Ман чатăрăн çĕтĕкĕнчен
Пăхать пĕр çăлтăр каçсерен.
Çил кĕрĕ, тумлĕ шыв, пĕлеп –
Çав шăтăка сапламăп эп.
Мĕскер тăвас? Поэт-салтак
Сентименталлă çав пăртак.
Шанас килет: ман çăлтăр вăл.
Манран ниçта ан юлтăр вăл..
Ăçта пулсан та эй – часах
Мана вăл туптăр шыраса.
Вакун чÿречинчен пăхса
Мана вăл ятăр ăсатса.
Палаткăра е окопра
Манпа вăл пултăрччĕ вара.
Разведкăна е хурала
Манпа вăл тухтăр каçпала.
Эп аманса ÿкес пулсан,
Мана вăл пăхтăрччĕ куçран.
Эп пуçиллех выртса юлсан,
Çав çăлтăр хуптăр ман куçа.
Куçа вăл хуптăр та манне
Каллех хăпартăр тÿпене.
Пĕрне-пĕри тек туламан
Йăхсемшĕн ялкăштăр ялан.
1945