Чăваш писателĕсем Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче

 

Чăваш литератури Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче вилнисем Вăрçăран таврăннисем
Ктра Мишши (Кудрявцев–Ильин Михаил Ильич)
Кăтра Мишши
(Кудрявцев–Ильин Михаил Ильич)
(1911-1944)

1911 çулхи чÿк уйăхĕн 6-мĕшĕнче Чăваш Республикинчи Муркаш районне кĕрекен Тури Панкли ялĕнче çуралнă. 1921-1925 çулсенче Панклири пуçламăш шкулта, 1925-1929 çулсенче Тивĕшри сакăр çул вĕренмелли шкулта, 1929-1932 çулсенче Шупашкарти педагогика техникумĕнче вĕреннĕ. 1932-1934 çулсенче Шупашкар районĕнчи Хыркассинче тулли мар вăтам шкулта ачасене чăваш чĕлхи вĕрентнĕ, 1934-1938 çулсенче Шупашкарти педагогика институтĕнче вĕреннĕ. Унтан вĕренсе тухнă хыççăн ăна Улатăрти педагогика училищине чăваш литератури вĕрентме янă. Литература ĕçне XX ĕмĕрĕн 30-мĕш çулĕсенче тытăннă. Унăн пĕрремĕш калавĕсем "Сунтал" журналта пичетленнĕ. 1938-1940 çулсенче çарта хĕсметре пулнă.

Çартан таврăннă хыççăн çур çул хушши Шупашкарта Чăваш кĕнеке издательствинче учебниксен редакторĕ пулса ĕçленĕ. 1941 çулхи çĕртме уйăхĕнче хăй ирĕкĕпе фронта тухса кайнă. 1944 çулхи пуш уйăхĕн 6-мĕшĕнче Украина çĕрĕнчи çапăçусенчен пĕринче паттăрсен вилĕмĕпе вилнĕ. Унăн ÿтне Тернополь облаçĕнчи Шумы районĕнчи Шумбар ялĕ патĕнче тăванла масар çине пытарнă.

Кăтра Мишшин хайлавĕсем халиччен уйрăм кĕнекен тухман.