Тĕлĕнетĕп эпĕ санран, шапчăк тусăм. Йĕри-тавра тупăпа переççĕ... Бомбăсем çурăлаççĕ... Эсĕ пур, çапăçу шавĕ кăшт лăплансанах, хăвăн çепĕç те янăравлă юррусене шăрантаратăн та шăрантаратăн. Вара ырнă шăм-шак çăмăлланса каять, кăкăрта çĕнĕ вăй-хал хутшăннă пек туйăнать, чуна ырă туйăм çупăрласа илет. Çак самантра пĕтĕм тавралăх ытарайми тăнлать тÿлек те тăнăç пурнăçа савса мухтакан кĕвĕсене. Куç умне тăван уй-хирсемпе вăрмансем, ял-йышсемпе туссем тухса тăраççĕ.
Кун пек чух чĕрери тавăру çулăмĕ иксĕлми хаярлăхпа ялкăшма тытăнать.
Белов, М. Шăпчăк : [калав] // Белов, М. Чечек çыххи / Михаил Белов. – Шупашкар, 1963. – С. 38.