Çаплах рейхстаг çинче кураççĕ
Паян та салтаксем ăна.
...Асра ман – тĕтĕмре хура çĕр.
Килет тăшман атакăна,
Чĕр юнлă,
Çуннă
Сăрт тÿпийĕ
Шăпах-ха пирĕн: паçăрах
Позицин юлашки туппийĕ
Арканчĕ, йыш та сайрарах;
Патрон сумки те пушă питĕ,
Хаярлăх çеç чĕре тулли.
Фрицсен, ак, палăрать сăн-пичĕ,
Тискер, мăн кăмаллă кулли.
Шутлаççĕ ĕнтĕ: тĕп тăватпăр
Пурне те çакăнтах,
Часах!
Мĕнех, май çук – вилме те хатĕр
Пиртен кашни кунта, анчах –
Ахаллĕн-и? – вăрçса хăюллăн,
Пĕр çын пек харăс кар тăрса!
Тăхта, фашист, эс ху, тен, юлмăн!..
Илтмест,
Сисмест
Вăл ман сасса.
Шăла çыртса,
Выртса
Кĕтетĕп...
Автоматне силле-силле,
Карталанса,
Ĕрет-ĕретĕн,
Шике манса пек вăл килет
Чĕтрет,
ÿсет
Утти янравĕ.
Сасартăк, çиçĕм пек, умра
Çиçсе çĕкленчĕ полк ялавĕ,
Кĕрлерĕ тăвăллăн: – Ур-ра!..
Ăшра каларăм: "Ну, мĕн пулĕ?
Е пурнăç..." Хам – шав малалла.
Туймастăп ним: вĕçет-и пуля?
Сулатăп çĕçĕллĕ алла –
Чул пек ÿкет кĕл тĕслĕ каска,
Выртать тепри ун çывăхне...
Мана тĕллет лÿппер тăсланкă . –
Ентеш чикет ăна хăйне.
Пăхатăп: тус çанни те çĕтĕк –
Кинжал пуль иртнĕ вăрăнса...
Пăркаланса,
Хыт ÿпĕнсе те,
Сиксе чакса,
Вăрт çаврăнса,
Тăпăртататпăр – юнлă ташă
Пырать сăрт-ту хысакĕнче...
Такам чĕнет... çухрать юлташĕ...
Кăвар-и, юн-и – куçсенче.
Вылять
Çут çĕçĕ, штык вăр-варрăн,
Хавшать ĕречĕ фашистсен,
Сапаланать...
Пире-и чарăн,
Чĕрре кĕрсе,
Хĕрсе
Çитсен?!.
Çурса,
Касса,
Тирсе иртетпĕр –
Хĕсетпĕр
Ют мундирсене...
Сахаллăнах илетпĕр
Эпĕр
Кĕçех вĕсен траншейине.
Вăлах –
Ялав – çапла вăй пачĕ!
Татах
Кайран та темĕн чул
Хавхалантарчĕ
Ун хăвачĕ
Пире – "…е вилĕм!" тенĕ чух.
Ан тив, вăл мар, тепри хĕмленчĕ
Вутри рейхстагăн тăрринче,
Йÿç тĕтĕме сирсе, пĕлтерчĕ
Тăшман йăви пĕтни çинчен, –
Савнатпăр пурте: чапĕ, пайĕ,
Сÿнми çути, нуши-асапĕ
Унра кашни ялавăн пур!
Ак мĕншĕн хĕл-и, кĕр е çур –
Ялан рейхстаг çинче кураççĕ
Ват салтаксем çаплах ăна.
Асра ман – тĕтĕмре хура çĕр...
Паллах,
Вăл урăх тахçанах.
Орлов, Г. Çĕнтерÿ ялавĕ : [сăвă] / Георгий Орлов // Паттăрлăх кунĕсем. – Шупашкар, 1995. – С. 92-94.