Çулăмра шăраннă йĕркесем
 


Совет халăхĕ Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçинче фашистла Германие çĕнтернĕренпе нумай çул çитрĕ (1941-1945 çç.). Вăл, чăн та, чи хăрушă вăрçă пулнă. Пĕтĕм тĕнчен, çĕр чăмăрĕн пуласлăхĕ вăл мĕнле вĕçленнинчен килнĕ. Пирĕн республика çĕрĕ çинче вăрçă алхасман пулин те çĕршер пин чăваш çынни ирĕклĕхшĕн кĕрешнĕ, тылра ырми-канми ĕçленĕ. Çак вăрçăра 27 миллион çын пуçне хунă, 100 пин ытла чăваш çынни каялла киле таврăнайман. Унăн синкерĕ тăван халăх чунĕнче нихăçан тÿрленейми суран хăварнă.

Тискер те вăйлă тăшмана çĕнтерме çăмăл пулман. Пĕтĕм совет литературипе пĕрле чăваш литератури те Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи çулĕсенче хăйĕн тивĕçлĕ вырăнне тупнă. Чăваш çыравçисем вăрçăн пĕрремĕш кунĕсенчех тăшманпа «пăшалпа та, перопа та» çапăçнă. Лирика, сатира, эпос, драма – пурте пирĕн çĕнтерĕве çывхартса пынă, халăха, унăн ывăл-хĕрĕсене усал тăшмана хирĕç пĕтĕм вăя хурса çапăçма, ăна тĕппипех аркатса тăкма хавхалантарнă. Çак тапхăрти произведенисем вулакансене Тăван çĕршыва тата та вăйлăрах юратма, упрама вĕрентеççĕ.

Хайлавсен тĕп шухăшĕ – халăх кăмăл-туйăмне, паттăрлăхне туллин уçса парасси, вăрçă хыççăн мирлĕ пурнăçа малалла чечеклентерсе, аталантарса пырасси, этеме нихçанхинчен те ытла телейлĕ тăвасси. Çак ырă шухăш кашни çыравçăн произведенийĕнчех палăрать.

«Çулăмра шăраннă йĕркесем: Чăваш писателĕсем Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче» электронлă кăларăм çав вăхăтри çыравçăсен пурнăçĕпе пултарулăхне çутатса парать, вăрçă çинчен çырнă хайлавĕсемпе тĕплĕн паллаштарать.

Электронлă кăларăма Аслă вăрçа хутшăннă 62 чăваш çыравçине кĕртнĕ. Кунта вĕсен биографийĕ, библиографийĕ, вăрçă хайлавĕсем, сăн ÿкерчĕксем, награда хучĕсем тата документсем вырăн тупнă.

Кăларăм çакăн пек пайсенчен тăрать:

Электронла кăларăма вырăсла тата чăвашла вариантсемпе хатĕрленĕ.

Çынсен телейĕпе хисепĕ

Сыв пултăр – уншăн çапăçма

Пăшал тытма вĕрентрĕм эпĕ

Çырма вĕреннĕ алăма.

Я. Ухсай

Чăваш Республики Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче

Чăваш Ен çыннисем мĕн пур вăйне фронта пулăшма панă, салтаксене укçа-тенкĕпе, ăшă тумпа тата апат-çимĕçпе пулăшнă. Пухнă укçапа икĕ бронепоезд, "Чăваш Ен Осоавиахим" çар самолечĕсем, "Чăваш Комсомолĕ" самолет эскадрилйи, "Чăваш Ен тракторисчĕ" тата "Чăваш Ен колхозникĕ" танк колоннисем йĕркеленĕ.

Вăрçă çулĕсенче Чăваш Енрен 208 пин çын мобилизаци йĕркипе çара кайнă, вĕсенчен 106 пинĕшĕ çапăçусенче пуç хунă.

54 пин ентеше çапăçусенче паттăрлăх кăтартнăшăн орден-медальпе чысланă. Чăваш Енри 71 салтака (вăл шутра 19-шне вилнĕ хыççăн) Совет Союзĕн Геройĕн ятне панă.

120 пин ытла çынна "1941-1945 çулсенче Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче хастар ĕсленĕшĕн" медальпе чысланă.

малалла