Пирĕн санчаçреччĕ
Санитарка Галя.
Вут-хĕмре çÿретчĕ
Ротăпах хастарлă.
Эх, эс, Галя,
Санитарка Галя!
Вут-хĕмре çÿретчĕ
Ротăпах хастарлă.
Воин аманать-и,
Шур халатлă Галя
Вилĕмрен çăлатчĕ
Савнă йăмăк майлă.
Эх, эс, Галя,
Шур халатлă Галя!
Вилĕмрен çăлатчĕ
Савнă йăмăк майлă.
Пултаруллă тусчĕ
Вунсаккăрти Галя.
Уншăн чĕрем çунчĕ
Ĕмĕр асăнмалăх.
Эх, эс, Галя,
Вунсаккăрти Галя!
Уншăн чĕрем çунчĕ
Ĕмĕр асăнмалăх.
Миршĕн чунне пачĕ
Санитарка Галя.
Пултăр унăн ячĕ
Ĕмĕрех мухтавлă.
Эх, эс, Галя,
Санитарка Галя!
Пултăр унăн ячĕ
Ĕмĕрех мухтавлă!
1942