П. Афанасьев
ПУРÃНАН, ПОЭТ!
Пултăм Çеçпĕлте те Теччĕре,
Пултăм эп Крымра та Остерта.
Вăл хăех – пин-пин Кăвар чĕре,
Вилес çук вăл, терĕм, вăл – кунтах!
Таврăнтăм поэт çĕршывĕнчен.
Çаврака шур çăкăр, хĕм сапса,
Çынсене сÿнми телей сунса,
Ялтраса выртатчĕ килсерен.
Ирĕке саван чăваш ачин
Ирĕклĕ юрри ян-ян каять.
Сăвăçĕ те юрăçĕ – пин-пин –
Ут çулать, ака тăвать, юрлать.
Çук, калаймăн: лăпкă та йăваш...
Курăр, çивĕч ухă йĕппилле
Хăйĕн ĕмĕтне тĕлле-тĕлле
Чашкăрса вĕçме пĕлет чăваш!
Таврăнтăм эп капăр Теччĕрен.
Тинĕс евĕр Атăла курса
Шутсăр савăнса, хăпартланса,
Сăвă шăрçаларăм мĕн ирччен.
Вĕçсĕр иртрĕç шур пăрахутсем,
Пин-пин сас хупларĕ таврана,
Тĕрлĕ-тĕрлĕ халăх çыннисем
Ãшшăн саламларĕç Çĕн куна.
Эп вара шутларăм ăшăмра:
Çеçпĕл ĕçĕ харама кайман, –
Çак таса, телейлĕ çĕршывра
Çыннисем телейлĕ те пĕр тан.
Тин çеç килтĕм тинĕс хĕрринчен.
Крым хĕвелĕ сывлăхшăн паха.
Çеçпĕл сассине те илтĕп-ха,
Терĕм çыранпа утмассерен .
Хумлă-хумлă кăпăк авăсса
Кĕрешме чĕнет хăватлă шав.
Асилтерчĕ аслă сăвăçа.
Тинĕсĕм, мухтав сана, мухтав!
Вăл кунтах-мĕн ĕмĕр-ĕмĕрне.
Вăл, ав, тинĕс хумĕпе кĕрлет:
Çĕнĕ кунăн çĕнĕ пурнăçне
Юратса тăма чĕнет поэт.
Тин кăна-ха çитрĕм Чăваша
Çут тиреклĕ ăшă Остертан.
Калаймарăм: «Сывă пул, Мишша»,
Çирĕппĕн каларăм: «Пурăнан!»
Украина хĕрĕ сан патна
Чĕр чечек çыххи йăтса пырать,
Палăку çине вăл сан ятна
Тĕрĕллĕ рушник çакса ярать.
Пурăнан, поэт! Кай, вилĕм, чак!
Пурăнан! Пĕтмен-ха çут тĕнче.
Эсĕ кĕрешÿ вăйне анчах
Килĕштернĕ пурнăç тăршшĕнче!
Афанасьев, П. Пурăнан, поэт! / П. Афанасьев // Тăван Атăл. – 1979. - № 11. – С. 6.
Стихи, посвященные М. Сеспелю
Библиография
|
|
- Афанасьев, П. Пурăнан, поэт!
- Васильев, М. Кам чăваш – чăн Çеçпĕл пулса çун
- Ефимов, Г. А. С. Пушкинпа Çеçпĕл Мишшине асăннă май
- Журба, К. Çеçпĕл паттăр…
- Ильин, А. Çеçпĕл халалĕ
- Михеев, Ю. Тĕп виçе
- Петькун, А. Поэт тĕлĕкĕ
- Репьях, С. Çеçпĕл
- Свистельник, А. «Пурăнăç хаваслă чухне мар…»
- Сильвестров, Л. Поэт çÿренĕ вырăнта
- Смолин, А. «Тĕрĕксен Турри – Шур Кашкăр...»
- Смолин, А. Çеçпĕл
- Смолин, А. Çеçпĕл Мишшине
- Смолин, А. Çеçпĕл палăкĕ тавра
- Смолин, А. Çеçпĕл пурăннă пулсан…
- Смолин, А. Çÿретпĕр Çеçпĕл çулĕпе…
- Соловьев, В. «Поэзи пĕлтерет çут тĕнчене…»
- Теветкел, Н. Çеçпĕл
- Хусанкай, П. Пирĕн Çеçпĕл Мишши
- Хусанкай, П. Поэт тăпри çинче
- Хусанкай, П. Çеçпĕл Мишши Крымра
- Юман, А. Çеçпĕл Мишшине
- Юмарт, В. «Çеçпĕл çырăвĕсем» ярăмран
- Юмарт, Г. Çеçпĕл
- Ялгир, П. Хыпарласах тăрать сана саркайăк…
- Яруткина, С. «Çеçпĕл... Вăл çурăлать чи малтан çуркунне…»
|