«Тупăсем кĕрленĕ чух музăсем шарламаçсĕ», – тенĕ авалах. Тăван çĕршывпа тăван халăх умне тухса тăнă йывăр кунсенче çыравçăсен хăватлă сасси пĕр самантлăха та шăпланман. Салтак шинельне тăхăннă писателĕн аллинче винтовкăпа пĕрлех кăранташ е ручка пулнă. Çак иккĕмĕш хĕçпăшал питĕ вăйлă пулнине, вăл тăшмана снайпер винтовкинчен кая мар тĕл персе тивертнине пурнăç кăтартса панă. Ахальтен мар фронтри çыравçă аллинчи перона штыкпа танлаштараççĕ, ÿкерчĕксем çинче те вĕсене пĕрле ÿкереççĕ.
Çыравçăсен вăрçă вăхăтĕнчи публицистики, вĕсен сăввисемпе калавĕсем тăван халăхăн кăмăл-хăватне çĕкленĕ – фронтра çапăçаканнисенне те, тылра ĕçлекеннисенне те.
Вăрçă вăхăтĕнче çырнă хайлавĕсенчи чи таса ĕмĕт – çĕнтерÿ. Çав ĕмĕтпе çав шанчăк пирĕн халăха, унăн ывăл-хĕрне тискер тăшмана хирĕç пĕтĕм вăя хурса кĕрешме, ăна тĕппипех аркатса тăкма хавхалантарнă. Вĕсенчен чылайăшĕ çĕнтерÿпе киле таврăннă.