П. Хусанкай
ÇЕÇПЄЛ МИШШИ КРЫМРА
Тухмасть асăмран! Ыйхăм çук. Хура тинĕс
Шавлать те шавлать манăн пуç вĕçĕнче.
Пăхап кантăкран: тĕнче çав тери тикĕс!
Пĕр çăлтăр кăна таçта сÿнчĕ – инçе...
Ак çак пĕлĕт айĕн, çак хăйăрпала
Çÿренĕ пĕччен вăл, пăрахăççăн, чирлĕн.
«...Малашлăхăм виçĕннĕ ман, ку паллах,
Анчах миçе кун-ши? Ăçта, епле вилĕн?
Кĕскелчĕ пулас. Чÿпĕкленнĕ ÿпке
Тăварлă ирхи нÿрĕкпе чăнтăхать.
Ăçта? Пĕрех мар-и! Чĕртеймĕ ÿпкев
Хăравçă элекçĕсенче чăнлăха.
Эп юрăхсăр Çын, вут тĕртевçĕ, эп таркăн...
Çĕршывăм, Назон мĕлкипе тупалап:
Мĕнле те пулин манăн айăп пулсассăн,
Вăл – саншăн çунни. Укĕнме ан калах.
Хăвах, вăй илсе çĕкленсессĕн, ăнланăн:
Эпир пулнă иксĕмĕрех тĕнчере.
Çавтер ыратса, чĕрĕлле пăталаннăн,
Саватчĕ, çĕршывăм, сана ман чĕре!
Эп йыхăртăм, чĕнтĕм. Мана сас памарĕç.
Вилсе, ахлатса выртрĕ Атăлăм ман.
Çапах хăрăк ÿт ăшне хутăн кăвар эс
Хĕвеллĕ ыран патнелле ăнтăлма.
Çĕршывăм! Сана эп çулсем урлă куртăм,
Эп куртăм сана ĕмĕрсен леш енче.
Каçар ывăлна: ман самантлăх хĕн-хурăм
Вăл – санăн пинçуллăхун тÿсĕмĕнчен.
Украина çеçенхирĕнче эс манпаччĕ,
Манпа эс тăрсаттăн çак тинĕс умне.
Хумсен шавĕнче çĕн чăвашăн хăвачĕ
Санпа пире туйăннăччĕ ун чухне.
Çĕршывăм! Малашлăхуна ĕненнишĕн,
Кăвар кайăкла хыптарнишĕн чуна,
Пурне те манса пĕр санпа тĕлленнишĕн –
Санран мухтав мар эп илтесшĕн çунан.
Сана эп нихçан та кураймăп тек урăх.
Ку – татăклă. Ку халь килет манран мар.
Ман шăммăмсене хÿтĕлес çук тăван улăх,
Тăван Атăл мар лăпкĕ ман тăпрама.
Ăçта тĕшрĕлсен те, ăçта эп выртсан та,
Шантар йыхăравăм ман пăчланмасса,
Шантар – ирĕкре çуралас сăвăç-тантăш
Илтсе çĕклессе ман тархаслă сасса.
Çĕршывăм! Эп çамрăкчĕ. Тин аталаннă.
Ман пĕр юратуччĕ хĕвел айĕнче:
Вăл – эсĕ, телей те, асапăм та манăн,
Кама халалам-ши сана кайиччен?
Тăван чĕлхемпе пĕр-пĕччен эп, çĕршывăм,
Мана ăнланас текенсем те инçе...
Пулах, юлашки юн тумламĕ, чĕр сывлăм,
Çунах халăх чĕрĕлĕхĕн çеçкинче!..»
………………………………………………
Сиреп чаршава. Хĕвелтухăçĕ – нар пек.
Çухалчĕ, чĕнмерĕ тек Çеçпĕл Мишши.
Ăнлантăм. Паян нимĕн те кирлĕ мар тек.
Хăçан вăл тепре ман патма килĕ-ши?
Ман пуç çунăхать. Куçайсем кăн-кăвак-
тăр.
Таçта вĕçленмен шухăшсем пурпĕр
ластăк.
Эп вырăн Çине йăванап, салтăнмасăр.
Тĕнче хупăнать. Нимле тĕлĕк курмастăп.
1936. Евпатори.
Хусанкай, П. Çеçпĕл Мишши Крымра // Хусанкай, П. Савни / П. Хусанкай. – Шупашкар, 1963. - С. 223-225.
Стихи, посвященные М. Сеспелю
Библиография
|
|
- Афанасьев, П. Пурăнан, поэт!
- Васильев, М. Кам чăваш – чăн Çеçпĕл пулса çун
- Ефимов, Г. А. С. Пушкинпа Çеçпĕл Мишшине асăннă май
- Журба, К. Çеçпĕл паттăр…
- Ильин, А. Çеçпĕл халалĕ
- Михеев, Ю. Тĕп виçе
- Петькун, А. Поэт тĕлĕкĕ
- Репьях, С. Çеçпĕл
- Свистельник, А. «Пурăнăç хаваслă чухне мар…»
- Сильвестров, Л. Поэт çÿренĕ вырăнта
- Смолин, А. «Тĕрĕксен Турри – Шур Кашкăр...»
- Смолин, А. Çеçпĕл
- Смолин, А. Çеçпĕл Мишшине
- Смолин, А. Çеçпĕл палăкĕ тавра
- Смолин, А. Çеçпĕл пурăннă пулсан…
- Смолин, А. Çÿретпĕр Çеçпĕл çулĕпе…
- Соловьев, В. «Поэзи пĕлтерет çут тĕнчене…»
- Теветкел, Н. Çеçпĕл
- Хусанкай, П. Пирĕн Çеçпĕл Мишши
- Хусанкай, П. Поэт тăпри çинче
- Хусанкай, П. Çеçпĕл Мишши Крымра
- Юман, А. Çеçпĕл Мишшине
- Юмарт, В. «Çеçпĕл çырăвĕсем» ярăмран
- Юмарт, Г. Çеçпĕл
- Ялгир, П. Хыпарласах тăрать сана саркайăк…
- Яруткина, С. «Çеçпĕл... Вăл çурăлать чи малтан çуркунне…»
|