А. Смолин
ÇЕÇПĔЛ МИШШИНЕ
Чÿк уйăхĕ. Кичемлĕх çук темме.
Кам хăйтăр халĕ: «Çеçпĕл çук», – теме.
Пире чĕнет Вăл чÿклеме чунне,
Эпир тăнлатпăр чăн Поэт чанне.
Вăл янăрать санра, манра – чунра,
Çÿл тÿпери çап-çут çăлтăрсенче.
Мĕн пур тĕнче вырнаçнă çак çынра,
Вăл хăй те çут тĕнче ытамĕнче.
Çĕн Кун килет Поэт тивлечĕпе,
Вăл çут шевле сарриллĕ паянтан.
Тупа тăватпăр Çеçпĕл ячĕпе:
Малашлăхшăн, чăваш, часрах вăран!
Çитет кĕлмĕçленме те тĕлĕрме,
Мухтавлă халăхра хухман хăват!
Тек хăратаймĕ выçлăх та тĕрме.
Эй, Чăнлăх Чанĕ, чăваша вăрат!
Кам пÿлтĕр халь Поэтăмăр çулне,
Вăл кĕрешет пăхмасăр нимĕне.
Чăвашлăхшăн чÿклет чун илемне
Чĕнсе пире пĕр АСЛĂ НИМЕНЕ.
…Чÿк уйăхĕ. Кичемлĕх çук темме.
Çĕн Кун килет сирсе сĕм тĕттĕме.
Илем элемĕ çĕкленет, элле,
Унпа пĕрле чăваш çĕкленмелле.
Смолин, А. Çеçпĕл Мишшине //Смолин, А. Çÿретпĕр Çеçпĕл çулĕпе / А. Смолин. – Шупашкар, 1999. – С. 8.
Стихи, посвященные М. Сеспелю
Библиография
|
|
- Афанасьев, П. Пурăнан, поэт!
- Васильев, М. Кам чăваш – чăн Çеçпĕл пулса çун
- Ефимов, Г. А. С. Пушкинпа Çеçпĕл Мишшине асăннă май
- Журба, К. Çеçпĕл паттăр…
- Ильин, А. Çеçпĕл халалĕ
- Михеев, Ю. Тĕп виçе
- Петькун, А. Поэт тĕлĕкĕ
- Репьях, С. Çеçпĕл
- Свистельник, А. «Пурăнăç хаваслă чухне мар…»
- Сильвестров, Л. Поэт çÿренĕ вырăнта
- Смолин, А. «Тĕрĕксен Турри – Шур Кашкăр...»
- Смолин, А. Çеçпĕл
- Смолин, А. Çеçпĕл Мишшине
- Смолин, А. Çеçпĕл палăкĕ тавра
- Смолин, А. Çеçпĕл пурăннă пулсан…
- Смолин, А. Çÿретпĕр Çеçпĕл çулĕпе…
- Соловьев, В. «Поэзи пĕлтерет çут тĕнчене…»
- Теветкел, Н. Çеçпĕл
- Хусанкай, П. Пирĕн Çеçпĕл Мишши
- Хусанкай, П. Поэт тăпри çинче
- Хусанкай, П. Çеçпĕл Мишши Крымра
- Юман, А. Çеçпĕл Мишшине
- Юмарт, В. «Çеçпĕл çырăвĕсем» ярăмран
- Юмарт, Г. Çеçпĕл
- Ялгир, П. Хыпарласах тăрать сана саркайăк…
- Яруткина, С. «Çеçпĕл... Вăл çурăлать чи малтан çуркунне…»
|