Писатели Чувашии в Великой Отечественной войне

 

Чувашская литература периода Великой Отечественной войны Погибшие на фронтах Великой Отечественной войны Они вернулись с поля боя
Орлов Георгий (Орлов Егор Федорович)
Георгий Орлов

Клочков политрук

Каллех килет фашист – атака
Пуçларĕ вăл каллех! Каллех
Çак уй-хире вăл вилĕм акĕ,
Юра хĕретĕ вăл халех.

Çĕр чĕтретсе çывхарчĕ акă
Хура хĕреслĕ вăтăр танк...
Ирттерĕ-и совет салтакĕ
Юта хăй тăнă вырăнтан?

Çук! Çук! Кашин, кашни халь тивĕç
Чи хастартан хастар пулма!
Крупп хурçипе чĕркеннĕ нимĕç
Кунта халь тивĕç хай çунма!
Калать Клочков:
                          – Россия аслă.
Чакма çĕр çук:
Мускав хыçра!..
Ламран лама каять çак сасă
Сив окопра, çĕршывăмра.

Аманна вăл.
Çапах хăюллăн
Шăвать, ют танк енне шăвать.
Ăна ватмалăх пур-ха унăн
Граната, ют пĕлми хăват.

Тăшман çулне вăл хупĕ, пулĕ,
Ăна вăл кĕртмĕ Мускава!
Туять: ÿтне каллех сăх пуля
Шăтарчĕ: йывăр хускалма.

Аллийĕ юнланать, ури те
Шав хĕретсе пырать юра.
Танка чарас килет ун питĕ!
Ун чух вара ăна кура

Кашнийĕн пулĕ вăйĕ-халĕ
Хăруш танкран хăрушăрах.
Вăл – политрук. Вăл тивĕç халĕ.
Танка çĕнме пĕр уншăнах.

Ăна куçран та вĕçертмесĕр
Шав малалла вăл талпăнать –
Кĕрте чĕрсе, пач çĕкленмесĕр,
Шăвать – тăхтать, каллех шăвать.

Пĕр аллинче ун виç граната,
Вут кĕленчийĕ – тепринче.
"Каçаймăн – пурпĕрех аркатăп!" –
Çак сăмахсем – чĕлхи çинче.

Çĕр чĕтренет, çухрать хаяррăн.
Капмарланать хура хĕрес.
"Татах-и малалла эс ярăн?
Клочков, салат ăна халь эс!.." –

Те шухăшра, те чăн вăл илтрĕ
Çĕршывăн çирĕп приказне.
Тăрук хутланчĕ вăл, яшт! сикрĕ
Пуçне кăнтарнă танк айне.

Ал сулнă евĕр шурă кĕрĕк
Вĕлтлетрĕ – çĕтрĕ авăкра.
(Çапла ун татăлчĕ çул-йĕрĕ,
Яланлăх юлчĕ хăй асра.)

Металл шартлатрĕ – вăрр тĕпренчĕ,
Хупланчĕ вилĕм вучĕпе...
Час çитрĕ, ав, теприн черечĕ –
Çĕре тĕренчĕ туппипе.

Шăтса хуралнă айăк витĕр
Çĕкленчĕ вут кĕлти таçтах!
Люкне кăшт уçрĕ пĕчĕк Гитлер,
Çухалчĕ çулăмри танкрах.

Ак виççĕмĕш çинче сар çулăм
Ташша пуçларĕ тĕтĕмпе.
Хĕрелчĕ башня, вирлĕ çулăм
Ăна ÿкерчĕ... Пĕтĕмпе,

Талккишĕпех уй мăкăрланчĕ
Çăра,
Кăра
Вĕри вутпа,
Фашист эшкерĕ таткаланчĕ,
Чакать, ав, çăлăнас шутпа.

Çухалчĕ шанăçĕ: ун пĕтрĕ
Кунтах, ав, шăп вунсакăр танк...
Клочковецсем, вилсен те, пĕртте
Чакмарĕç тăнă вырăнтан.

Орлов, Г. Клочков политрук : [сăвă] / Георгий Орлов // Паттăрлăх кунĕсем. – Шупашкар, 1995. – С. 96-99.