"Украина каçĕ
Шăп-çке!" – тенĕ Пушкин.
Халь ун пек калаймăн
Киев патĕнче.
Салтаксем чупаççĕ
Шавлăн ушкăн-ушкăн.
Хĕçпăшал кĕрлевĕ
Днепр хĕрринче.
Тăшмана хĕсетпĕр
Кунĕн-çĕрĕн эпĕр
Ирĕклентересшĕн
Украин çĕрне.
Тĕттĕм каç пулсан та,
Ырă тĕлĕк евĕр
Тухрĕ Сар вăрманĕ
Манăн куç умне.
Тен, ÿкмешкĕн тивĕ,
Пульăсем сăхсассăн?
Курăк капăрлаттăр
Ман вилтăприне.
ÿсчĕр хĕрлĕ-хĕрлĕ
Чечексем хавассăн,
Парнелеччĕр мир çех
Пĕтĕм тĕнчене.
1943