Ялта пурăннă вăхăтра манăн савни пурччĕ. Юратасса та эпир пĕр-пĕрне пит хытă юрататтăмăр. Анчах ним кĕтмен çĕртен мана вăрçа тухса кайма тур килчĕ. Эп кайрам, вăл юлчĕ. Çапла уйрăлтăмăр эпир савнипе.
Вăрçăра эпĕ ултă çул ирттертĕм, темиçе хутчен аманса та куртăм. Телей пур иккен çав, хам çапах та сывах юлтăм. Вăрçă пĕтсен, эп тÿрех тăван яла таврăнтăм. Таврăнасса таврăнтăм... Анчах каярах юлтăм пулас... Тупаймарăм эп хам юратнă хапхана. Тупаймарăм хам савнипе пĕрле ларакан сакка та. Каçхи вăййа тухрăм... Унта та çав-çавах урăх çамрăксем, урăх сасăсем! Çук, ниçта та курăнмаççĕ хампа пĕрле ÿснĕ танташăмсем. Ĕлĕк, вăрçăччен, эпир те çапла пухăнаттăмăр каçхи вăййа, çурхи ăшă кунсем çитсен. Пухăнаттăмăр ташла-ташла такăрлатнă Матен Çумкки тăкăрлăкне, ним чĕнмесĕр сарăлса- выртакан кÿлĕ умне. Эпир те çаплах тулли кăмăлпа савăнаттăмăр, хире-хирĕç тăрса ташлаттăмăр, çепĕç, илемлĕ уяв кĕввисене шăрантараттăмăр, пĕр-пĕрне савса юрататтăмăр. Самантлăха кăна аса илетĕн те çавсене, пурте сан куç умне кинори пек тухса тăраççĕ: пĕрле выляса ÿснĕ вăхăтсем... Купăсçă Сантăрпа Урине... Акă вăл Сантăр... Купăсне каласа ман умран иртет пек. Купăспа пĕрлех Урине сасси те янăрать. Çĕнĕрен тепĕр хут итлес кăмăлшăнах чĕрĕлеççĕ пек вăрçăра çухалнă юлташсем...
Ун чухне Уринене юратакансем сахал марччĕ. Анчах Урине хăй вăл пĕртен пĕр çынна çеç юратнă. Урине юратакан каччă вăл купăсçă Сантăрччĕ. Тĕрĕсне тĕрĕсех калас пулать... Сантăр та Уринене тивĕçлипех сума сăваччĕ. Вĕсем пĕрлешрĕç. Ĕне ферминче темиçе çул хушши лайăх ĕçленĕшĕн колхоз правленийĕ вĕсене сăвакан ĕне парса парнелерĕ. Кĕскен кăна каласан, сăпайлăран та сăпайлă тантăшсемччĕ ĕнтĕ. Килĕнче те вĕсен яланах тирпейлĕ те ăшă, çутă та таса. "Мĕнле чипер хĕре лектерчĕ!" тесе хăш-пĕрисем кĕвĕçкелесе те илкелетчĕç.
Иртсе кайрĕç çав вăл кунсем. Асăнмалли çеç тăрса юлчĕ. Каçхи вăйăсенче те, ав, пирĕн хыçран ÿссе çитĕннĕ çамрăксем. Çук, тек курăнмаççĕ манăн тантăшсем.
Çапах та итлес-ха çамрăк йĕкĕт купăс каланине. Итлес ĕлĕкхи пек чĕрене хускатса кĕвĕленине. Купăсçа ăна хĕрсем юратаççĕ. Сăн-пуçран та чипер пулсан вара, вилсех каяççĕ. Анат касран çÿлти каса çитичченех янăрать-çке-ха купăсĕн сасси. Çапла... Çак кĕвĕсенчех-çке манăн çамрăклăх кунĕсем, çак кĕвĕсенчех-çке юратупа уйрăлу вăхăчĕсем...
Акă ман умра ылханлă вăрçăн чи малтанхи кунĕсем. Çуллахи ăшă та уяр каçсем... Çамрăк чĕресенче юрату туйăмĕ çулăмланса тапнă вăхăт... "Вăрçă!" тенĕ сăмах кашни çыннăн чĕрине ыраттарса кайрĕ. Халь ку сăмах вырăнлах та мар пулĕ? Ку сăмахпа эп çамрăксен юрă çеммине çеç пăсма пултаратăп. Çапах та мĕн тăвăн. Пирĕн çамрăклăх кунĕсем вăрçă çулĕсенче иртрĕç-çке-ха.
Хальхи пекех ас тăватăп-ха: çапса çумăр çунă вăхăт. Çав тери кичем кĕрхи кунра Урине патне те хурлăх черечĕ пырса çитрĕ. Çав кунран пуçласа купăс та янăрама чарăнчĕ. Канаш хулине çитиччен ăсатрĕç Сантăра. Тĕрлĕ ăшă сăмахсем каласа юлчĕç ăсатма пынă ял-йышсем.
Çапла. Сантăр кайрĕ...
Урапа йĕрĕсем хыççăн кĕрхи çумăр шывĕ çеç çĕлен пек шуса пычĕ малалла. Çав кунран пуçласа, Урине те тăрса юлчĕ пĕр-пĕччен. Кĕрхи çумăр тумламĕсем пек тумларĕç унăн куççулĕсем... Вăл кун тата çумăрĕ те çурĕ пăрпа хутăш, сивĕ çилĕ те вĕрчĕ çав урăм-сурăм!
Сантăр хыççăн эп те нумай пурăнаймарăм ялта. Аслă çулсем мана та аякка-аякка илсе кайрĕç. Вăрçă çулне тапта-тапта аттăмсем те çĕтĕле-çĕтĕле пĕтрĕç. Атăлпа Дон çырмисенче темиçе хутчен те путрăм. Тавтапуç, хăтарчĕç юлташсем.
Çурхи кунсем те пĕрин хыççăн тепри килсе çитрĕç. Кайăк хурсем те кикак-кикак! тесе иртрĕç. Çав кайăк хурсем пек килсе кайма тÿр килмерĕ çав вăл вăхăтра. Манăн та Урине пекех юратнă хĕрĕм тăрса юлнăччĕ ялта. Халь те-ха вăл тутрипе сулса пăхса тăрать пек уй хапхи патĕнче. "Таврăнать, таврăнать!" тесе нумайччен кĕтрĕ пуль вăл мана. Ултă çул вĕт, сахал мар. Пайтах вăхăт çырусем те çыраймарăм. Май пулмарĕ. Юлашкинчен вара вăрçă хирĕнче çухалчĕ терĕç пулас. Вара...
Çук, эп ăна айăпламастăп. Вăл айăпсăр.
Пĕр çынна вĕçĕмсĕр кĕтме те май çук...
Çапла, юлташсем. Вăрçă вăхăтĕнчи çулсем ытла та йывăр пулчĕç. Хăвăрах пĕлетĕр.
Нумай-нумай çуртсем тăлăха тăрса юлчĕç. Ялсенче тахçанах манăçа юлнă çăпатана та çĕнĕрен сырма пуçларĕç. Кĕтÿсенче те ырхан пушмак пăрусемпе пĕрле качакасем çеç тăрса юлчĕç.
Клубра та, ав, пит сайра хутра курăнкалаççĕ манпа пĕрле ÿснĕ тантăшсем. Паллах, ним тĕлĕнмелли те çук кунта. Пĕрисем – ĕçре, теприсем – килте, аллисенче те пĕчĕк пепке. Хăшĕсем аслă шкул пĕтернĕ: учитель, врач пулнă... Нумайăшĕ хурçă утпа суха сухалаççĕ, тырă çитĕнтереççĕ... Кусем ĕнтĕ пурте телейлисем.
Пайтах юлташсене эп шыраса та тупаймарăм ялта. Çавна пулах та ĕнтĕ çак ярăмсене асăнса кĕртеймерĕм вĕсене. Çăмăл пулччăр йывăр тăприсем – вăрçă хирĕнчен таврăнаймасăр юлнисен. Вĕсене, паллах, хальхи çамрăксем ретлĕн ас тумаççĕ те. Анчах вăл çынсен амăшĕсем вĕçĕмсĕр хуйхăпа çунаççĕ, кашни кун вĕсем тутăр вĕçĕпе куççулĕсене шăла-шăла илеççĕ. Çук, таврăнмарĕ, тесе тепĕр хут йĕре-йĕре яраççĕ. Ылханлă вăрçă хăй суранне час-часах астутарать-ха. Ӳт çинчи суран юсанма та пултарать. Анчах чĕрери сурансем юсанмаççĕ çав. Çук, юсанмаççĕ нихçан та!
Акă каллех Сантăр арăмĕ Урине ман умра.
Иртнĕ йывăр кунсемпе çулсем хăйĕн ĕçне тунă-тунах иккен. Çамки çинче унăн ĕмĕр каймаслăх çичĕ йĕр палăрса юлнă. Пуçĕнчи хура çÿçĕ те чĕр кĕмĕлпе хутшăннă. Хĕвел пек илемлĕ питĕнче вĕтĕ-вĕтĕ пĕркеленчĕксем... Анчах куçĕсем унăн çав-çавах ĕлĕкхи пек. Тарăн та таса кÿлĕ пек. Вăл куçсенче эп хамăн иртнĕ çамрăклăха куртăм... Сăмах хыççăн сăмах тухрĕ. Иртнĕ кунсене аса илтĕмĕр.
Иртнĕ кунсем, ĕмĕрлĕх манăçми вĕсем. Çĕр çинчи окопсемпе алă-урасенчи сурансем те тÿрленсе пĕтмен-ха. Вăрçă вăхăтĕнче эпир курнă асапсене нумайччен асăнĕç-ха пирĕн çамрăк ăрусем.
– Эх, тантăшăм, Урине, каласа кăтарт-ха ху курнă-илтнĕ йывăр кунсем çинчен?
– Каласа кăтарт-ха, тетĕн... Мĕн çинчен калас-ха ĕнтĕ ман? Эп курнипе илтнине пурте пĕлеççĕ пит лайăх. Ун чухне, вăрçă вăхăтĕнче, сахал марччĕ ман пеккисем. Ху пĕлен. Сантăр кайсан, пĕр-пĕччен тăрса юлтăм. Сантăрăн юратнă купăсĕ кутник сакки çинче ларса юлчĕ. Купăсĕн чĕлĕхĕсем çинче пÿрни йĕрĕсем юлчĕç... Туйра тăхăннă шур кĕпи юлчĕ тата. Халиччен çуман пулсан та, хăй тап-таса. Тата мĕскер юлчĕ-ха? Чĕрере – Сантăрăн чăн-чăн юрату туйăмĕ... Хам йывăр çынччĕ... Урăх нимех те çук пулас, купăс сассине аса илнисĕр пуçне.
Малтанхи кунсенче çул майлă... унтан вара окопсенчен час-часах çырусем килкелесе тăчĕç. Эп сăмах хыççăн сăмахне, йĕрке хыççăн йĕркине темиçе хутчен тимлесе вулаттăм. Çав виç кĕтеслĕ çырусем килнĕ вăхăтра хушшăмăр та пит çывăх пек туйăнатчĕ. Вĕсем мана савнă мăшăрăм сывă иккенне пĕлтерсе тăратчĕç. Юлашкинчен виç кĕтеслĕ çырусем те килми пулчĕç. Килĕ-ха, киле, тесе лăпланса çÿресен те, тĕлĕксенче вăрăм-вăрăм çулсем курсан та, тунсăхла-тунсăхла кĕтсен те, çырусем валеçекен Варвари ман умран ним чĕнмесĕр пуçне аялалла усса иртме пуçларĕ.
Кунсем иртсе пычĕç. Эпĕ ача çуратрăм. Анчах ашшĕне курма тÿр килмерĕ унăн. Шăп та лăп вăл çуралнă кун, упăшкам вилнĕ тесе, хуйхăллă хыпар çитрĕ. Пуласлăхра никам та ан вулатăрччĕ кун пек хăрушă хыпара. Пуçран чулпа çапма май çук тенĕ пек, вилнĕ çын хыççăн вилме çук. Ытти хĕрарăмсем те ман пекех-çке-ха: пÿрт тулли пĕчĕк ачасемпе тăлăха тăрса юлчĕç.
Урине сасартăк калаçма чарăнчĕ. Минтер çине пуçне хучĕ. Макăра-макăра асне илчĕ вăл хăйĕн иртнĕ хурлăхлă кунĕсене. Эп те çак самантра пит тарăн шухăша путрăм. Ăна хĕрхентĕм.
Ара, унăн шăнăрлăрах аллисем мĕн чул тырă вырман-ши! Мĕн чул утă çулман-ши! Мĕн чухлĕ çĕр чавман-ши! Мĕн чухлĕ юр хырман-ши! Мĕн-мĕн кăна туман-ши вăл пархатарлă алăсем! Ыттисене вăл яланах хĕрхеннĕ, анчах хăйне хĕрхеннине нихçан та курман. "Çĕнтерÿ кунĕ часрах çиттĕрччĕ!" тенĕ те, çав ĕмĕтпе хăйне хăй лăплантарнă. Çав ĕмĕтпе йăпанса вăл пурне те тÿснĕ, çав ĕмĕтпе йăпанса пурне те ĕçленĕ. Каçсерен ывăнса çывăрма выртсассăн, çывăх юлташĕ çумĕнче çуккишĕн хурланнă. Çак самантра эп хама сасартăк тутлă ыйхăран вăранса кайнă пекех туйрăм. Урине те шăп çак вăхăтра пуçне çĕклерĕ. Çĕклерĕ те çĕнĕрен калаçма пуçларĕ.
– Нихçан та манас çук эп иртнĕ пĕр тĕттĕм каçа. Такам алăка шаккарĕ... Ах, Сантăр мар-ши? Терĕм. Çук, Сантăр пулмарĕ...
Пĕр ÿсĕр çын шаккать-мĕн. Кам-ха, тетĕп, сана кунта килме хушрĕ? Çав ÿсĕр мана хирĕç пăхса шăл йĕрет. Ара саншăн пурĕ пĕрех мар-и, тет. Сантăр вилнĕ. Кирек мĕн чухлĕ кĕтсен те, чĕрĕлес çук вăл урăх, тет. Çамрăк ĕмĕр те, имĕш, пурнăçра иккĕ килмест. Ватăлсан иккĕленмелли ан пултăр, тет. Тÿсме çук çиллĕм тулса çитрĕ. Ухват илсе ухватпа хăваларăм! Хăй çапах та: "Тархасшăн ял çине сăмах ан кăлар!" тет. Сăмах кăлармарăм – чăтрăм. Анчах вăл мăшкăлпа хурлăха тÿсеймерĕм – выртрăм та çĕнĕрен макăртăм.
Чи йывăрри вăл та пулмарĕ-ха. Чи йывăрри вăрçă пĕтсен пулчĕ. Хĕвеллĕ май уйăхĕ килсе çитрĕ. Хĕвелпе пĕрлех ăшă-ăшă çумăр та çуса иртрĕ. Мĕн пур халăх çĕнтерÿ паттăрĕсене хирĕç илме тухрĕ. Çав кун пĕрремĕш хут ывăлăм: "Анне, манăн та атте таврăнать-и?" – терĕ. – "Таврăнать, таврăнать!" – терĕм эп те. Эп ун чух хам ачана хам суйрăм. Анчах ÿссе çитсен, вăл хăех ăнланчĕ... Эп хам та миçе çул ĕнтĕ – хама хам çавнашкал суйса йăпатрăм.
"Тепĕр хут качча тухмарăн-и?" – тетĕн. Тухас тесен, тухма та пулатчĕ пуль. Çÿремерĕç мар – çÿрерĕç. Кÿршĕ ялтан пĕри пайтах вăхăт çÿрерĕ. Çынни те пит чиперччĕ, хама та килĕшетчĕ. Пĕррехинче çапла лаша кÿлсех килчĕ: "Атя, каяр хам пата!" – терĕ.– Ылтăн та кĕмĕл пулĕ тесе каламастăп, юратма юратап чунтан-вартан. Сăмах паратăп – усал сăмах илтмĕн манран..." "Тăхта-ха пăртак, манăçчăр иртнĕ йывăр кунсем, ача та ÿстĕр", терĕм. Çапла каларăм та каймарăм. Вăл тухса кайрĕ. Хурланнипе ют хулана та кайса пурăнчĕ пулас. Таврăнсан, каллех ман пата пычĕ, кая юлса килнĕ çур кунĕ пек. "Ĕмĕр тăршшĕ пĕччен пурăнасшăн-им эс, Урине? Килĕш ĕнтĕ манпа пĕрлешме", – тесе кăмăлтан ÿкĕтлерĕ мана. "Çынсенчен аван мар халь, намăс, – терĕм. – Ывăлăм та ÿссе пырать", – терĕм. Çук, килĕшмерĕм, тухмарăм...
Ывăлăм каснă лартнă ашшĕ пек. Иртнĕ каç тĕлĕнтермеллипех тĕлĕнтерчĕ-ха. Каçхи вăййа ашшĕн купăсне илсе тухнă. Халиччен вăл купăс каланине хам илтменччĕ. Эп килте çук чух вĕреннĕ иккен вăл ашшĕн купăсне ашшĕ пекех калама. Вара ку та ашшĕ пек çухалмасан юрĕччĕ тесе, тутлă ыйхăран вăрана-вăрана каятăп. Ах, текех вăрçă кăна ан пултăрччĕ!
Халлĕхе çут тĕнче пит лăпках мар-ха. Е кунта, е лере бомбăсем шартлатаççĕ-ха. Сантăра пенĕ фашистсен аллине вĕçĕмсĕр хĕç-пăшал тыттараççĕ-ха. Вĕсем атомлă бомбăсене хĕрес вырăнне хурса чĕтре-чĕтре чуп тăваççĕ-ха. Çĕр çинче çĕнĕ тăвăл çĕкленсен, каçармĕç пире вилнисем. Чĕррисене сыхлас тесен, сыхă пулас пулать хамăрăн!
Çапла шухăша кайса Урине чÿрече патне пырса пăхрĕ. Шурăмпуç çути килнине курсан, кĕмĕлленнĕ çÿçне турама пуçларĕ. "Таврăнĕ-ха..." тесе, йăпатрĕ вăл хăйне-хăй, кун хыççăн кун иртнĕрен...
Урине вĕçĕмсĕр кĕтет сана, Сантăр, илтет-ни? Те ялан шухăшланăран, кашни каç курать вăл сана тĕлĕкре. "Таврăнчĕ пуль те кĕтсе тăрать пуль" тесе, кашни каç васкаса таврăнать ĕçрен Урине. Пÿрчĕ те ăшă унăн, пÿлĕмĕ те çутă! – Мĕншĕн-ха таврăнмастăн? Ниушлĕ эпир тунсăхланине эс туймастăн? Сивĕнме пуçланă чĕрене ăшăтса, мĕншĕн-ха пĕрре те кулмастăн? – тет Урине.
Таса чунлă юлташа кĕтме пĕлни – хăй вăл паттăрлăх. Вăрçăри паттăрсен таса чунĕ пек. Кĕтме пĕлекен хĕрарăмсене сума суса, тутăхман хурçăран палăк лартăттăм эп. Вара çĕр çинче пурăнакан пур халăх та пуç таймасăр иртмĕччĕ вăл палăк умĕнчен.
Çамрăксем те ташла-ташла ывăнчĕç пулмалла, саланма пуçларĕç килсене. Уринен те ывăлĕ пĕр хĕрпе утса пырать çырма хĕррипе. Каччă хуллен кăна купăс калать, хĕрĕ тата та хулленрех юрă юрлать. Çамрăк чух çеç çапла юрлама пулать çав, çамрăк чĕре çăл куç пек тапнă вăхăтра. Çамрăксем манăçми савăнса кулма тивĕçлĕ. Çамрăклăх пĕрре иртсен, тепре килмест вăл. Çур кунĕ çитсен, йывăçсем те чечеке лараççĕ. Анчах вĕсем те пĕр çул хушшинче икĕ хут чечеке лараймаççĕ вĕт.
Анат касран çÿлти каса çитиччен купăс сасси янăрать. Çав купăс çемминче пулас манăн çамрăк вăхăтăм, çамрăк вăйăм, пĕрне-пĕри юратнă туйăм!
Белов, М. Таса чунлă Урине : [калав] // Белов, М. Чечек çыххи / Михаил Белов. – Шупашкар, 1963. – С. 57-68.