I
Эпир вĕреннĕ – юлнă аттестатсăр.
Ăна паратчĕçех те пĕр çулла –
Шăпа тени, унччен те тăхтамасăр,
Арпашăнса пăтранчĕ хăрушла.
Вăл кăлармарĕ вăрахчен вутран та,
Ютран та вăл ямарĕ час пире.
Вилес пекех ырни те, шĕл суран та
Ÿкереймерĕç; чăтрĕ чун-чĕре.
Сÿнми маяк пек çутă ĕмĕт çуннă,
Терте çĕнме хевте парса, ăшра:
Малашлăха синкерлĕх витĕр курнă
Пиртен чылайăш, таврăнса, класра.
Ырра кĕтсе, шутланă шкул çинчен,
Лараймасан та парта хушшинче.
2
Лараймасан та парта хушшинче,
Асран кайман Корчагин, Щорс, Чапаев…
Вĕсен хаярĕ çиçнĕ куçсенче,
Хăвачĕ пулнă чун-чĕремĕр пайĕ.
Хастарлăх килнĕ пĕр сăлтавсăр мар
Чăн Геройсен мухтавлă ĕçĕ-хĕлĕ
Нимле вăй хуçайми çунат сарма
Пире ирех кăтартнă вирлĕ тĕслĕх.
Асаплăхра эпир те савнăçа,
Вĕсем пекех, кĕрешÿре шыранă –
Пит çамрăкла васканă Анăçа
Хальхи хĕвелшĕн, пур çитес ыраншăн.
Кашнийĕ туйнă хайне хăй – манмастпăр! –
Хăюллă, пултаруллă, питĕ паттăр.
3
Хăюллă, пултаруллă, питĕ паттăр
Пулма хистенĕ вăхăт та пире.
Хăй ирĕкне-и ĕççынни çухаттăр? –
Сыхланă пурте хамăрăн Ире!
Асаттесем те аттесем пилленĕ
Пире ăна, илсе юнпа, чунпа.
Мускавăм йыхравне эпир итленĕ,
Шăпамăра кару çыхса унпа.
Йăтма çук йывăр самана çĕклемĕ
Хыт каснă, ватнă ÿт-тире, шăмма,
Эпир, ÿксен те, сапланса çĕкленнĕ.
Юта таптасшăн çирĕпрех тăма.
Чи ыр тĕллевлĕ шанăç çутинче
Ÿсме ăс пухнă вутлă уйсенче.
4
Ÿсме ăс пухнă вутлă уйсенче
Эпир шăнса та, пăчăхса, типсе те.
Çаплах-ха акă çепĕç кунсенчех
Туятăп эп çав шăрăха, сивве те.
Час-час ĕнет шинель те ман çире,
Кăвар сапса кĕрлет, чĕтрет тавралăх.
Хĕреслĕ танк килет пере-пере –
Ăçта-ши вăй ăна тытса чармалăх?
Ав, вăркăнать граната ун айне, –
Тĕл лекеймест, ÿкет кăштах мала-мĕн.
Маттур салтак-и ярĕ хăй ятне?!.
Тытать ăру ман чи хăруш экзамен!
Ун ответне мĕнпур этемлĕх илтнĕ,
Паман пире никам та "пиллĕк"... "иккĕ"
5
Паман пире никам та "пиллĕк"... "иккĕ"
Эпир хавшак е маттурне кура.
Кашнинĕн кĕтнĕ киленÿ те çитнĕ,
Пайти тухсан хаяр тытăçура.
Сывалнă, ÿснĕ. ÿкнĕ те –
пĕр уншăн:
Хуçа вăл пулнă çывăх ĕмĕтре.
Хăйман пăшăрханма та хамăр юншăн,
Унпа çеç уçнă, тăснă мал йĕре.
Чунпа çунса, эпир Данко пек пынă
Усал сĕм чаршавне сирсе умран.
Çухалнă çутине тин курнă çыннăн
Ăш куççульне чарма та вăй юлман.
Тусне вăл ыталанă савнăçпа.
Тав тунă васкаса та – сăмахпа.
6
Тав тунă васкаса та – сăмахпа
Е ытларах – ăшра çеç, шарламасăр.
Эпир кĕрешнĕ ирсĕр тăшманпа
Пĕрре те никамран та чап ыйтмасăр,
Коммунăна çул тытнă çĕр çинче
Чăрмавçă пулнă чух вăл – путсĕр! – хирĕç
Кар тăнисен малти ĕретĕнче
Пыма пире хистенĕ пысăк тивĕç.
Эпир самант та парăма манман,
Çуле çĕкленнĕ хамăр чыс ялавĕ.
Нимле ăру, истори те нихçан
Пире нимскер те тиркесе калаймĕ.
Çавах – чăна пытармăн – ят та тивнĕ,
Кайран хăш чух медаль е орден илнĕ:
7
Кайран хăш чух медаль е орден илнĕ
Эпир алран ямасăр пăшала.
Пĕр авăка сăн-пит çуталнă, çиçнĕ,
Хаваслă кăтартас пек кăмăла.
Салхулăх чаршавне куç пытарсан та,
Чĕре вутне чарма вăй тупăнман:
Упаленсе йăвинелле чаксан та,
Хыт урнă суранланнă сăх тăшман.
Вĕри кĕлпе хуралнă юнлă йĕрĕ
Ун пынă тăсăлса хăй хыçĕнчен,
Ăспуç тулашнă: "Эх, хăçан ку йĕрĕх
Яланлăха тасалĕ ку енчен?!."
Ялтранă кăкăр кĕмĕл-пăхăрпа
Е палăрса çÿренĕ суранпах.
8
Е палăрса çÿренĕ суранпах
Госпитале е санбата каймасăр.
Унта лексен те, май кăшт тупсанах
Тарса, васканă окопа пур харсăр.
Ятланă, ÿкĕтленĕ те пире
Сывалайса çитме йĕркеллĕн, лайăх.
Эпир сăмах та панă, пурпĕрех
Ăна мантарнă иксĕлми хастарлăх.
Тертре пĕрлешнĕ çывăх туссенчен
Пурнас килмен самантлăха та уйрăм.
Вут-тăвăлта е лăпкă кунсенче –
Ялан, пĕр пулнă пирĕн кăмăл-туйăм.
Йăнса шăпланнă, çĕтнĕ уçă сасă,
Сасартăк, ăнсăртран пек, йăнăшсассăн.
9
Сасартăк, ăнсăртран пек, йăнăшсассăн,
Пит хĕнлĕ çапăçу пĕтсен ахаль,
Чуна кăшланă хуйхă ирĕн-каçăн,
Кашнийĕ туйнă йăшнă пек вăй-хал.
Эпир хурланă, вăрçнă, айăпланă
Тĕллев çаплах инçешĕн хамăра.
Тиркешÿре йăл илнĕ çĕнĕ шанăç
Çĕнмех хистенĕ пĕтĕм йывăра.
Сĕм карă витĕр, ют эшкерĕ урлă
Куç курнă тивĕç чĕннĕ вырăна.
Шухăш валли те çук пек çимĕç урăх,
Асра та вĕçĕм тăнă вăл кăна.
Часах пĕр харăс кĕнĕ тăвăла,
Çав ен татах хĕрелнĕ юнпала.
10
Çав ен татах хĕрелнĕ юнпала,
Тĕпреннĕ, путăкланнă, çуркаланнă,
Миçе-ши куçнă алăран алла? –
Çуталнă – тĕтĕмпе йăлт хупăрланнă.
Тăхлан шăтарнă çипуçа, ÿте,
Куçа хуптарнă çулăм, йÿçĕ сĕрĕм.
Вăй пĕтиччен илмен пире хÿтте
Ютран тек çăлăнасшăн çуннă çĕрĕм.
Приказ хушмасăр утăм та чакман
Эпир, пурне те тĕллесен те вилĕм.
Шăраннă тимĕр, ваннă – металран
Çĕр хут та çирĕп пулнă пирĕн çилĕ.
Тар типĕтмелĕх шăплăх таврăнсассăн,
Куççуль те тăкнă,
хашш сывланă ассăн.
11
Куççуль те тăкнă, хашш сывланă ассăн
Е йĕнĕ пĕр сас-чÿсĕр те эпир
Пĕрле нихçан та утас çук юлташшăн,
Сукмакĕ татăлнишĕн питĕ ир.
Мĕн курнă вăл – ача пек сарă каччă?
Сухал-и – унăн мăйăх та шăтман.
Атакăра хăй чи малта пыратчĕ...
Халь уншăи айăп пур пек санăн, ман.
Вăл, хăй вилсе, пире çăлса хăварнă,
Анчах никам та упрайман ăна,
Çиçтернĕ çиçĕм çивĕч куç кăварĕ,
Вăл пенĕ, чикнĕ... пăвнă тăшмана.
Вăл пур вăйпа, ăспа та чунпала
Тĕллевшĕн тăнă харсăр улăпла.
12
Тĕллевшĕн тăнă харсăр улăпла
Эпир ăш кăнтăрта, сив çурçĕрте те,
Уяр çулла, исленчĕк юр-шывла –
Ялан, кирек хăçан та, пур çĕрте те.
Пире тăшман анратнă выçăпа,
Шăтарнă пульăпа, танкпа таптанă,
Касса вакланă бомба-снарядпа,
Чуна сутма та тăвăнсах астарнă.
Эпир шав утнă, шунă малаллах,
Ăна-кăна пăхмасăр пек, хăюллă;
Кĕрешнĕ кăрарах та ăстарах –
Терт ÿснĕçемĕн ÿснĕ пултарулăх.
Кам манĕ: пулнă шухă та хĕру
Ун чух эпир, сан ывăлу-хĕрÿ!
13
Ун чух эпир, сан ывăлу-хĕрÿ,
Сыв юласса ытлах шанман та, саншăн
Мĕн чăтнине татах та тепĕр хут
Чăтма та хатĕр пулнă, эс ыйтсассăн.
Пĕртен-пĕр аннеме пекех, сана
Пĕчĕкренпе каçса кайса юратнă,
Кунçул вĕçне тухсан та, сан ятна
Пăшăлтатса е кăшкăрса каланă.
Тăшман кармашнă сан чĕрÿ патне,
Эпир ун чух та сан вăйна ĕненнĕ.
Ниçта та мантарман хăй пуррине
Пире чи хаклă илемÿ – кил енĕ.
Мала шав чĕннĕ тĕрĕс çул-йĕрÿ –
Çапла, Çĕршывăм, тунă Çĕнтерÿ.
14
Çапла, Çĕршывăм, тунă Çĕнтерÿ –
Хĕнре гранит пек чăмăртаннă халăх.
Хăй черетне кĕтмерĕ ман ăру.
Пăшал ир тытрĕ саншăн çамрăк алă.
Фронт – пирĕн йывăр ÿсĕмри çĕн шкул
Тара юхтарчĕ вĕçĕмех, юна та
Тек тăкрĕ, çăтрĕ тăранми, тем чул;
Вăл вилĕмпе те пĕрмаях юнатчĕ.
Пурне те чăтнă, пуç эпир усман
Чĕрех юлмашкăн май çуклах тертре те.
Çук, пăрăнман ниçта та тĕп çултан
Шикленнĕн, хÿтлĕх шыраса, пĕрре те.
Чăн-чăн Этем пулма ним нăйкăшмасăр
Эпир вĕреннĕ – юлнă аттестатсăр.
15
Эпир вĕреннĕ – юлнă аттестатсăр.
Лараймасан та парта хушшинче,
Хăюллă, пултаруллă, питĕ паттăр
Ÿсме ăс пухнă вутлă уйсенче.
Паман пире никам та "пиллĕк"...
Тав тунă васкаса та – сăмахпа.
Кайран хăш чух медаль е орден илнĕ
Е палăрса çÿренĕ суранпах.
Сасартăк, ăнсăртран пек, йăнăшсассăн,
Çав ен татах хĕрелнĕ юнпала.
Куççуль те тăкнă, хашш сывланă ассăн,
Тĕллевшĕн тăнă харсăр улăпла.
Ун чух эпир, сан ывăлу-хĕрÿ,
Çапла, Çĕршывăм, тунă Çĕнтерÿ.
Орлов, Г. Улăп ăру : [сăвă] / Георгий Орлов // Паттăрлăх кунĕсем. – Шупашкар, 1995. – С. 106-114.