Урине аппа ирхине ирех тăрать те тÿрех почтă еннелле утать. Çула май унпа пурте сăпайлăн калаçаççĕ. Ма тесен вăл ирсерен кашни киле хаваслă хыпарсем валеçет-çке-ха. Анчах...
Анчах... Халь те манман-ха Урине аппа иртнĕ вăрçăн йывăр кунĕсене. Манман! Мĕншĕн тесен ун чух унăн сумкă тулли хуйхă-суйхăччĕ...
Ырă та телейлĕ хыпарсемпе ăшă саламсем ытларах салатасшăн Урине аппа килĕрен киле.
Белов, М. Урине аппа : [калав] // Белов, М. Чечек çыххи / Михаил Белов. – Шупашкар, 1963. – С. 39.