Хĕрÿ сăмахпа, çивчĕ калемпе

Чăваш писателĕсем Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче

 

Чăваш литератури Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче вилнисем Вăрçăран таврăннисем
Хĕрÿ сăмахпа, çивчĕ калемпе

Аркадий Эсхель

Чăваш халăхĕпе унăн литератури Аслă Отечественнăй вăрçă кунĕсенче

I. Пăрлă Çурçĕрти Баренц тинĕсĕнчен пуçласа вĕри Кăнтăрти Хура тинĕс патне çитиччен, Сталинград патĕнчен пуçласа Берлина çитиччен сарăлса выртакан çĕр талккишĕнче тăватă çул хушши хаяр та юнлă çапăçу пычĕ. Кун пек вăрçа этемлĕх хăйĕн вăрăм кун-çулĕнче халиччен нихăçан та курман.

"…" Паттăр Совет Çарĕ, фашистла нимĕç çарне пуçĕпех çапса аркатса, Берлин çине çĕнтерÿ ялавне çĕклерĕ.

Тăван çĕрĕн Хĕвеланăçĕнчи районĕсене ирсĕр фашистсенчен тасатса пĕтерессĕшĕн, аслă çĕнтерÿ уявне хăвăртрах çывхартассишĕн пирĕн воинсем хăйсен вăйĕпе юнне хĕрхенмесĕр тăшманпа çапăçрĕç, тылри ĕççыннисем – фабрикăсемпе заводсенче, колхоз уйхирĕсенче ывăнма пĕлмесĕр ĕçлесе, çĕнтерÿ хĕçпăшалне туптарĕç, фронта мĕн кирлине пурне те парса тăчĕç. Çак хĕрÿллĕ кĕрешÿпе ĕçре пирĕн чăваш халăхĕ те, ытти тăванла халăхсем пекех, хăйĕн пысăк паттăрлăхĕпе пултарулăхне кăтартрĕ. Мĕншĕн тесен, пирĕн халăх çав вăрçăра хăйĕн юратнă çĕршывне, хайĕн хулисемпе ялĕсене, хăйĕн пуян уйхирĕсемпе çаранĕсене, хăйĕн пуянлăхĕсене, хăйĕн культурипе искусствине, хăйĕн ирĕклĕхĕпе чыслăхне хÿтĕлесе хăварассишĕн кĕрешрĕ. "…"

Çапла вара, пирĕн халăхăн иртнĕ вăрçăра тăшманран хÿтĕлемеллисем нумай пулчĕç. Çавăнпа та ĕнтĕ чăваш халăхĕн ывăлĕсем Аслă Отечественнăй вăрçă фрончĕсенче, пирĕн тăван çĕршыври мĕнпур халăхсен ывăлĕсемпе алла-аллăн тăрса, фашистла вăрă-хурахсене хирĕç паттăррăн çапăçрĕç.

III. Совет писателĕсен çĕршыв умĕнчи тивĕçлĕхĕ – халăх кĕрешĕвĕн анлăшĕпе тарăнăшне ăнланса илсе, Аслă Отечественнăй вăрçă паттăрĕсен улăпла сăнарĕсене кăтартса парасси, вĕсен мĕнпур этемлĕхшĕн пархатарлă та аслă ĕçĕсене чăн-чăн художниксем пулса çутатса парасси, çапла вара хамăрăн халăха татах та паттăртарах пулма шухăш-кăмăл тĕлĕшĕнчен хĕç-пăшаллантарасси пулса тăчĕ.

Пирĕн писательсем хăйсен тивĕçлĕхне лайăх ăнланса илчĕç. Совет литературин сасси вăрçăри тупăсен кĕрлевĕпе хупланса лармарĕ. Пирĕн чăваш литератури те, ытти тăванла халăхсен литературисем пекех, вăрçă кунĕсенче хăйĕн вăйне малалла ÿстерчĕ.

Писательсен вăрçă вăхăтĕнчи произеденийĕсене пăхса тухсан, пирĕн литература ăшчикĕпе формисем енчен малалла пуянланни курăнать. Литературăн аталану çулĕ вăрçа пула татăлмарĕ; пачах та урăхла, вăл хăватлăн малалла та тăвалла хăпарса пычĕ. Тăван çĕршыва пĕтĕм чун-чĕререн юратни, ылханлă тăшмана хаяррăн курайманни писательсен пултарулăхне татах та ытларах çулăмлантарчĕ.

Аслă çулпуç Сталин юлташ чĕннипе пирĕн ĕççыннисем хăйсен пĕтĕм ĕçне вăрçă вăхăтне тивĕçлĕ пек урăхлатса çĕнетме тытăнсан, писательсем те хăйсен перисене штыкпа танлаштарчĕç.

Пирĕн юратнă тăван çĕршыв çине фашистсен йытă кĕтĕвĕсем сиксе ÿксен, писательсем чи малтан хăйсен халиччен çырнă оборонăллă сăвви юррисене, калавĕсемпе очеркĕсене пĕрле пухса, коллективлă кĕнекесем туса кăларчĕç. Çапла чи малтанхи кĕнекесем – "Тăван çĕршывшăн, аслă Сталиншăн", "Хĕрлĕ ялавпа" ятлă сборниксем çуралчĕç.

Чăн та, çав малтанхи кĕнекесенче вăрçă мĕн тери хаяр пулассине, тăван çĕршыв умне тухса тăнă хăрушлăх мĕн тери пысăк пулассине тавçăрсах çитерейменни, халăхăн çав вăрçăри задачисене çăмăлраххăн ăнланни сисĕнетчĕ. Унта декларациллĕ сăвăсем ытларахчĕ. Анчах çапах та, тăшмана хирĕç хатĕрлесе хунă мĕн пур пек хĕçпăшала арсеналран кăларса, унпала малтанхи кунсенче усă курни вăхăтлă та вырăнлă пулчĕ. Çакă вăл пирĕн писательсем, пирĕн халăх сĕмсĕр тăшмана пушă алăпа мар кĕтсе илнине, пирĕн халăхăн мораллĕ-политикăллă пĕрлĕхĕ никам хавшатайми çирĕп пулнине кăтартса пачĕ, çакă вăл малтанхи кунсенчех халăха вăрçа мобилизацилеме пулăшрĕ.

Пирĕн çĕршыв йĕри-тавра тăшман тăнине эпир лăпкă вăхăтра та пĕр самантлăх та манман:

Хĕçсем çивĕч, çирĕп тытнă пăшала.
Тус-винтовка пирĕн тĕрĕс, тĕл перет.
Ыткăн, ыткăн, урхамахăм, малалла!
Çилхÿ витĕр, çилхÿ витĕр çил вĕрет.
(Уйăп Мишши, "Çилхи витĕр çил вĕрет".)

"…" тăшман вăрă-хурахла, кĕтмен çĕртен, систермесĕр тапăнчĕ пулсан та, ăна эпир хамăрăн мĕнпур хĕçпăшалсене алла тытса кĕтсе илтĕмĕр. Çавăнпа та ĕнтĕ мирлĕ вăхăтра çырнă оборонăллă сăвă-юрăсем малтанхи кунсенчех нимĕнпе те улаштарма çук хĕçпăшал пулса тăчĕç. Пирĕн сăвăсем Совет Çарĕн воинне çапăçу хирне хăюллăн тухма чĕнчĕç, пирĕн иртнĕ вăрçăсем (Хасан, Халхин-Гол, Финлянди вăрçисем) çинчен çырнă калавсемпе очерксем çĕнĕ боецсене кăштах та пулин вăрçă опычĕсемпе паллашма пулăшрĕç. Малтанхи кĕнекесем – "Тăван çĕршывшăн, аслă Сталиншăн!", "Хĕрлĕ ялавпа" ятлă сборниксем ĕнтĕ, çак енчен пăхсан, паха пулса тăраççĕ.

Вăрçăн пирвайхи кунĕсенчех пирĕн литературăра, пуринчен ытларах, очеркла литература, чĕнекен поэзи, пĕр актлă пьесăсем пысăк вырăн йышăнчĕç. Вĕсене чăваш ĕççыннисем хапăлласах кĕтсе илчĕç.

Халăхăн мирлĕ пурăнăçне татса, пирĕн чечекленекен çĕршыва юнлă вăрçăпа килнĕ тăшмана хирĕç халăхăн пĕтĕм хаярлăхĕпе курайманлăхĕ çĕкленчĕ. Совет халăхĕ ылханлă фашизма хирĕç танксемпе те самолетсемпе кăна мар, тупăсемпе те пăшалсемпе кăна мар, хайĕн аслă литературипе те хаяррăн кĕрешĕве тухрĕ. Вăрçă кунĕсенче халăх Пушкин, Лермонтов, Гоголь, Толстой, Максим Горькипе Маяковский произведенийĕсене çĕнĕ туйăмсемпе, çĕнĕ шухăш-кăмăлпа вулама тытăнчĕ. Толстойăн "Война и мир" романне нумай çынсем çĕнĕрен вуласа тухса, вырăс халăхĕн авалхи паттăрлăхĕнчен паянхи кĕрешÿ валли вăй илчĕç. Çавăн пекех вăрçă кунĕсенче халăхăн хăйĕн творчестви çĕнĕ вăйпа хускалса çĕкленчĕ. Халăх творчестви – фольклор – тăшманпа çапăçнă çĕрте çивĕч хĕçпăшал пулса тăчĕ. Халăх хушшинче нимĕç захватчикĕсене, çынçиен Гитлера ылханса питлекен çĕнĕ сăвă-юрăсем, такмаксем тăшман чĕрине çивĕч сăнă пек витекен пословицăсемпе поговоркăсем çуралчĕç. Чăваш писателĕсем, хăйсен произведенийĕсене пичетлесе кăларнипе пĕрлех, вăрçă пуçланнă çул халăх юрри-сăввисене пухса, "Фашизма хирĕç фольклор" ятлă кĕнеке кăларчĕç.

Чăн та, ку кĕнекере пурте пĕр пекех паха теме çук, анчах уйрăм такмаксемпе пословицăсем тăшмана витĕмлĕн пырса çапаççĕ.

Акă илер, Красноармейски районри Яманак ялĕнчи Иван Алексеевран çырса илнĕ "Çунса кайтăр" ятлă такмака. Ку сăвă пысăк мар, унта пĕтĕмпе те сакăр йĕрке çеç, анчах вăл чăннипех те хаяр çулăмпа çунса тăрать.

Пусмăр кÿрен Гитлерне
Йĕрĕх тыттăр, хĕн куртăр,
Шăтан-юханпа аптăратăр,
Шăна ларса хуртлантăр.

Юнпа хĕрелнĕ Гитлерне
Çĕлен сăхса аптраттăр.
Вуник курка юн юхтăр,
Типсе хăрса, çунса кайтăр!

Е тата çав районрах Чатукасси ялĕнчи Николай Павловран çырса илнĕ "Айтăр, пĕрле кайăпăр" юрă:

Юратнă, тăван ял-йышсем,
Айтăр пĕрле кайăпăр.
Гитлер пуçне касăпăр,
Мăн çул хĕрне çакăпăр.

Иртен-çÿрен сурса ирттĕр,
Шалçа çинчех çĕрсе кайтăр,
Çакăн пек пултăр ман ылхан.

Ку сăвă пĕтĕм халăхăн хаяр шухăш-кăмăлне каласа ларать. Ăна ылхав чĕлхи тесе каласан та ытлашши пулмасть.

Кĕнекере хамăрăн юратнă тăван çĕршыва, ăна паттăррăн хÿтĕлекен халăх ывăлĕсене мухтавласа çырнă сăвă-юрăсем, халăхăн кĕрешÿри шухăш-кăмăлне, унăн хуйхи-суйхине кăтартса паракан сăвă-юрăсем, халăх хăйĕн ывăлĕсене çапăçу хирне ăсатнă чухне пехиллесе каланă сăмахсене пĕтĕçтерсе çырнă сăвă-юрăсем чуна витермелле илтĕнеççĕ.

Çавăн пекех "Чăн сăмахăн суйи çук" текен уйрăма кĕртнĕ ваттисен сăмахĕсем те чылайĕшĕсем тăшмана намăс юпи çумне пăталаса хураççĕ. Акă тĕслĕхсем: "Выçă кашкăр та фашистран йăвашрах; фашиста пĕр татăк париччен, йытта виç татăк пар; пусаран вăрлăх ан кĕт, фашистран – ырлăх ан кĕт; фашистăн çăткăм хырăмне – хурçă тăхлан тултар çăкăр вырăнне; ăçта Гитлер чунилли – унта çын вилли; пуля, куçсăр пулин те, фашиста тупатех; фашист паян полковник – ыран покойник; пуйма тухнă нимĕç вилĕм тупнă; юнпа илнĕ мул юнпах пĕтет; вут-пуççине – шыв, Гитлер пуçне – штык".

Халăх сăмахĕсем халăх ывăлĕсене çапăçу хирĕнче герой пулма, тăван çĕршывшăн арăслансем пек çапăçма, халăх ĕçĕшĕн тÿрĕ кăмăллă та çирĕп тăма, чыса лайăх сыхлама чĕнеççĕ: "Тăван çĕршыв сыв пулсан, тăван йăву пулĕ сан; вилĕмрен ан хăра, пурăнмăн хурлăхра; сехрÿне хăпартиччен, чышкуна хăпарт; ÿркев ÿкерет, хастарлăх хăтарать; ĕç умĕнче пилĕк таран авăн, хĕç умĕнче пуç ан тай; упаленсе пурниччен, ура çинче тăрса вил; пуçна çухатсан та, чысна ан çухат; ан тĕлĕнтер чĕлхÿпе, ĕнентер – ĕçÿпе; фашист пĕтмесĕр винтовкăна ан пăрах".

"Фашизма хирĕç фольклор" кĕнеке валли материалсем пухнă çĕрте уйрăмăнах фольклор пухакан И. Патмар (Анисимов) тата В. Долгов (Хутарсем), Иван Мучи, Кăлкан, М. Ястран, Г. Краснов писательсем вăй хурса ĕçленĕ. Вĕсем тăван литературăшăн та, халăхшăн та пысăк ĕç тунă.

"Фашизма хирĕç фольклор" вăрçăн малтанхи çулĕнче кăларнă кĕнеке, унтанпа вăхăт чылай иртрĕ. Çав вăхăт хушшинче, паллах, халăхăн çĕнĕ сăвви-юррисем, юмахĕсемпе халапĕсем сахал мар çуралнă. Анчах писательсем халăх пултарулăхне пухас тĕлĕшпе çителĕксĕр ĕçлеççĕ-ха. Писательсен ку енĕпе ĕçе вăйлатмалла, писательсемпе халăх хушшинчи çыхăнăва ытларах çирĕплетмелле. Халăх пултарулăхĕн çăлкуçĕ тăван литературăна та, çавăн пекех уйрăм писательсен творчествине те çĕнĕ вăй-хăват кÿрет.

Отечественнăй вăрçăн малтанхи тапхăрĕнче чĕнекен тата тăшмана питлекен пысăк мар сăвăсемпе вăрçă эпизочĕсене кăтартса паракан пĕчĕк очерксем ытларах пулчĕç пулсан, юлашки тапхăрсенче фронтри паттăрсене кăтартса паракан калавсемпе чылай пысăк повеçсем, поэмăсемпе пьесăсем те çуралчĕç.

Писательсем çак аслă вăрçăн тĕп героине – совет халăхне, халăх хушшинчен ÿсекен паттăрсене курса илсе, вĕсен кĕрешĕвĕпе сăнарĕсене литературăра кăтартса парассишĕн пикенсе ĕçлеме тытăнчĕç. Вăрçă вăхăтĕнче литература халăха идея тĕлĕшĕнчен хĕçпăшаллантарса пыма тивĕçлине писательсем ăнланса илчĕç. Литература работникĕсене хăйсен задачисене ăнăçлăн пурăнăçа кĕртсе пыма, чи малтан, вĕсем хăйсем пĕтĕм халăх ĕçне фронтра та, тылра та тÿрремĕнех хутшăнни пулăшса пычĕ.

Чăваш писателĕсенчен нумайĕшĕсем вăрçăн малтанхи кунĕсенчех алла хĕçпăшал тытса тăван çĕршыва хÿтĕлеме кĕрешĕве тухрĕç. Писательсем çакна лайăх ăнланса илчĕç: тăван çĕршыва тăшманран хÿтĕлени вăл – совет гражданинĕн ирĕклĕхĕпе чыслăхне хÿтĕлени, чăваш совет писателĕ пулма тивĕç паракан правăна хÿтĕлени пулса тăрать. Çавăнпа та тăшмана хирĕç писателĕн хурçă перопа кăна мар, алла хĕçпăшал тытса та кĕрешме тиврĕ.

Çавăн пекех тылри писательсем те, государство, общество ĕçĕн ответлă участокĕсене тăрса, пĕтĕм халăхпа пĕрле фронта ĕçлĕн те активлăн пулăшассишĕн кĕрешрĕç, вăрçă вăхăтĕнчи йывăрлăхсене пăхмасăрах, хамăрăн нациллĕ культурăна малалла аталантарса пырассишĕн ырми-канми ĕçлерĕç. Вĕсем хăйсен тылри ĕçĕпе фронтовиксемпе танлашма тăрăшрĕç. Государство учрежденийĕсемпе общество организацийĕсенче пикенсе ĕçленипе пĕрлех, тылри писательсем хăйсен тÿрĕ ĕçне туса пычĕç, вĕсем çĕнĕрен-çĕнĕ произведенисем çырчĕç.

Çапла пирĕн писательсем, совет гражданинĕн тивĕçлĕхне фронтра та, тылра та чыслăн пурăнăçа кĕртсе пырса, Отечественнăй вăрçă кунĕсенче чылай çĕнĕ произведенисем пачĕç.

Вăрçă кунĕсенче, пысăк йывăрлăхсем пулчĕç пулин те, кĕнеке кăларас ĕç вăйсăрланмарĕ, кĕнекесен тиражĕ те чакмарĕ. Пирĕн писательсен Союзĕн хулăм журнал – "Илемлĕ литература" (халĕ "Тăван Атăл") альманах малтанхи пекех çулталăкра тăватă номер тухса тăчĕ. Фронтсенчен килекен сăвăсемпе поэмăсем, калавсемпе повĕçсем чи малтан альманахра пичетленсе пычĕç. Унта çакăн пек пысăк произведенисем: Леонид Агаковăн "Партизан Мурат", Степан Асланăн "Аслати" ятлă повеçĕсем, П. Хузангайăн "Таня" тата "Аптраман-тавраш" поэмисем, Я. Ухсай, Уйăп Мишши, И. Ивник. И. Тукташ, А. Алга, В. Бараев тата ыттисен сăввисемпе поэмисем, В. Долгов (Хутарсем), Данилов-Чалдун, К. Пайраш калавĕсем пичетленчĕç.

Альманахра пичетленнисĕр пуçне чылай писательсен уйрăм кĕнекесем тухрĕç. Çапла, сăмахран, вăрçă кунĕсенче Данилов-Чалдун – "Фронтра", Л. Агаков – "Фронтри ачасем", В. Долгов (Хутарсем) – "Çурхи калавсем", Ф. Уяр – "Çулсем-йĕрсем" ятлă калав кĕнекисем, халăх поэчĕ Н. И. Шелепи – "Çулпуçне халалласа" тата "Чĕнетĕп", П. Хузангай – "Тупа", Я. Ухсай – "Вăрçă хирĕнче", Уйăп Мишши – "Малалла, Хĕвеланăçнелле", С. Шавлы – "Йыхрав", М. Ястран – "Хĕрлĕ ялавпа" ятлă сăвă кĕнекисем кăларчĕç.

"…" Çапла, хисеп тĕлĕшĕнчен пăхсан, пирĕн сахал мар произведени пичетленсе тухрĕ. Çав произведенисене тишкĕрсе тухса анализ тума вăхăт ĕнтĕ. Паллах, пĕр статьяра кашни писателĕн кашни произведенинех тĕплĕн пăхса тухма çук. Кунта эпир вăрçă кунĕсенчи литературăна пĕтĕмĕшпе илсе, унăн паллăрах енĕсемпе саманчĕсене палăртас задача лартнă.

Пĕтĕмĕшле илсен, пирĕн писательсен творчество ăсталăхĕ, идейăллă шайĕ ÿсни, вĕсен тавракурăмĕ аслăланни палăрчĕ. Чылай писательсем халĕ ĕнтĕ хăйсен ĕçĕ çине çитĕннĕ çынсем пек пăхма пуçларĕç, вĕсем литература ĕçне халăх ĕçĕпе çыхăнтарса пыма вĕренсе çитрĕç, хăйсене пĕччен хуçалăхпа пурăнакан алăстисем пек тыткалама пăрахрĕç. Чылай писательсене фронт, Совет Çарĕн шкулĕ мораль тĕлĕшĕнчен çирĕп ура çине тăратрĕ.

Писательсем çакна лайăх ăнланса илчĕç: тăван çĕршыв умне тухса тăнă хăрушлăх – вĕсемшĕн те, пĕтĕм литературăпа искусствăшăн та хăрушлăх пулса тăрать, çав хăрушлăха сирсе ярас тесен, халăхăн пĕтĕм вăйне, вăл шутра литература вăйне те кĕрешĕве мобилизацилемелле, ылханлă тăшмана хирĕç, нимĕç фашизмне хирĕç пур майсемпе те кĕрешмелле. Çакна ăнланса илни чылай писательсене литература ĕçĕ çине ытахалтен туса пыракан ремесла çине пăхнă пек пăхма пăрахтарчĕ. Литературăра текех "курăк ÿснĕ пек шухăшламасăр" çырнă произведенисем валли вырăн юлмарĕ. Пĕр чечек çинчен тепĕр чечек çине вĕçсе çÿрекен лĕпĕшсем пек хăтланакан сăвăçсем курăнми пулчĕç.

Вăрçă пĕтĕм халăхшăн пысăк та йывăр испытани пулнă пекех писательсене те хаяр тĕрĕслÿ витĕр кăларчĕ. Кам пĕлет, хăш-пĕр чĕнмесĕр ларакан писательсем çак тĕрĕслеве тÿсеймесĕр шăпланса ларчĕç-и, тен?! Вăрçă йывăрлăхĕсене пĕтĕм халăхпа пĕрле тÿссе ирттерекен писательсем пĕтĕм халăхпа пĕрле ĕçлерĕç, кĕрешрĕç, çĕнĕрен те çĕнĕ произведенисем çырчĕç.

IV. Граждан вăрçи вăхăтĕнче партизан пулнă М.Н. Данилов-Чалдун Отечественнăй вăрçă кунĕсенче хăйĕн ирĕкĕпе татах алла пăшал тытрĕ. Вăл хăйĕн литература ĕçне тайгари партизансем çинчен çырнипе пуçласа янă. Чалдун çырнă партизан калавĕсене пирĕн вулакансем хапăлласах кĕтсе илнĕ.

Пирĕн юратнă тăван çĕршыва ирсĕр тăшман килсе тапăнсан, писатель Данилов-Чалдун военкомата кайса хăйне фронта яма ыйтрĕ. Вăрçа кайсан, вăл тăшмана хирĕç хаяр çапăçрĕ, хăйĕн паттăр юлташĕсем çинчен калавсемпе очерксем çырса, тăван республикăна ярса тăчĕ.

Унăн "34-мĕш атака умĕн" ятлă çырăвне пурте вуланă пулĕ. Писатель кунта хăйĕн хаярлăхĕ, çапăçури паттăрлăхĕ ăçтан çуралнине каласа парать. Данилов-Чалдун вăрçа кайнă чухне 50 çултан та иртнĕ çын пулнă. Унăн вăрçă пуçланнă çул кăна аслă шкул вĕренсе пĕтернĕ тăван ывăлне фашистсем вĕлернĕ, нимĕç ирсĕрĕсем пирĕн чаплă хуласемпе чечеклĕ ялсене çунтарнă, çаратнă. Ăçтан лăп вырттăр-ха ĕнтĕ совет çыннин чĕри? Ватă партизан Чалдун хăй валли пĕр çул кăна курать – вăрçă çулĕ. Ирсĕр тăшмана пĕтермелле! Чалдуна, ватта сулăннă çынна, военкомат фронта ярасшăн мар пулсан та, вăл хăйĕнне хăйĕн çунса тăракан ĕмĕтне пурăнăçа кĕртетех. Вăл фронта каять, 33 çапăçура пулать. 34-мĕш атакана кĕрес умĕн хăйĕн иртнĕ кунçулĕ çине çаврăнса пахать те, унăн ылханлă тăшмана аркатас хĕрÿлĕхĕ татах та ытларах вĕреме тытăнать.

Чалдунăн фронтран янă калавĕсемпе очеркĕсем совет çыннин вăрçăри шухăш-кăмăлĕсене тарăнăн палăртаççĕ. Писатель вĕсенче совет воинĕсен паттăрлăхне, фашистла ирсĕрсем тăвакан тискер ĕçсене, совет çыннисем нимĕнле йывăрлăха та парăнманнине, нимĕнле ултава та сутăнманнине кăтартса парать. Çав калавсенчен "Вилĕмрен хăтăлнисем", "Мучи мунчи", "Пăлан хыççăн", "Вĕретнĕ шыв" тата ытти калавсем уйрăмах чĕре патне кĕрсе юлаççĕ. Çак пысăк мар ÿкерчĕксенче геройсен сăнĕ кăна мар, писателĕн сăн-сăпачĕ те – вăл малалла ÿсни, унăн пурăнăçĕ татах та ытларах пуянланни курăнать.

М. Н. Данилов-Чалдун вăрçă хирĕнче тăшманпа çапăçса пуçне хучĕ. Пирĕн халăх унăн патриотла ĕçне нихăçан та манмĕ.

Чăвашсен паллă поэчĕ Уйăп Мишши (Шумилов), хăйĕн хĕрÿллĕ кунĕсене Совет çĕршывĕн чиккисене хÿтĕленĕ çĕрте ирттернĕскер, тăшман кĕтĕвĕсем килсе тапăннине фронтăн чи малти позицийĕнче – Совет çĕрĕн Хĕвеланăçĕнчи чиккинче кĕтсе илнĕ. Хаяр çапăçусемпе каялла чакма тивнĕ кунсенче вăл яланах çапăçу вутĕнче пулнă.

Эп ишĕлен хуласем витĕр тухрăм.
Вутра çунатчĕç эп иртнĕ ялсем.
Хураччĕ пĕлĕт. Çухрăм хыççăн çухрăм
Тапăнса килчĕç урнă шаккалсем, –

тесе çырать поэт "Хаярлăх çурални" ятлă сăвăра.

Мирлĕ строительство тапхăрĕнче Уйăп Мишши чаплă Днепрогэса тунине курнă, вăл "Днепрострой" поэма çырнă. Хаяр вăрçă çулĕ поэта татах Днепрогэс патне илсе пырать. Çав "Хаярлăх çурални" сăвăрах вăл малалла хăйĕн чунĕ ыратнине, хаярлăх мĕнле çуралнине каласа парать.

Паян кунччен чĕре кÿтсе тăрать ман:
Эп курнă Днепрогэс ишĕлнине...

Ача-пăча вилнисене эп курнă,
Амашĕсен типейнĕччĕ куççуль,
Ахальтен мар ĕнтĕ çÿçсем ман шурнă,
Чĕрем пиçсе хытнă – пулнă вутчуль.

Поэтшăн тăван çĕршыв – вăл Днепрогэс та, Вăрнар вăрманĕ те, тăван Çăкалăх та, çулăмра çунан Сталинград та.

Пирĕн литературăра Уйăп Мишши яланах хăйĕн сăввисенче общество интересĕсемпе хăйĕн интересĕсене таччăн çыхăнтарса пынипе палăрса тăрать. Пĕтĕмĕшлĕ темăсем унăн хăйĕн темисем пулса тăраççĕ. Поэт, – эпир ăна маларах кăтартса патăмăр, – вăрçă хăрушлăхĕ çинчен мирлĕ вăхăтра та пĕр самантлăха та манман. Çавăнпа та унăн вăрçă вăхăтĕнчи сăввисем уйрăмах витĕмлĕ тухаççĕ.

Сталинград хулине геройла хÿтĕлекенсене халаласа поэт çапла çырать:

Çапăçса, вилĕмпе вилĕме çĕнтерсе,
Ĕмĕр вилĕмсĕр турăр эсир хăвăра.
Сирĕн чаплă ĕçе манас çук ĕмĕрсем,
Янăрĕç ятăрсем юрăра, сăвăра.

("Сталинград")

Тăван боецсене поэт малалла, Хĕвеланăçнелле чĕнет:

Кур, боец, тыткăнри хуласем сан умра,
Ишĕлеççĕ, çунаççĕ вутра, çулăмра.
...Шавлă Днепр кĕтет, сенкер шывлă Дунай.
Ав, мăнаçлă Карпат тăвĕсем асăнаç.
Пур çĕре те сан пурнăç ăшши кÿмелле.
Малалла! Малалла! Хĕвеланăçнелле!

("Малалла, Хĕвеланăçнелле").

Çавăн пек Уйăп Мишши совет партизанĕсем, фронтри паттăр боецсем çинчен хĕрÿллĕ сăвăсем çырса кăларчĕ. Уйрăмах унăн "Салтак амăшĕ" ятлă поэмине палăртмалла.

Чăваш хĕрарăмĕ хăйĕн пĕртен-пĕр ывăлне, тăшмана пĕр шелсĕр вĕлерме пехиллесе, фронта ăсатать. Амăшĕ пехилленине ывăлĕ тÿрĕ кăмăлпа, паттăррăн пурăнăçа кĕртсе пырать. Çапăçу хирĕнче вăл герой вилĕмĕпе вилет. Çакăн çинчен амăшĕ патне ывăлĕн юлташĕсем çырса пĕлтереççĕ. Салтак амăшĕ ывăлĕ вилнине, çак пысăк хуйха, çирĕппĕн тÿссе ирттерет, вăл тискер тăшмана мĕнпур хаярлăхĕпе, чăвашсен авалхи ылхав чĕлхипе ылханать. Амăшĕ хăй ывăлĕн çывăх тусĕсене, хăйсен ашшĕ-амăшĕсене çухатнăскерсене, пурне те хăй патне ывăллăха илме пулать. Çапла Уйăп Мишши çак аслă вăрçăра халăхăн пĕрлĕхĕ, тăвнлăхĕ татах та ÿссе пынине, пирĕн совет хĕрарăмĕн пархатарлă та çирĕп чĕрине кăтартса парать.

Чăн та, Уйăп Мишшин пур сăввисем те пĕр пекех лайăх тени – тĕрĕс мар пулнă пулĕччĕ. Хăшпĕр чухне васкани, çĕнĕ шухăшпа çĕнĕ туйăма кивелнĕ сăмах çаврăнăшĕпе каласа пани, хăнăхнă сăмах çаврăнăшĕсенчен хăтăлма тăрăшманни, йывăртарах вырăнсенче пĕтĕмĕшлĕн каласа иртсе кайма хăтланни сисĕнет. Паллах, Уйăп çак çитменлĕхсене пĕтерме пултарать.

Пирĕн чылай писательсем фронт хаçачĕсенче ĕçлерĕç. Совет Çарĕнчи хаçатсен редакторĕсен е çар корреспонденчĕсен ретĕнче эпир Ухсай, Хузангай, Агаков, Тукташ, Талвир, Алагер, Ильбек, Çитта тата ытти писательсене куртăмăр. Вĕсем, çар пичетĕнче пирĕн паттăрсен сăн-сăпачĕсене кăтартса панипе пĕрлех, тăван республикăна çĕнĕрен-çĕнĕ повеçсем, калавсем, поэмăсемпе сăвăсем ярса тăчĕç. Вĕсем тăван литераурăн пуянлăхне малалла ÿстерсе пычĕç.

Талантлă поэт Ухсай Яккăвĕ пĕр дивизири чăваш боецĕсемпе командирĕсен ячĕпе тăван халăха сăвăлла çыру ячĕ. Ку çырăва поэт Дон çыранĕ хĕрринчи блиндажсемпе çĕрпÿртсенче çырнă. "Çырăвăн кашни сăмахĕн вăйĕнче пур пирĕн юн", тесе çырать поэт. Ку вăл çыру кăна мар, пирĕн чаплă аваллăха, унăн улăп пек паттăр çыннисене мухтавлакан, фронтри хаяр кĕрешĕве, çапăçÿ хирĕнчи геройсене кăтартса паракан, çĕнтерÿ патне, çутă малашлăха чĕнекен поэма пулса тăчĕ.

Дон тăрăхĕнчи çеçенхирсем мĕнпур тăванла халăхсен ывăлĕсемшĕн мĕн тери тăван, чăваш ачишĕн те вĕсем çав тери çывăх та тăван пулчĕç. Çав çеçенхирсене авалхи кĕрешÿ кунĕсенче пирĕн асаттесен юнĕ çуса тасатнă. Паянхи çапăçу хирне те пĕр хĕвелпе уйăхах çутатаççĕ.

Тутахми хĕç пек çут уйăх
Пĕлĕ-т витĕр ишнине
Курнă Куликовăн уйĕ,
Савнă унăн çуттине.

Пурçăн та ука йĕнерлĕ
Утаман Донской авал
Çакă уйăха тинкернĕ,
Малалла çĕкленĕ ал.

Степан Разин утаманăн
Тусĕсем пăха-пăха
Кĕр-кĕрленĕ, асăрханă
Кĕмĕл сăнлă уйăха.

Пирĕн юнра авалхи улăпсен – Димитрий Донскойăн, Степан Разинăн чыслăхпа ирĕклĕхшĕн çуннă хăвачĕ те вĕресе тăрать. Совет Çарĕн воинĕсем авалхи паттăрлăх традицийĕсене çирĕп сыхласа пыраççĕ. Çапла чаплă аваллăх та паянхи паттăрсене кĕрешÿре хавхалантарать. Пирĕн паттăрсем халăхăн чысĕпе чапне çĕре ÿкермерĕç.

Савнă халăх, ăмăрткайăк,
Харсăр санăн чĕппÿсем;
Янтараççĕ ячĕсем.

Вăхăтлăха каялла чакма лекнĕ кунсенче те, тăшманпа хире-хирĕç тăрса вилесле çапăçнă чухне те, çапăçу хыççăн ывăнса çитнипе аслă çĕр кăкри çине тĕшĕрĕлсе анса самантлăх йывăр та кĕске ыйăха путнă чухне те, унтан татах тăрса тепĕр хут хаяр çапăçăва кĕнĕ чухне те, – пĕрмаях пирĕн паттăрсене пĕр шанчăк – çĕнтерÿ шанчăкĕ ертсе пычĕ.

Çитĕ вăхăт, Гитлер пуçĕ
Тăрăнĕ шалçа çине.
Çитĕ вăхăт, алăк уçĕ,
Салтак кĕрĕ хăй килне.
Шыв та сывлăш йăлт тасалĕ
Пыйтлă нимĕç шăршинчен.
Кĕрлесе трамвай хускалĕ
Киев урамĕсенче.

Дон çыравĕнчен поэт хăйĕн шухăшĕсемпе инçетри Днепрăн çыранне курать. Унта – тăван Украинăна, унта – аслă поэтăмăрăн Çеçпĕл Мишшин таса тăприне ирсĕр нимĕç хăйĕн юнлă аттипе таптанă-ха. Мирлĕ вăхăтра Украина хĕрĕсем чаплă поэт тăприне чечексем лартса илемлетсе тăнă пулнă, халĕ вара "ирхине пымасть саркайăк ун тăпри çине".

Анчах:
Аслă Çеçпĕл, халăх чапĕ,
Патриот, кăвар чĕре,
Çĕнтерÿ сехечĕ çапĕ,
Çитĕ эс выртан çĕре.

Сарлака Чернигов уйĕ
Тепĕр хут ешернине
Курăн эсĕ, Çеçпĕл, туйăн,
Сисĕн ирĕк килнине.

Эсĕ туйăн: Хĕрлĕ Çарăн
Йышĕнче тăванусен
Мĕнешкел янраççĕ харăс
Теветкел утăмĕсем.

Эсĕ, савнă Çеçпĕл, шантăн
Хамăр халăх паттăрне,
Малалла чĕнсе янратрăн
Вилĕмсĕр юррусене.

Çак сăмахсене Дон шывĕн сулахай енче çырнă. Çавăнтанпа çулталăк та çитмерĕ, Совет Çарĕ Чернигов уйне, Украина столицине – Киева ирĕке кăларчĕ. Днепр шывĕн сылтăм енне каçса кайрĕ те тăшмана малалла аркатса пычĕ. Пирĕн Совет Çарĕ, совет халăхĕ, вĕсемпе пĕрле пирĕн литература та çавăн пек иксĕлми шанчăк пуррипе вăйлă пулчĕ.

Ухсайăн мирлĕ вăхăтри сăввисенче час-часах нимĕне те пăхăнман "стихия", Пушкăрт çеçенхирĕнчи чарусăр çил пек ирĕклĕ хăват тулхăрса пыни палăратчĕ. Çав хăват тепĕр чухне хăйĕн формине те тупаймасчĕ, сăвă дисциплинине пăхăнсах каймасчĕ, "Ик пÿрнене хыпам та çăвара, лаша вăрри пек шăхăрам" тетчĕ поэт тепĕр чух, шухă хастарлăхне чараймасăр.

Фронт пурăнăçĕ Ухсая хăйне те, унăн сăввисене те çирĕп дисциплина кÿчĕ, Ухсай сăввисенче заводра туптаннă хурçă сасси илтĕне пуçларĕ. Стихийăллă, чарусăр туйăмсем çирĕп шухăша пăхăнма пуçларĕç. Ахальтен мар вăл хăйĕн "Винтовка" ятлă сăввине Лермонтовăн "Кинжал" ятлă сăввин виçипе çырать. Кунта сăвă виçи кăна мар, "Кинжал" сăввăн шухăшĕ те уççăн палăрса тăрать.

Çавăн пекех унăн ытти лирикăллă сăввисенче те хăйĕн виçине тупса йĕркеленнĕ шухăш пĕтĕçсе тăрать. Поэт туйăмпа шухăшăн чăн-чăн гармонийĕ патне çывхарса пырать. Акă, илер "Çумăр" сăвва:

Çĕре çурас пек артиллери
Кăвар çуса шавланă чух,
Сасартăк аслати кĕрлерĕ,
Пин-пин снаряд пек аçа-чул
Тÿпе çинче сиксе çÿрерĕ.

Лĕп ăшă çумăра ырларăм,
Хывса пăрахрăм каскăма,
Çара пуç тăтăм та сăнарăм:
Епле пуçларĕ çăвăнма
Аманнă çĕр, аннем-мăнтарăн!

Чир кайтăр! Вилнĕ нимĕç пÿрĕ,
Шăрши çухалтăр çĕр çинчен!
Çĕртĕр тăшман вилли, çĕр чирĕ!
Çу, çумăр, чашкăр! Вăрçă хирĕ
Тасалтăр, уçăлтăр тĕнче!

Ухсай сăвăçă кăна мар, вăл талантлă драматург та. Паллах, вăрçă хирĕнче, блиндажра пысăк калăплă япаласем çырма йывăр пулнă. Анчах шанас килет: тĕнчери чи аслă вăрçа тÿссе ирттерсе пысăк пурăнăç опычĕпе пуянланнă поэт малашне пирĕн аслă саманана тивĕçлĕ анлă произведенисем парĕ.

Пысăк калăплă произведенисем вăрçă вăхăтĕнчех çуралса пычĕç. Вулакансем П. Хузангайăн паттăр партизанка Зоя Космодемьянская çинчен çырнă "Таня" ятлă поэмине хаваслăн кĕтсе илчĕç. Поэма нумай çĕрте пичетленсе тухрĕ. Ăна вăтам шкулсенче вĕренеççĕ. Пирĕн çитĕнсе пыракан çамрăксем тăван çĕршывăн паттăр хĕрĕнчен халăх телейĕшĕн Таня партизанка пекех тÿр кăмăллă пулса кĕрешме вĕренеççĕ. Çитĕннисем Зоя сăнĕнче пирĕн революцин çитĕнĕвĕсене, социализмлă революци совет çыннисене шухăш-кăмăл тĕлĕшĕнчен мĕн тери пуянлатнине кураççĕ. Зоя ячĕ – мĕнпур çамрăк ăрушăн, пĕтĕм халăхшăн ĕмĕр-ĕмĕр сÿнми çăлтăр пулса çуталса тăрĕ. Вăл пĕтĕм халăха вилĕмсĕр паттăрлăхăн тĕслĕхĕсене кăтартса пачĕ.

Тавтапуç сана, тăванăм,
Йăмăк, тус, хĕр-паттăр!
Пире çул уçса эс панă,
Çав çулпа пыратпăр!..
"Тавтапуç, тăванăм", тейĕç:
Çамрăк лейтенант та,
Хура-шур курнă гвардеец,
Ватă генерал та.
"Тавтапуç!" тейĕ мухтавлă
Хĕрлĕ Çар пĕр танлăн.
"Тавтапуç!" тейĕ пур халăх
Ячĕпе те Сталин.

Поэма 1941 çулхи йывăр та хăрушă кĕрхи кунăн атмосферине, Мускав урамĕсен хумхануллă сывлăшне, совет çыннисен тулса çитнĕ хаярлăхне пĕтĕçтерсе кăтартать. Чăн та, поэт Зойăн кĕске те пархатарлă пурăнăçĕн драматизмне литература тĕлĕшпе çирĕп сюжета йĕркелесе кĕртеймен. Чылай материалсемпе (Зойăна сутни, ăна сутакансене кайран тытни тата ыт. те) поэт усă курайман. Хузангай поэмăна повествовани формипе мар, юрă формипе çырнă. Ку енчен пăхсан, поэма питех те килĕшÿллĕ. Поэмăн кашни сыпăкне, хăйне уйрăм кăмăлне кура, хăйне уйрăм сăвă виçипе çырнă. Çакă вăл поэмăн пахалăхне хăпартать. Поэма пуçламĕшĕнче "Сар Хĕвел хĕрĕ Хĕвелпи çинчен" хывнă легендăпа поэт питĕ вырăнлă усă курнă.

Хăçан та пулин çитмеллех мехел:
Пĕтмеллех тĕттĕм, çĕнмеллех Хĕвел,
Çавăнпа кулать Хĕвелпи, – тесе
Йăпанаççĕ мĕн çĕр çинчи çынсем.

Пĕтĕм поэма çак шанчăка çирĕплетсе парать те ĕнтĕ: тĕттĕм пĕтмелле, Хĕвел çĕнмелле!

Пĕр вăхăтра вулакансем – Хузангай сивĕ, ăнланма йывăр сăвăсем çырать, – тесе ÿпкелешетчĕç. Çав вăхăтрах унăн çав тери ăшă лирикăллă сăвăсем те пурччĕ. Поэт ун чухне темĕнле икке уйăрăлнă пек туйăнатчĕ. Халĕ çав туйăм "Таня" поэмăра та, "Тупа" ятлă кĕнекери сăвăсенче те сисĕнмест. Обществăллă интерессемпе поэтăн хăйĕн шухăш-кăмăлĕсем пĕр-пĕринпе ытларах пĕтĕçсе пыраççĕ.

Хузангай чăваш халăхĕн паттăр ывăлĕсемпе хĕрĕсем çинчен, тăванла халăхсен çапăçу хирĕнчи туслăхĕ çинчен "Аптраман тавраш" ятлă поэма çырчĕ. Унта поэт нимĕнле йывăрлăхран та хăраман, нимĕнле лару-тăрура та аптраман Энтри ятлă чăваш ывăлĕн тата унăн тусĕсен сăнĕсене уççăн кăтартса парать. "Тупа" ятлă сăвă кĕнекине тăван çĕршывшăн, ирĕклĕхшĕн, чысшăн, тăван Мускавшăн, Ленинградшăн хăюллăн кĕрешме чĕнекен, фронтри рядовой боецсен, ытарайми сестрасен, Совет Союзĕнчи халăхсен кĕрешÿри паттăрлăхĕпе туслăхне кăтартса паракан сăвăсене кĕртнĕ. Çавăн пекех унта тăшмана питлекен сатирăллă сăвăсем те пур. Вăл сăвăсем пурте пĕр пекех лайăх теме çук, анчах, пĕтĕмĕшпе илсен, вĕсем Хузангай тĕрĕс çул çинче – ÿсĕм çулĕ çинче тăнине кăтартса параççĕ. Поэт фронт пичетĕнче вырăсла сăвăсем те пичетленĕ, тăван республикăна та фронтран çĕнĕрен-çĕнĕ сăвăсем çырса тăчĕ.

Вăрçăра тĕлĕнмелле эпизодсем нумай пулса иртеççĕ. Вĕсенчен кашнин çинченех интереслă каласа пама пулать. Анчах çакă вăл литература пулмасть-ха. Литература, чи малтан, событисемпе çынсене кăтартса панинче мар, çав событисемпе çынсен "чуне" уçса панинче палăрса тăрать. Писателĕн событисемпе çынсем çине фотоаппарат объективĕ витĕр мар, художник куçĕпе пăхмалла. Эпизодсене калавласа е сăвăласа çырса каяс пулсан, кунне вуншар калавпа сăвă та çырма пулать. Писатель вăрçă вут-çулăмне хăйĕн чĕри витĕр кăларма тивĕçлĕ. Вăл, событисемпе çынсене пĕтĕçтерсе, вĕсен уйрăмах палăрса тăракан характерлă енĕсене илсе, хăйĕн типĕсене, хăйĕн геройĕсене чĕрери туйăмпа ăшăтса, художник аллипе сăнласа парать. Чăн-чăн пиçательсем çавăн пек ĕçлеççĕ те ĕнтĕ.

Малтанхи кунсенчех вăрçă вутне кĕнĕ поэт-командир Александр Алга хăй тупнă лирика çулне нимĕнле çилтăвăлра та улăштармарĕ. Çав çул унăн сарăлса, анлăланса кăна пычĕ.

Поэт хăйĕн сăввисенче событисене пĕрин хыççăн тепĕрне ÿкерсе каймасть, çав событисем çине унăн лирикăллă геройĕ, поэт хăй мĕнле кăмăл-туйăмпа пăхнине кăтартса парать. Анчах унăн кăмăл-туйăмĕсем, вĕсенче хăйне кура уйрăмлăхсем пур пулсан та, ытти совет воинĕсен кăмăл-туйăмĕсенчен хăпса, татăлса каймаççĕ. Поэт ыттисен кăмăл-туйăмĕсене, пĕтĕмĕшлĕ кăмăл-туйăмĕсене, хăй чĕри витĕр ăшăтса кăларать. Акă илер, "Асил-ха, юлташăм!" сăвва. Кунта сăвăç, çутçанталăка та чун кĕртсе, тăшмана хирĕç тăратать. Вăл хăй мĕн курни-илтнине ÿкерсе каймасть, хай мĕн туйнине сăнласа парать.

Çуралнă çĕршыв çул тавра тăрса юлчĕ.
Çеçкеллĕ- вăрман, чечекленнĕ çаран...
Кашни чĕрĕ çулçă пуç тайрĕ, ал сулчĕ,
Хаяр вăрçăран çĕнтерсе тухма сунчĕ:
"Эс паттăр пул",- терĕ. – Вĕлер тăшмана!
Ун юнлă ури ан таптатăр мана!"

Çапла туять, çапла шухăшлать поэт. Çавăн пекех кашни совет çынни те шухăшлать. Кунта поэтăн кăмăл-туйăмĕ пĕтĕм совет çыннисен кăмăл-туйăмĕпе пĕтĕçсе, пĕр кăмăл-туйăм пулса тăрать. Çавăнпа та сăвă чĕре патне пырать, чуна витет, шухăшлаттарать, хавхалантарать. Унăн музыки те хумхантаракан музыка пулса тарать.

Акă тата тепĕр тĕслĕх ("Хăрушлăхпа хаярлăх" сăвă):

Ула уйхирте урнă тупă улать,
Уяр тÿпере çухăрать хурçă кайăк.
Эпир юратса тăнă лăпкă хула
Вутра ялкăшса, тÿсет айăпсăр айăп.
Ним айăпсăр çын йынăшса юн хăсать,
Çуртсем вăркăнаççĕ, ай-çийĕн çунаççĕ.
Ĕнсе хуралать симĕс тăрăллă сад...
Çаплах тÿпене хуплать вилĕм çуначĕ.
Хула варринче тамăк вучĕ улать,
Масар пек юлать эпир савнă хула.

Поэт кунта та вăрçăри совет хулин асапне аякран курса тăракан çын пек мар, çав асапа хăй те пĕрле тÿссе ирттерсе, сăнласа парать. Кунта чĕре, чун ыратни палăрать. Çавна поэт сăмахпа каласа мар, сăвă музыкипе те кăтартса парать. "Ула уйхирте урнă тупă улать". Кунта чăннипех те уланă сасă илтĕнсе каять, çав музыка вулакана систермесĕрех çавăрса илет. "Уяр тÿпере çухăрать хурçă кайăк..." Кунта фашистсен "Хейнкелĕ" сăххăн нăйкăшса хăйăлтатнă пек туйăнать. Сăвă çаврăмĕ татах çав уланă сасăна вĕçленет. Çапла поэт сăвă янравлăхĕпе пĕлсе усă курать.

Çак енĕпе ĕнтĕ Александр Алга сăввисем ытти поэтсен сăввисенчен уйрăлса, палăрса тăраççĕ.

Анчах çак меслетрен пăрăнса, урăх меслетсемпе усă курма тытăнсан, Алга хайне çирĕп çĕр çинче тăнă пек туймасть. "Хăюлăх" сăвăра вăл разведкăри пĕр эпизода ÿкерсе пама пикенет. Кунта поэт разведчик ĕçне хăй хутшăнмасăр юлма тăрăшать, вăл ку эпизода ÿкерсе кăна парасшăн. Тухмасть! Тухсан та, Алга сăвви мар, шупка та вăйсăр сăвă.

Акă, малалла, "Ырă ят" сăвăра вăл татах хăй сассине тупать:

Çĕрлехи вăрçăра чавкаланнă сăрта
Шăранса çутатать ирхи ылттăн.
Сывлăм ÿкнĕ варта çамрăк паттăр выртать,
Пăшалне-чăмăртанă вăл хыттăн.

Итлесем, ырă хĕр, астусам ун ятне.
Ман чĕре çумĕнчех унăн адресĕ.
Аслă Атăл ялне, савнă тусăм патне
Ман çинчен пĕлтерсе çыру яр эсĕ.

Леонид Агаков вăрçа вăхăтĕнче "Тăван юншăн" ("Партизан Мурат") ятлă чылай пысăк повесть пичетлесе кăларчĕ. Ку повеçе вăл хăй фронта тухса каяччен, çарта чухне, çырма пуçланă. Кайран, фронтра пулса курнă хыççăн, Агаков хайĕн повеçне нумай улăштарчĕ.

Пĕтĕмĕшпе илсен, повесть совет партизанĕсен сăнне кăтартса паракан чылай паха произведени пулса тăрать. Унăн тĕп геройĕ çамрăк ача Мурат, йывăр кĕрешÿре пиçĕхсе, çитĕнсе пырать. Поевеçĕн чĕлхи те сюжечĕ те уçăмлă, вулама çăмăл. Анчах çав повеçри ĕçсем ытла та янкăрах уçăмлă пек туйăнаççĕ. Чăн-чăн пурăнăçри ĕçсем кăткăсрах та йывăртарах пулса пыраççĕ. Писателе час-часах эпизодсем илĕртсе каяççĕ, вăл геройсен шухăш-кăмăлĕсене çителĕксĕр уçса парать. Сăмахран, эпир повеçе вуласа тухнă хыççăн тĕп герой – Мурат мĕнле нацирен пулнине те пĕлсе юлаймастпăр. Унăн хăйне тивĕçлĕ характерлă енĕсене писатель палăртайман. Мурат абстракциллĕ çын пулса тухать.

Эпизодсем хыççăн каясси Агаковăн ытти хăшпĕр калавĕсенче те палăрать ("Хăюлăх", "Юлташ пурнăçĕ"). Агакова чи малтан вăрçăри çивчĕ лару-тăру çавăрса илет, вăл çав лару-тăрура çынсен шухăш-кăмăлĕ мĕнле пулни çине çителĕксĕртерех çавăрăнса пăхать.

Паллах, вăрçăри çыннăн психологире "чаваланма" вăхăт сахалтарах. Çапах та калавсем журналист ÿкерсе паракан эпизодсем кăна ан пулччăр тесен, писателĕн чи малтан этем чунĕпе интересленмелле. Çак енĕпе пăхсан, Агаковăн юлашки вăхăтри калавĕсем ("Фронтри ачасем", "Салтак чунĕ") писателĕн ÿсĕм çулне палăртса тăраççĕ. "Салтак чунĕ" калав хăйĕн ячĕпе кăна мар, пĕтĕм содержанийĕпе те салтак чĕрине кăтартса парать, кунта писатель этемĕн чĕрипе, чунĕпе чăннипех интересленме пуçлани сисĕнет.

Писатель Илья Тукташ вăрçă вăхăтĕнче пĕчĕк калавсемпе прозăллă сăвăсем пачĕ. Прозăллă сăвă пирĕн литературăра çĕнĕ явлени мар. Эпир Тайăр Тимккин 1906-мĕш çулсенчех çырнă "Çутта тухасчĕ!", "Пурнăç çутти" ятлă паха сăввисене астăватпăр. Анчах Тукташăн прозăллă сăввисемпе пĕчĕк калавĕсенче – çĕнĕ вăхăт, çĕнĕ шухăшсемпе туйăмсем. Çав произведенисене темĕнле романтикăллă сывлăш çĕклентерсе тăрать. Акă, тĕслĕхе, "Шăпчăк" ятлă сăвва илсе пăхар:

"Ку вырăнта чечекленсе чие пахчи ÿсетчĕ, чие пахчинче кашни каç, кашни ир шăпчăк юрă шăратчĕ. Хавасланса тухатчĕ çамрăк хĕр пахчана, лăпкă кÿлĕ хĕррине, шăпчăк юррине итлеме.

Анчах хура иикек килсе çапăнчĕ кĕтмен самантран. Хаяр аслати кĕрлерĕ те çĕр çурăлса вут тухрĕ. Тĕнче тÿпинчен çĕр çине вутлă сăнăсем çума пуçларĕç.

Кĕвви татăлчĕ пахчари сарă кайăкăн, урăх илтеймерĕ çамрăк хĕр унăн илемлĕ юррине. Вара вăл алла ашшĕ пăшалне илсе, хаяррăн тупа туса, сăмах пачĕ:

– Тавăрăп. Хамшăн та, пурнăçшăн та, шăпчăкшăн та тавăрăп!"

Çакă кăна. Сăвă питĕ кĕске. Вăл темĕнле юмах пек те туйăнса каять. Анчах вăл питĕ ĕненмелле юмах. Унта – тăшман пирĕн тÿлек те илемлĕ пурăнăçа татни (пахчари шăпчăк та вутран хăраса тарнă-çке ха!), совет хĕрĕн чунĕ ыратни, вăл тăшмана пĕтĕм чунчĕрипе тарăхни палăрса тăрать. Совет хĕрĕ, ашшĕ пăшалне илсе, тăшманпа кĕрешме партизана тухса каять. Кунта – шăпчак та, ашшĕ пăшалĕ те символла япаласем. Шăпчăк юрри – илемлĕ пурăнăç юрри – татăлнă, уншăн тăшмна тавăрмалла. Хĕр ашшĕ пăшалне – тăшмана хирĕç кĕрешнĕ çĕрте яланах шанчăклă пулнă пăшала илет. Çапла тăван çĕршыва сыхлас пархатарлă традици ăруран ăрăва куçса пырать.

"Пурнăçпа вилĕм" ятлă прозăллă сăвăра ватă мучи хĕвеланăçĕнчен хĕвелтухăçнелле утать. Вăл тискер тăшманран тарать. Ун аллинче чĕрĕ йăмра туя. Вăл çавăн пек чĕрĕ йăмра тураттисене юханшыв хĕррине кашни çулах каса-каса лартса, хăватлă йăмрасем ÿстернĕ. Мучи ĕмĕрех чĕрĕ пурăнăç çитĕнтерсе пынă. Анчах ирсĕр тăшман килчĕ те пурне те çунтарать. Старик çав тăшманран тарса хăтăлма шутлать. Пĕр вырăнта канма чарăнсан, вăл аллинчи йăмра тураттине юханшыв хĕррине лартса хăварма шутлать. Унăн пурăнмалли нумай мар, ан тив йăмра ÿстĕр, пурăнăçа малалла тăстăр! Шыв хĕрринелле пĕр утăм ярса пуссанах, вăл совет боецĕн виллине курать. – Ой, ывăлăм! Ой, пурнăçăм! – тесе хыпăнса ÿкет старик. Вăл çак паллă мар салтака çĕр чавса пытарать те аллинчи чĕрĕ йăмра тураттине ун тăпри çине лартса хăварать. Халĕ ĕнтĕ вăл хĕвелтухăçнелле мар, каялла – хĕвеланăçнелле çул тытать. Халĕ ĕнтĕ вăл тăшманран тарасшăн мар, ăна хăйĕн юлашки вăйĕпе те пулин тавăрасшăн.

Çавăн пекех тутар ывăлĕн Хассанăн юратăвĕпе çапăçури чеелĕхне кăтартса паракан "Хассан" калав, пирĕн совет воинĕсем чăн-чăн этем чĕриллĕ, чыслă та пархатарлă, пысăк та тарăн кăмăл-туйăмлă çынсем пулнине кăтартса паракан "Хура кушак", "Такан пăти" тата ытти калавсемпе новеллăсем те вулакан чĕрине хускатмаллипех хускатаççĕ. Совет çыннин гуманизмĕ, унăн мораллĕ виçи питĕ çÿлте тăнине кăтартса парса, çав калавсем, чăн-чăн поэзи произведенийĕсем пек, пире кĕрешÿре хавхалантараççĕ.

Тукташăн вăрçăчченхи "Шурă роза", "Пурнăç пуçламĕшĕ" ятлă произведенийĕсенче сентиментализм, ытлашши çепĕçлĕх палăратчĕ пулсан, вăрçă вăхăтĕнче çырнă калавĕсемпе сăввисенче çав сентиментализм пĕтсе пыни сисĕнет. Çапăçу хирĕнче этем чĕри хаярланать, çавăнпа ăна тепĕр чухне этемле ăшă сăмах, савни çырăвĕ, тăван çын янă ăшă хыпар сиплĕ эмел пекех кирлĕ. Тукташăн калавĕсем çавăн пек ăшă сăмахсем пулса тăраççĕ те ĕнтĕ. Тен, чăн та, кунта писателĕн тепĕр чухне чĕрĕ çынсене деталь тавра, "такан пăти" тавра çавăрăнтарассинчен сыхланмалла та пулĕ. Калав е сăвă çырма писательпе поэта уйрăм деталь çеç мар, чĕрĕ çын хавхалантарма тивĕçлĕ.

Форма тĕлĕшĕнчен пăхсан, Тукташ калавĕсем пирĕн проза та, поэзи пекех, малалла ÿссе пынине, прозăн кучухнехи виçере тăракан çĕнĕ формисем çуралнине, примитивизм, чăн та ерипен, анчах пĕтсе пынине кăтартса параççĕ.

Прозăра, вăрçă çинчен çырнă чухне, эпизодсене калавласа каяс туртăм уйрăмах вăйлă пулма пултарать. Çапăçу тĕтĕмĕнче чĕрĕ çынна курса илме йывăртарах, анчах писателĕн çав чĕрĕ çынна, çынна кăна мар, унăн чĕрине те темĕнле вут-çулăмра та курса илме пĕлмелле. Событисем хăйсем тĕллĕн пулмаççĕ, вĕсене чĕрĕ çынсем туса пыраççĕ. Событисен чунĕ – чĕрĕ çын. Çавăнпа писателĕн темĕнле тăвăлла событи çинчен çырнă чух та, чи малтан, этемме курмалла.

Çакăнпа пĕрлех пирĕн тепĕр примитивлă туртăмран сыхланмалла. Пирĕн чĕрĕ çынсем – хăйсен чунĕпе питĕ хăватлă çынсем. Тепĕр чухне писатель пĕр-пĕр героя суйласа илет те, хăйĕн геройĕ ăçта кĕрсе тухать, писатель те ун хыççăн малтан пуçласа вĕçне çнтичченех йĕрлесе çÿрет. Çавăнпа вара писатель хăйĕн геройĕ апат çисе ларни çинчен, çывăрни çинчен страници-страниципе пĕр сăлтавсăрах çырса каять. Герой хыççăн çÿрени – вăл тĕрĕс меслет мар. Писателĕн пурăнăçа, хăйĕн геройĕсене, вĕсем лайăхрах курăнччăр тесен, кăшт та пулин çĕклесе кăтартма пĕлес пулать. Çакă вăл – писателĕн тивĕçĕ.

Нумаях пулмасть В. Долгов (Хутарсем) писателĕн "Çурхи калавсем" ятлă кĕнеки пичетленсе тухрĕ. Кĕнекене икĕ пая уйăрнă, пĕрремĕш пайне – вăрçă вăхăтĕнчи калавсене, иккĕмĕш пайне – мирлĕ вăхăтри калавсене кĕртнĕ. Туйăм, шухăш-кăмăл тĕлĕшпе писателĕн вăрçă хирĕнчен янă калавĕсем чăннипех те пĕрремĕш вырăн йышăнса тăраççĕ. Вăрçă çыннăн туйăмĕсене тасатать, çирĕплетет, çакăнпа пĕрлех çивĕчлетет те. Долговăн мирлĕ вăхăтри калавĕсем типĕрех, искусственнăрах, темĕнле тăкăскăрах пулсан, вăрçăра çырнă калавĕсенче унăн шухăшĕ те, кăмăлĕ те туллирех, вĕсенче пурăнăç сĕткенĕ ытларах. Долгов юлташа татах та лайăхрах, сĕткенлĕрех произведенисем пама, хунавлăнрах çырма кăна сĕнес килет.

Пайраш писатель пирĕн литературăра ытти писательсенчен хăйĕн паллă енĕсемпе уйăрăлса тăрать. Вăл "ĕмĕрхи" ыйтăва – юрату ыйтăвне çĕнĕ тапхăрта çĕнĕлле татса парас тесе, ятарласа, çине тăрса ĕçлет. Тепĕр чухне писатель çак темăпа "чирленĕ" пек те туйăнса каять. Писатель хăй асапланать, хăйĕн геройĕсене те нумай асаплантарать. Анчах юратăва вăл пурне те çĕнтерекен вăй пулса тăнă пек кăтартса пани тĕрĕсех мар. Юрату хăй тĕллĕн, хăйне уйрăм тема пулма пултараймасть. Çавăнпа та Пайраш геройĕсем хăйсен пурăнăçне пĕтĕмпех юратăва пăхăнтарни тĕрĕс мар çул çине кĕртсе яма пултарать. "Пуçламăшĕ" калавра хуларан яла пынă Вова Шурăна юратса пăрахнă пирки кăна колхозра ĕçлеме юлать, йывăр ĕçе хăнăхать. "Тĕлпулу" калавра та юратăва пула Тоньăпа Майскин ĕненсех те çитермелле мар тĕлпулăвĕ пулса иртет.

Чăн та, Пайрашăн хальхи калавĕсенчи юрату, унчченхи калавĕсенчи юратупа танлаштарсан, питĕ таса та илĕртÿллĕ. Вăл совет çыннисен юратăвĕ. Çав произведенисенче Тургеневăн таса туйăмĕсем те палăраççĕ. Пайраш ÿлĕм çак пархатарлă темăна ăнăçлăнах татса парасса шанас килет.

Çапла Совет Çарĕнчи кашни писатель хĕрсех ĕçлерĕ, кашни писатель хăйне кура пысăк темăсем татса пама тăрăшрĕ. Кунтан та пахараххи тата – Отечественнăй вăрçăн аслă самани çинчен кашни писатель пулас кĕнекесем валли пуян та чĕрĕ материалсем пухрĕ.

Юратнă тăван çĕршывшăн пынă кĕрешĕве чăваш писателĕсем хăйсен пултарулăхĕпе талантне кăна мар, хăйсен пĕтĕм пурăнăçне те пама хатĕр тăчĕç. Мĕншĕн тесен, çĕршыв пурăнăçĕ, халăх пурăнăçĕ пуринчен те хаклăрах. Чăвашсен паллă писателĕ лейтенант Андрей Петтоки тăван çĕршывшăн геройла çапăçса пуçне хучĕ. Унăн юлашки сăмахĕсем: – Тăван çĕршывшăн, Сталиншăн! – тесе çапăçăва чĕнекен сăмахсем пулнă.

Чаплă "Али-паттăр" халапăн авторĕ Владимир Бараев хăй вăрçа тухса кайнă чухне – юлташĕсене çапла каларĕ: – Пĕлсех тăрăр, эпĕ ирсĕр тăшмана Али-паттăр пекех аркатăп, чăваш ятне çĕре ÿкермĕп, – терĕ. Вăл хăй тупа туса каланă сăмахсене тÿрре кăларчĕ, вăл тăван çĕршывшăн, унăн ирĕклĕхĕпе чыслăхĕшĕн юлашки сывлăшĕ тухиччен çапăçрĕ.

Чăваш писателĕсем, хăйсен юлташĕсен вилĕмĕшĕн фронтра та, тылра та паттăррăн кĕрешсе, пултаруллăн ĕçлесе, ылханлă тăшмана тавăрса пычĕç. Çапăçу хирĕнче пуçĕсене хунă юлташсем вырăнне писательсен йышне çĕнĕ çынсем хутшăнчĕç.

Çамрăк писательсенчен Степан Аслан Отечественнăй вăрçăри геройсем çинчен, совет партизанĕсем çинчен "Аслати" ятлă пысăк повесть çырчĕ. Чăн та, литература тĕлĕшĕнчен повесть пĕтĕмĕшпех пулса çитмен пулин те, унта чĕрĕ шухăшсемпе чĕрĕ туйăмсем пурри савăнтарать, çамрăк писательрен тата анлăрах та лайăхрах произведенисем кĕтме шанчăк парать.

Çамрăк писательсен йышне ăнăçлăн пăхса çитĕнтересси – пĕтĕм чăваш совет писателĕсен коллективĕн чыслă та хисеплĕ задачи пулса тăрать. Çамрăк писательсем – пирĕн литературăн шанчăкĕ, малашлăхĕ.

V. Тылри писательсен вăрçă вăхăтĕнчи ĕçне илсе пăхсан, эпир кунта та чылай ăнăçлă утăмсем тунине куратпăр. Общество ĕçĕнче, производствăра пысăк ĕçсем тунипе пĕрлех, писательсем куллен хăйсен произведенийĕсене çырчĕç. Халăх поэчĕ-орденоносец Н. И. Шелепи сасси пĕр самантлăха та шăпланмарĕ. Вăл, чăваш писателĕсен çемьинче чи ватă юрăçă пулса, фашистла ирсĕр çынçиенсене питлекен хаяр сăвăсем пачĕ. Шелепи çырнă "Тăршшĕ ик метр, урлăш пĕрре – территори кирлĕ Гитлере" ятлă сăвă халăх хушшинче анлăн сарăлчĕ.

Н. И Шелепи сассине вулакансем час-часах радиопа итлетчĕç. Вăл, ватă пулин те, куçĕсем курман пулин те, час-часах республикăри районсемпе колхозсене, фабрикăсемпе заводсене тухса çÿретчĕ, хăйĕн сăввисемпе тăван халăха фронтшăн татах та ытларах вăй хурса кĕрешме чĕнетчĕ.

Çапах та тылри писательсен ĕçĕнчи пĕр пысăк çитменлĕхе палăртмалла. Вăрçă кунĕсенче пирĕн тыл çинчен М. Трубинан "Кил-йыш" тата К. Пайрашăн "Пуçламăшĕ" ятлă калавĕсемсĕр пуçне, прозăпа поэзире урăх пĕр произведени те çырни пулмарĕ.

"…" Колхозсенчи, фабрикăсемпе заводсенчи стахановецсемпе стахановкăсем, хăйсен фронта кайнă юлташĕсем вырăнне тăрса, ик виçĕ çыншăн ĕçлерĕç. Фронт нихăш, енчен те, нимĕн çитменнине те ан туйтăр, терĕç вĕсем. Тылри писательсенчен те çавăн пек пикенсе, ик-виçĕ çыншăн ĕçлекен юлташсем пулчĕç. Ĕç темĕнле йывăр пулсан та, вĕсем шăпланса лармарĕç.

Чăваш çамрăкĕсен юратнă лирикĕ Иван Ивник, йывăр чире пăхмасăрах, юлашки сывлăшĕ тухиччен ĕçлеме тăрăшрĕ. Тăван çĕршыра пĕтĕм чун-чĕререн юратни, ылханлă тăшмана хаяррăн курайманни ăна юлашки кунчченех çулăмлантарса пычĕ. Вăл "Ылхан" ятлă поэмăн пуçламĕшне çырса хăварчĕ, хăйĕн про-изведенийĕнче вăл ирсĕр фашистсене ĕмĕрлĕхех хаяр ылханупа витрĕ.

Ылхан сана, хура ылхан,
Тилĕпеле сысна йăхне!
Чее те сĕмсĕр майпалан
Эс кĕтĕн пирĕн çĕр çине.

Ылхан сана, виç хут ылхан,
Çĕлен-калта йăхне-тĕпне!
Пĕр систермесĕр йăвунтан
Эс тăсрăн вилĕм сăннине.

Ылхан сана, çич хут ылхан,
Тĕнче хура вăр-хурахне!
Ăмсаннă имĕш тахçантан
Эс пирĕн халăх пурлăхне.

Ылхан сана, çĕр хут ылхан,
Ал тăснăшăн хĕвел çине!
Хăртасшăн пулнă, мĕн, шуйттан,
Эс пирĕн халăх телейне.

Ылхан сана, пин хут ылхан,
Аркатнăшăн хуласене!
Çак çут тĕнче ниçта нихçан
Сана ан илтĕр ытамне.

Ирсĕр вăрă-хурахсене – фашистсене Ивник чи хаяр, чи вĕри ылхан чĕлхипе ылханать; çав ылхан кашни йĕрке, кашни строфа хыççăн ÿснĕçемĕн ÿссе пырать. Ивникăн ылханĕ çак йĕркесемпе вĕçленет:

Çĕр çĕклейми ылхан сана,
Пур ĕмĕр-ĕмĕр тăршшĕпе:
Аçа-кикен те тăпруна
Шăтса ан палăрттăр санне!

Халăх ывăлĕ çеç, халăх шухăш-кăмăлне, унăн ĕмĕтне, унăн хуйхи-суйхине пĕлсе тăракан çын çеç çакăн пек вăйлă сăвă çырма пултарнă.

Стихван Шавлы вăрçă кунĕсенче "Йыхрав" ятлă сăвă кĕнеки кăларчĕ. Поэт кунта пирĕн авалхи паттăр кунçул çине çаврăнса пăхать. 1812 çулхи отечественнăй вăрçă паттăрĕсене, вырăс салтакĕн богатырла ĕçĕсене сăнласа кăтартать, тискер тăшмансене – фашистсене хаяррăн питлет. Кун хыççăн поэт çĕнĕ сăвă кĕнеки хатĕрлесе пичете пачĕ. Анчах Шавлы хăйĕн хăшпĕр сăввисенче "философи еннелле" туртăнса кĕрсе кайни унăн чĕлхине ăнланмаллах мар туса хурать. Шавлы поэта вулаканпа уçăмлăн калаçни çитмест. Çавна вăл хăй те туйма пуçларĕ пулас. Юлашки вăхăтри сăввисене вăл чылай уçăмлăнрах çырчĕ. Уйрăмах çакă вăл вырăс былинисене чăвашла куçарнинче лайăх палăрать.

Шавлы вырăс халăхĕн аваллăх юррисене йĕркерен-йеркене пăхăнса пырса мар, сăвăç чунĕпе, ирĕклĕрех, анчах былинăсен шухăшĕсемпе сюжечĕсене пăсмасăр, ăнланмалла куçарнă. Куçаруçă чăваш халăхĕн сăмах çаврăнăшĕсемпе, халăх творчествин пуян майĕсемпе пĕлсе усă курни сисĕнет. Нимĕç вăрă-хурахĕсене хирĕç хаяр вăрçă пынă кунсенче вырăс богатырĕсем çинчен хывнă аваллăх юррисене чăвашла куçарни усăллă ĕç пулчĕ.

Пирĕн боецсем, тискер тăшманпа çапăçнă чухне, халапсенчи богатырьсене те асра тытнă. Вĕсене çапăçу хирĕнче вырăс богатырĕсем – Илья Муромец, Святогор, Добрыня, Алеша Попович образĕсем хавхалантарнă.

Яланах тÿрĕ кăмăллă та таса ĕмĕтлĕ богатырь Добрыня Никитич юнлă çапăçу хирне тухса кайнă чухне тăван амашне çапла калать:

Епле каям мар-ха юнлă хирелле,
Епле çăлам мар-ха тăван çынсене,
Епле тăрам мар тĕнчешĕн çапăçма.
Çутă куншăн, ырă куншăн çапăçма!
Хурт-тăшман асать, урать унта.
Вăл пусать, касать, çакать унта.
Пулăшма каяп тăвансене,
Çĕнтерме каяп тăшмансене!

Çак сăмахсем вĕсем пирĕн богатырьсем ирсĕр фашистсене-çынçиенсене пĕтерсе тăкма тăван çĕршыв-аннемĕр умĕнче тупа туса калакан сăмахсем пекех илтĕнеççĕ.

Аваллăх юррисенчи богатырьсем Киев çĕрĕ çинче пурăннă, кĕрешнĕ, Киев çĕрне хÿтĕленĕ. Отечественнăй вăрçăра вырăс хулисен аслă ашшĕне – Киева нимĕç фашисчĕсенчен ирĕке кăларакан паттăрсен чĕрисенче пирĕн авалхи богатырьсен юнĕ те вĕресе тăчĕ.

Писателĕн пурăнăçра "вак-тĕвексене" те курса илме пĕлмелле, пурăнăçа пур енчен те çутатса пама пултармалла. Кашни писатель, хăйĕн характерне кура, хăй майлă ĕçлет. Хветĕр Уяр, вăрçăри рядовой çынсем, "палăрман паттăрсем çинчен çырнă, "Çулсем-йĕрсем" ятлă калавсен кĕнекине кăларчĕ. Писатель çав палăрман çынсен чĕрисем вăрçă хирĕнче тăшмана хаяррăн курайманнипе çулăмланса, паттăрланса кайнине кăтартса парать. Форма тĕлĕшĕнчен илсен, Уярăн калавĕсем прозăри примитивизма ăнăçлă пĕтерсе пынин тĕслĕхне кăтартса параççĕ. Чăн та, Уярăн тепĕр чухне ăна пĕр-пĕр эффектлă деталь илĕртсе каяссинчен сыхланмалла. Деталь писательшĕн тĕллев мар, çыннăн сăн-сăпачĕпе шухăш-кăмăлне кăтартса памалли май кăна пулма тивĕçлĕ.

Çапла эпир, ылмашуллăн тенĕ пек, прозаиксемпе поэтсен ĕçĕсене пăхса тухрăмăр. Поэзи пирĕн, пур енĕпе илсен те, литературăн чи вăйлăрах пайĕ пулса тăрать. Анчах, çакăнпа пĕрлех, проза та, ерипен те пулин, малаллах аталанса пыни курăнать. Прозаиксен примитивизма пĕтерессишĕн, пирĕн вăхăтри геройăн сăн-сăпачĕпе шухăш-кăмăлне уçăмлăраххăн та тарăнраххăн кăтартса парассишĕн татах та ытларах çине тăрса ĕçлемелле. Пирĕн хамăр аслă самана çинчен анлă произведенисем парас пулать. Ку тĕлĕшпе эпир халăх умĕнче парăмлă пулса тăратпăр.

Уйрăмах çакна ăна драматурги пирки каламалла. Чăваш театрĕн сцени çинче эпир çĕнĕ пьесăсем питех те сайра куратпăр. "Айтарпа" "Нарспи" темле лайăх пьесăсем пулсан та, халăх çĕннине ыйтать. Çĕнни вăрçă вăхăтĕнче Айзманăн "Лиза Короткова" пьеси кăна пулчĕ. "Айтара" куракансем П. Н. Осиповран паянхи кун çинчен те çавăн пекех вăйлă драма çырса парасса кĕтеççĕ. Халăх кĕтсе тăнине драматург тÿрре кăларĕ тесе шанас килет.

"Анисса" хыççăн А. Кăлкан драматургăнне татах та пахарах пьесăсем курас кăмăл пурччĕ. Анчах "Иван Калмыков" пьеса пирĕн кăмăлсене çырлахтараймарĕ. Чăн та, Кăлкан Шекспирăн "Отелло" трагедине чăвашла куçарса пысăк ĕç турĕ.

Этемлĕх халиччен курман хаяр вăрçă пынă вăхăтра, фрашистла варвăрсем пирĕн ĕмĕртен пухса пынă культура пуянлăхĕсене çаратса, аркатса пынă кунсенче акăлчансен авалхи драматургĕн чаплă трагедине чăвашла куçарса чăваш сцени çинче лартни тĕнче культурин чăн-чăн наследникĕсем, ăна малалла аталантарса пыраканнисем эпир – совет çыннисем пулнине кăтартса пачĕ. Анчах çакă вăл пире хамăрăн ĕçĕмĕрсемпе лăпланса, мухтанса ларма мар, кучухнехи литературăпа искусствăна малалла аталантарса пырассишĕн татах та ытларах вăй хурса ĕçлеме хушать.

Тÿрĕ те ырă кăмăлпа çырнă пьесăсене, вĕсем пур енчен те пиçсех çитмен пулсан та, пирĕн халăх хаваслансах кĕтсе илет. Татах Айзманăн "Лиза Короткова" пьеси пирки калама тивет. Ăна чăваш театрĕ республикăри колхозсенче нумай лартса çÿрерĕ. Ку вăл – пирĕн тылри паттăр хĕрарăм çинчен çырнă пьеса. Анчах пире татах та лайăхрах, паянхи геройсен сăн-сăпачĕсене туллинрех кăтартакан, тарăн та анлă шухăшлă пьесăсем кирлĕ.

Пирĕн драматургсен тăван халăх умĕнчи парăма татмалла, вĕсен çакна тума вăйсем çителĕклех.

VI. Пирĕн поэтăмăр Çеçпĕл Мишши хăйĕн "Вăхăт çитĕ" ятлă çулăмлă çырăвĕнче çапла çырнă:

"Шанчăк пуррисем телейлĕ. Авал асаттесене мăшкăл тунине манас çук. Мăшкăл айĕнчен чĕрĕ тухнă чĕлхе тĕнчерен çухалмĕ.

Ку таранччен чăваш чĕлхийĕ илтĕнмен, – малашне чăваш юрри илтĕнĕ; чăваш сăвви, чăваш сăмахĕ, Атăл хумĕ пек, вăрман сасси пек, кĕсле вырăнне пулĕ. Чăваш чĕлхи тимĕр татĕ, çивĕч пулĕ.

Вăхăт çитĕ! Вăхăт çитĕ! Вăхăт çитсен, çакна çыракана: "Ку чăн каларĕ" – тесе асăнĕç".

Тĕрĕс, чăн каланă эсĕ, Çеçпĕл! Пирĕн шанчăк пур, эпир çавăнпа телейлĕ. Пирĕн хамăрăн шанчăка, хамăрăн ĕмĕте пурăнăçа кĕртме вăйсем те çителĕклĕ. Çав ĕмĕтсене пурăнăçа кĕртме чăрмантаракан ирсĕр фашистсене пирĕн паттăр Совет Çарĕ хаяррăн аркатса тăкрĕ.

"…" Хаяр вăрçă кунĕсенче совет писателĕсем халăха фронтра та, тылра та геройла ĕçсем тума хавхалатарса пычĕç. Фашистла ирсĕрсемпе хаяррăн кĕрешме, çав ирсĕрсене пуçĕпех пĕтерсе тăкма халăха çирĕп шухăш-кăмăл парса, идея тĕлĕшĕнчен хĕçпăшаллантарса пычĕç.

Çак пархатарлă ĕçшĕн тăван халăх пире тавтума кăна пултарать. Малашне пирĕн аслă саманари паттăрсене анлăрах произведенисенче – романсемпе поэмăсенче кăтартса парассишĕн ывăнма пĕлмесĕр ĕçлемелле. "…"

1943-1945.

Эсхель, А. Чăваш халăхĕпе унăн литератури Аслă Отечественнăй вăрçă кунĕсенче // Эсхель, А. Чăваш совет литератури : статьясем / Аркадий Эсхель. – Шупашкар, 1948. – С. 33-67.