* * *
Вăл тĕлĕнмерĕ эп кĕрсе тăрсассăн,
Хĕрхеннĕн, ăшшăн пăхрĕ, çавăнтах
Васкатрĕ хывăнма, сывларĕ ассăн,
Кăмакана хурса шăн çăматта.
Ăшталанса вĕри апат антарчĕ.
Вăйпах вăл уртрĕ çийĕме сăхман,
Ĕçтерчĕ чей. Аран вара тăхлачă
Лăпланчĕ пек, шăнни иртсессĕн май.
Пуплет йăваш вăл. Эп тăван килтех пек,
Анне шăкăлтатать пек ман умра,
Ун пехилнех кунта тепре илтетĕп:
"Сыхланччĕ эс, ачам, хăвна упра".
Чуна та ăшă... Чăвашъен инçе.
Канса ларатăп вырăс килĕнче.
* * *
Пĕр ротăн мар, ку пĕр радистăн ĕçĕ.
Темле вăл сывă юлчĕ. Çывăхрах
Танксем кĕрлетчĕç, курăнмастчĕ вĕçĕ –
Шăпланчĕç. Вилĕм шавĕ çывăрать.
Выртать арканнă сив хĕреслĕ хурçă –
Ăçта пăхан унта – купан-купан.
Башни е çурăк, е туппи те хуçăк,
Тĕл-тĕл сăр тĕтĕм сăрхăнать унран.
Куçа çимест вăл, сывлама та ирĕк,
Пĕр чĕрĕ ют та çуккă пек ниçта.
Куççулĕ юхтарса полк командирĕ
Пит хыттăн чуптăвать яш радиста.
Иртсе пыраççĕ боецсем – шутлаççĕ:
"Тĕл пулнă çамрăк салтакпа ун ашшĕ".
* * *
Тантăшсемпе пĕрлех мана та çулăм
Пит çамрăкла мантарчĕ канăçа –
Çĕре-шыва хупларĕ те вут-çулăм,
Шинель уртса уттарчĕ анăçа;
Çÿретрĕ чăтлăх ветĕр те шур тăрăх,
Вăл сăхрĕ юнăма та ют енче;
Хаяр хĕллех туйнатчĕ вăл пит шăрăх,
Шăнтатчĕ хăш чухне çу кунĕнчех.
Асрах вăл халь те. Халь те талпăнатăп
Ун çийĕн час-часах атакăна...
Юлташăма çех мар, хам тăшмана та
Паян сĕнес килмест пачах ăна.
Çавах та вăл çула, кирлех пулсассăн,
Тепре тухма та хатĕр эпĕ саншăн.
* * *
Тÿпе – хуралнă кивĕ плащ-палатка,
Штык çурнă шăтăксем – сив çăлтăрсем
Хăпартланса, çаплах юлташ калать-ха:
"Эх, пулĕ те çав пурнăç... çĕнтерсен!
Шутла-ха: çĕр ниçта çунмасть, вăл мирлĕ.
Пур халăхсем те пĕр-пĕрне тăван:
Ĕççыннине, пире, тата мĕн кирлĕ? –
Ан тухтăрахчĕ вăрçă тек: нихçан!
Йĕтре кĕрлевĕпе чун ан çÿçентĕр,
Окоп ан кĕттĕр çамрăка, качча.
Ачамăрсен-и – хамăр мăнуксен те
Пуç тÿпинче ан пултăр плащ мачча".
Çак ĕмĕт çитейсен, епле аванччĕ!
..Плацдарм чĕтренчĕ: тупăсем вăранчĕç.
* * *
Çур талăк ĕнтĕ çăтмахра канатпăр…
Çемçе кравать, урай – тĕкĕр пекех,
Сĕтел-пукан, гардина – пурте капăр
Пулин! Каятăп шухăшпа килех.
Ют диванран паха ун кив кутникĕ,
Ула паласĕ – чаплă кавиртен.
Салху анне йăвашшăн çеç утни те
Чĕрешĕн хаклă хÿхĕм кĕвĕрен.
Йăлтах илтетĕп, аннеме сăнатăп:
Хураччĕ çÿçĕ – халь кăвакарать...
Мана вăл курчĕ... пачĕ тип çăматă,
Кăларчĕ çĕрулми кăмакаран.
Самантлăха пек юнашаррăн ларчĕ...
Чăнах, халь урăх ним те мирлĕ марччĕ.
* * *
Пас тытнă нÿхрепре хыткан хĕрарăм
Пур-çук çĕрулмипе сăйлать мана.
Шуранкă хĕрĕ пăхкалать хăранăн,
Эп панă сахăра çыртма манать.
Вăл амăшне итлет салхун, пĕр сассăр
Асра каллех, тен, тухрĕ кĕлмĕçе,
Тен, курчĕ вăл çăкăр ыйтма тăрсассăн
Хăйне тапса ÿкернĕ нимĕçе.
Пĕркеленет ун чĕр суранлă пичĕ,
Мана вăл сăнÿкерчĕке сĕнет,
Унта ларать иккен юратнă пиччĕш –
Патвар салтак. Ăçта вăл? Кам пĕлет.
Ун умĕнче таçта çак вăхăтра
Ман пĕчĕк йăмăк, тен, çапла тăрать.
* * *
Килте те тырăсем пиçеççĕ пулĕ,
Çава туптанчĕ пулĕ ман ятпа...
Умри уя вырса пĕтерчĕ пулĕ,
Хыт ăмăртса тек мина-снарядпа.
Хăй йăвине çул кĕскелет тăшманăн,
Унтан вăл тухрĕ, пĕттĕр вăл унтах!
Ютра-и хамăръен сăнне кăшт манăп?
Тĕллевĕмпе, ĕçпе те эп – унпах.
Пĕлетĕп: ал çитмест тăван ялйышăн,
Вăл ир е каç – пĕрмай кĕтет пире.
Çав тĕлпулушăн, ирĕк çĕршĕн, шывшăн,
Туптаннă вăйăмпа хĕре-хĕре,
Эп хам каçалăкра вутпа çулатăп
Этемлĕхĕн çумне хĕлле-çулла та!
* * *
"Хăрушă... тен, хăрушăрах та пулĕ.
Шăнатăп... тен, каяймăп ăшăнма –
Снаряд е мина ванчăкĕ, е пуля
Шăтарĕ ÿтсĕр ÿтĕме, шăмма.
Суран сипленĕ, тен. Каллех эп килĕп
Кунта, – тен, хамăр рота ĕретнех.
Е çакăнтах кĕтет мана та вилĕм,
Темле юлас тесен те эп чĕрех.
Унччен, яланлăх ÿкиччен, çавах та
Кăштах хăть тавăрасчĕ тăшмана..."
Çунать ракета. Юр вăйлах çăвать-ха,
Кĕртпех витсе лартасшăн пек мана.
Пĕрремĕш каç эп окопра тăратăп.
...Унта кÿтетĕп час-часах асра та.
* * *
Кил аякра та, шухăша-и чарăн? –
Куратăп: ватă хурăн тăрринче
Ларать пек икĕ шăллăм, ик мăнтарăн,
Уй урлă куç илмесĕр çул çинчен,
"Мĕнле çаплах атте килмест-ши?" – тетчĕç
Хăйсем час-час, ырса çĕре ансан.
Тÿремлĕ, улăх-варлă ял инçечĕ
Ăна сăнаймĕ ĕнтĕ нихăçан.
Халь, çавăн пек, унта чунтан кĕтеççĕ
Айванкăрах шаклапуçсем мана.
Çыраççĕ: "Эсĕ таврăн... ан пĕт эсĕ,
Эс ху пĕтер çав ирсĕр тăшмана!"
Пĕлместĕп: эп кĕттерĕп-ши вăрах?
Вĕсен ан сÿнтĕр шанаçĕ пачах.
* * *
"Атте, кала..." – тет хĕрĕм. Ман пĕрре те
Чĕре суранĕ тÿрленмест çаплах:
Фронтран та килеймен пек – тĕлĕкре те
Çÿретĕп вăрçăра эп час-часах.
Çук маншăн канлĕх кăнтăрла та, ир те:
Асра – ÿкеççĕ тантăшсем текех,
Эп вилĕме тĕл пулнă пăчă хир те
Кĕл вĕçтерет, çунса пĕтмен пекех.
Çухăрашать, йĕрет вăл – тĕрлĕ сасă
Пăвать хăрушшăн илтĕнсе мана.
Чуна тата вăл хăçанччен-ши касĕ
Е юлĕ, сых ятне пек, ялана?
Темле, вăл те тухайĕ манăçа,
Çак асапа ан куртăр ман ача.
Орлов, Г. "Вăрçă сонечĕсем" ярăмран : [сăвă] / Георгий Орлов // Паттăрлăх кунĕсем. – Шупашкар, 1995. – С. 100-105.