕ, чĕркуççисем хутланса анчĕç.
– Мĕнле-ха... Эп заявление параймарăм пулать...– йывăр тĕлĕкри пек шухăш çуралчĕ унăн.
Сулахай аллипе кăкăрĕнчен, гимнастерка кĕсйи тĕлĕнчен тытрĕ. Унта, гимнастерка кĕсйинче, Джунгали темиçе кун каялла çырнă заявлени выртнă, вăл хăйне парти кандидатне илме ыйтнă, анчах та ăна памашкăн тăхтаса тăнă – çапăçусенче паттăр ĕç тунă хыççăн авантарах пулать, тенĕ. Çав кĕсъерех çаврака çутă кĕмĕл алка – хура куçлă Эмине парни выртнă...
Вăрман хытăран хытă кĕрлерĕ.
Ĕнтĕ пулеметсем çывăхрах шатăртатрĕç, унта та кунта гранатăсем çурăлчĕç, такамсем команда парса кăшкăрнисем илтĕнчĕç.
Джунгали ăнран кая пуçларĕ...
Юлашки хут ăна, тĕтре витĕр курăннă пек, хăйĕн тăван килĕ, ватă амăшĕ, колхозри джигитсем, хура куçлă Эмине, комбатăн хăюллă сăнĕ, разведкăна пĕрле кайнă юлташĕсем курăнса иртрĕç...
Вăрман çаплах кĕрлесе тăчĕ.
Джунгалирен инçетре те мар хулăн сасăпа кăшкăрнă команда янăраса кайрĕ.
– Вперед, за мной!.. В атаку!...
– Урра-а!..
Джунгали ăна илтмерĕ.
* * *
Вăл икĕ-виçĕ кунтан Ленинградри пĕр госпитальте вăранса тăна кĕчĕ.
Шап-шурă таса стенасене, хăйĕн пуçĕ патĕнче пукан çинче ларакан шур халатлă хĕрарăма курсан, вăл нумайччен хăй ăçта лекнине ăнланаймасăр выртрĕ.
– Ăçта эпĕ?– ыйтрĕ юлашкинчен.
– Больницăра, шăллăм, госпитальте, – терĕ ăна хирĕç йăваш саслă хĕрарăм. – Кунта эс икĕ талăк ытла выртатăн ĕнтĕ...
– Аха-а, калаçма пуçларĕ-и?– савăнăçлăн пуçне çĕклерĕ юнашар койка çинчи çын. – Тавах медицинăна! Хăранăччĕ эпĕ!
Джунгали пуçне ерипен çавăрчĕ те разведкăра хăйĕнпе пĕрле пулнă юлташне палласа илчĕ. Тăруках унăн чĕри савăнăç ăшшипе тулса ларчĕ.
– Эс те кунта-н?
– Эп те çав! Алла çĕмĕрчĕç, явăлсем! Эс пĕлместĕн-ха вĕт мĕнле пулнине...
– Паллах, пĕлместĕп.
Джунгали тăна кĕрсе калаçакан пуласса икĕ талăк ытла пăшăрханса кĕтсе пурăннă юлташĕ халь ăна каçса кайсах каласа кăтартма тытăнчĕ.
... Çав каçхине X. ялĕнче разведка туса пĕтерсен, вĕсем те пĕр юлташĕпе пĕрле Джунгалие тĕл пулас тесе вăрман хĕрринелле пынă, анчах ăна тĕл пулайман. Тĕрĕссипе, вĕсем урăх вырăналла тухнă пулмалла. Вара, чылай кĕтсе тăнă хыççăн, батальона иккĕшех таврăнма шут тытнă. Вăрман хушшипе пĕр сехете яхăн пырсан, пăшал сассисем илтнĕ, унтан тăшмансене хăйсене те асăрханă. Вĕсем пурте пĕр еннелле пенине чухласа илсен – ăнланнă: финсем е Джунгалие, е пирĕннисенчен кама та пулин урăххине переççĕ... Пĕр-ик сăмахпа канашласа илсе, лайăхрах пытанса выртнă та финсене таттисĕр пеме тытăннă. Темиçĕшне патĕнчех тирпейлесе хунă. Çапла пулнă ĕнтĕ: Джунгали сылтăм флангран, кусем сулахайран çунтарнă... Çав вăхăтра, разведчиксем час таврăнманшăн пăлханма пуçласа, тата уçланкăн тепĕр енчи вăрманта, шăп разведчиксен çулĕ çинче, вăйлă перкелешнине илтсе, комбат пĕр ротăна тăратнă та уçланкă урлă каçарса янă... Вара белофинсенчен пĕри те хăтăлайман.
– Нумаййăн пулнă-и вĕсем?– ыйтрĕ Джунгали, юлташĕ хăйĕн калавне пĕтерсен.
– Рота таран. Вĕсем пирĕн батальон çулĕ çинче засада тăвасшăн пулнă...
Джунгали çăмăллăн сывласа илчĕ.
"Эппин, эпĕ малтанхи разведчикĕ хыççăн кайни тĕрĕс пулнă..."
– Эпир вара саншăн питĕ хытă хăрасаттăмăр, – терĕ юлташĕ малалла. – Çырмари шăтăкран сана комбат хăй çĕклесе кăларчĕ, тет. Санăн суранусене çыхнă чух ниçта уйрăлмасăр пăхса тăчĕ, куна эп хам куçпах куртăм. Унтан вара... эс пĕлместĕн-ха... Тепĕр ĕç пулса иртнĕ.
– Мĕн тата?
– Кăнтăрлапа, кăшт каннă вăхăтра, парти пухăвĕ пулнă. Унта сана кандидата илнĕ. Санăн заявлени пулнă вĕт?
– Чăнах-и? Чăн калатăн-и?– хĕмленекен куçĕпе пăхса илчĕ Джунгали хăйĕн юлташĕ çине.
– Аçа çаптăр мана, суятăп пулсан, – терĕ лешĕ. Джунгали кăна хирĕç нимĕн те чĕнмерĕ, кăмăлĕ çав тери тулса килнипе çемçен кулса илчĕ çеç.
Темиçе кунтан, майĕпе тÿрленме пуçласан, вăл хутпа кăранташ ыйтса илчĕ те çыру çырма тытăнчĕ.
"Савнă чунăм Эмине, сана эпĕ хамăн савăнăçпа тулнă чĕререн пĕлтеретĕп: эпĕ халь тĕнчери чи телейлĕ çын..."
1939, декабрь. Ленинград, госпиталь.
Агаков, Л. Разведчик Джунгали : [калав] // Агаков, Л. Этем телейĕ / Леонид Агаков. – Шупашкар, 1959. – С. 177-187.