Писатели Чувашии в Великой Отечественной войне

 

Чувашская литература периода Великой Отечественной войны Погибшие на фронтах Великой Отечественной войны Они вернулись с поля боя
Хузангай Петр Петрович
Петĕр Хусанкай

Мунча шăрши

Хурăнлăхран мунча шăрши кĕрет,
        Чăваш мунчи шăрши.
Ай-хайччĕ, çапăнасчĕ те пĕрре!
        Хăçан кĕрĕпĕр-ши?

Хăçан Çавал, Пăла, Сăр хĕрринче
        Тар-кирĕке çумран
Ура тупанĕ чул пек хĕриччен
        Сĕвелĕпĕр, хăçан?

– Час, лейтенант юлташ, аякрах мар, –
        Тет пĕр салтакăм ман. -
Паян мĕнле кăтартрăмăр-ха шар!
        Пусмассерен тăшман... –

Каçкÿлĕм тупă ахăрчĕ тепре.
        Пăшал тĕрĕслесе,
Чăваш калать: – Пар ăшшине шепрех!
        Тĕп пулччăр эсрелсем!

1943

Хусанкай, П. Мунча шăрши : [сăвă] / Петĕр Хусанкай // Паттăрлăх кунĕсем. – Шупашкар, 1995. – С. 33.