Писатели Чувашии в Великой Отечественной войне

 

Чувашская литература периода Великой Отечественной войны Погибшие на фронтах Великой Отечественной войны Они вернулись с поля боя
Хузангай Петр Петрович
Петĕр Хусанкай

Шинель

Кăвайт хĕлхемĕ вĕтеленĕ,
Тăхлан та тивнĕ аркăран,
Тăп-тăп шинель, салтак шинелĕ,
Эс шăппăн çакăнса тăран.

Анчах çав шăплăхра мĕн евĕр
Тав-шав, инçе çулсем, тупа!
Вĕçрен-вĕçе Çĕршыв-аттемĕр
Пĕркенчĕ сан пуставупа...

Шинель! Эс ман айри тÿшекĕм,
Çири вителĕкĕм эс ман.
Санпа эп çумăрта лÿшкентĕм,
Тусан та пусрĕ – аптраман.

Чылай туссем выртса та юлчĕç,
Санпа яланлăх чăрканса.
Çав паттăрсем чару пек пулчĕç –
Нихçан тек юн тăктармасса.

Шинель! Чапна пĕлсе пăхатăп
Сăпайлă, сăрă сан сăнна.
Эс хÿтĕ, шанчăкла, паха та,
Ансат манаймăп эп сана.

Санпа аса килет кĕрхи çĕр,
Кăвар пек пĕлĕт, çуннă хир,
Юн юхăм урлă, çулăм витĕр
Каçсаттăмар санпа эпир.

Ялта мăрье кăна ларатчĕ,
Хура юпа пек юнаса.
Вилетчĕ кăмрăкланнă сачĕ,
Уксах-чăлах пек йăлăнса...

Шинель! Эс ĕнтĕн, эс хуралтăн,
Тасалтăн та эс юрпала.
Чул ванчĕ, ишĕлчĕ хуралтă,
Эпир – шав утнă малалла.

Паян эс кивĕрех пулсассăн,
Каллех чăн яшлăх пек çĕнел!
Сана юрра хурса ман сассăм
Тав тутăр, тусĕмлĕ шинель!

1952.

Хусанкай, П. Шинель : [căвă] / Петĕр Хусанкай // Вăрçăра : калавсемпе сăвăсем. – Шупашкар, 1968. – С. 166-167.