Кунран-кун хăвалатпăр
Фрицсене анăçа.
"Çук, тарса хăтăлаймăр!" –
Тет юлташ юнаса.
Ак паян та пуçланчĕ
Çавраçил ирхинех.
Вут сапса рота анчĕ
Юханшыв хĕррине.
Миномет вут-хĕм тăкрĕ
Йыт эшкерĕ çине.
Пулемет тăкăртатрĕ
Хÿтерсе ютсене.
Сĕмсĕрсем чăтаймарĕç
Пирĕн полк хĕснине,
Перкелешрĕç те чакрĕç
Аякри сăрт хыçне.
Сар хĕвел çиçрĕ ăшшăн.
Пирĕн çул – малалла.
Юн юхать ман юлташăн:
"Лекрĕ, – тет, – кăшт алла".
"Кун пирки, – вăл пуплерĕ,
Ан пĕлтер эс врача.
Пысăк мар пуля йĕрĕ,
Тухнă юн кăшт анчах..."
Хăварас килмест мар-и
Ун тăван ротăна.
Çапăçу вут-кăварĕ
Хăех сиплĕ ăна.
1943