Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçинче чăваш çыравçисем те, пĕтĕм халăхпа пĕрле, хĕç-пăшалпа та, перопа та паттăррăн çапăçнă. Вĕсем çар ретĕнче, партизансен отрячĕсенче кĕрешнĕ, тылра чи йывăр та яваплă вырăнта ĕçленĕ. Çапăçусенчи пушă самантсенче сăвăсемпе очерксем, калавсем çырнă. Çак хайлавсем çынсен чĕрисенче нимĕç фашисчĕсене хирĕç курайманлăх вăратнă, çирĕп те чăтăмлă пулма хистенĕ, кĕрешÿ туйăмне хускатнă.
Фронта тухса кайнă çыравçăсенчен Максим Данилов-Чалдун, Владимир Бараев, Василий Васькин, Илья Думилин, Ефим Еллиев, Кĕçтук Кольцов, Кăтра Мишши, Андрей Петтокки, Марк Аттай, Николай Пиктемир, Хветĕр Çитта, Арсен Орлов, Николай Чурбай, Максим Ястран юнлă çапăçусенче пуçĕсене хунă. Хĕрÿ чĕреллĕ Иван Викторов поэта фашистсем концлагерьте асаплантарса вĕлернĕ.
Çул хыççăн çул иртĕ, ĕмĕр хыççăн ĕмĕр, хаяр вăрçăра пуç хунă паттăр ентешĕмĕрсен сăваплă ячĕсем халăх асĕнче яланах чыслăн упранĕç. Вăхăт иртнĕ майăн вĕсен паттăрлăхĕ тата уççăнрах палăрать.
Вĕри туйăмпа çырнă чăваш çыравçисен хайлавĕсем вулакансене малашлăхшăн вăя хурса ĕçлеме, çĕршыв тĕрекĕпе халăх телейĕшĕн пĕтĕм пултарулăха пама хавхалантараççĕ.