Кĕрхи хуракăш сассине илтетĕп,
Салтак юрланине аса илетĕп.
Кик! Кик! Ĕмĕртенхи çулçÿренсем,
Çĕршывăма салам çитерĕрсем!
Инçе çулта сире пулинччĕ хапăл
Ытарайми шыв-шурăм–аслă Атăл.
Эсир ютра сăмахсăр кĕввĕрпе
Ыратнă сурана пирчетнĕ пек,
Сире йăпатчăр, кантарса ăсатчăр
Япшар тăван ăру, япшар тăван çĕр.
1944. Польша.
Хусанкай, П. "Кĕрхи хуракăш сассине илтетĕп…" : [căвă] / Петĕр Хусанкай // Вăрçăра : калавсемпе сăвăсем. – Шупашкар, 1968. – С. 165-166.