Симĕсрех поход хутаçĕ:
"Ут киле", – тет хуçине.
Шинель витĕр çутатаççĕ
Орденсем салтак çулне.
Ун çулне вĕсем çутатнă
Мускавран Берлин таран.
Тăшмана хĕрсе аркатнă,
Тухнă çĕнтерсе вутран.
Орденсем ун çутатасшăн
Халь Берлин – Канаш çулне.
Фронтовик кулать хаваслăн:
Таврăнать тăван ялне.
Çиçтерет ун куçĕ çиçĕм,
Яш чĕри кăлт-кăлт тăвать:
"Ах, мĕнле-ши ман савниçĕм,
Çывăхран çывăх тăван?"
Вагонра курать вăл тĕлĕк:
"Савнă хĕрĕ ытамра.
Сас параççĕ виçĕ хĕлĕх –
Хаклă тус калать тăмра".
Ыр тăмра аса илтерчĕ
Çамрăка тăван çĕре.
"Хăвăртрах унта çитесчĕ!" –
Шухăш пуçĕнче вĕрет.
Ялгир, П. Фронтовик таврăнать : [сăвă] / Петĕр Ялгир // Паттăрлăх кунĕсем. – Шупашкар, 1995. – С. 205.