Çын кăмăлне тÿрех ăнланма çук. Çын кăмăлĕ вăл анлă Атăл пек: тарăн та, ăшăх та, таса та, илемлĕ те! Таса вăл – таса тытма пĕлсен. Илемлĕ вăл – илемлĕ тытма пĕлсен. Кĕскен кăна каласан, ырă кăмăллă çынсем пит нумай. Анчах усал кăмăллисем те сахал мар! Ырă кăмăллă çын яланах ырă тăвать: салху кăмăла та шевле пек вылятать, телейсĕре те телейлĕ тăвать. Усал кăмăлли вара яланах усал тăвать: çын хуйхишĕн савăнать, лайăхшăн тарăхать, яланах вăл шĕкĕ пек, яланах лекĕ пек!
Белов, М. Кăмăл : [калав] // Белов, М. Чечек çыххи / Михаил Белов. – Шупашкар, 1963. – С. 56.