Писатели Чувашии в Великой Отечественной войне

 

Чувашская литература периода Великой Отечественной войны Погибшие на фронтах Великой Отечественной войны Они вернулись с поля боя
Белов Михаил (Белов Филипп Михайлович)
Михаил Белов

Мăн акка ывăлне кĕтет

Çуллахи хĕвеллĕ кун.

Çапла çанталăкпа киленсе пынă май пырса кĕтĕмĕр пĕр яла. Ялĕ вара ытарма çук илемлĕ. Ял хĕрринчи садра такам юрă юрлани илтĕнет. Хăй савнине асăнса юрланă пек туйăнать. Çав самантра: "Кам патне кĕрем-ши хăнана?" – шут тунăччĕ кăна... "Атя, ачам, хам пата!" – терĕ мана пĕр ватăрах мăн акка. Епле-ха кĕрес мар: "ачам!" – тет-çке-ха мана. Çук, çук... Мăн аккан кăмăлне хуçас мар! Ырă та сăпайлă мăн аккан яшки те пиçнĕ пулнă иккен. Сĕтел çинче – çăкăр-тăвар. Яшки хăйĕн ытла та вĕри пулас, пăс тухса тăрать чашăкран. Хам эпĕ ăна та пăхатăп, кăна та сăнатăп... Итле-ха, мăн акка, ку камăн сăн ÿкерчĕкĕ, кам пулать вăл сана? Пĕлес килет ман ăна. Тĕпелелле иртнĕ май мăн акка сăн ÿкерчĕкĕ патне çитрĕ те сасартăк чарăнчĕ.

Пĕр самантлăха сăмах хушмасăр пăхса тăчĕ. Вăл темле çĕнĕ хыпар каласса кĕтнĕ пекех туйăнчĕ.

Миçе çул иртрĕ ĕнтĕ унтанпа, вăрçă чарăннăранпа. Анчах ватă мăн акка кашни кун çапла... Юратнă ывăлне кĕтет те кĕтет.

Белов, М. Мăн акка ывăлне кĕтет : [калав] // Белов, М. Чечек çыххи / Михаил Белов. – Шупашкар, 1963. – С. 40-41.