П. Ялгир
ХЫПАРЛАСАХ ТĂРАТЬ САНА САРКАЙĂК…
«Чăваш халăхĕн пулассишĕн чăваш чĕлхи ячĕпе чăваша юратса тапакан чĕреллĕ çынсене пухса ушкăн тума кирлĕ пек туйăнмасть-и?»
Çеçпĕл Вăрнар техникумĕнче вĕреннĕ Н. Ваçанкка сăвăç патне 1921 çулхи мартра çырнă çыруран
Ăçтан-ха манăн: йывăрччĕ виçесĕр
Чĕлхемĕре яр уççăн янрама.
Эс пур, çапах та, ирĕк кайăк евĕр,
Пултартăн юрруна шăрантарма.
Çыру çырсаттăн Вăрнара çунатлăн
Сăвва иленнĕ Ваçанкка патне.
Союз тăвасшăн ун чухнех çунаттăн.
Пĕрле пухса сăмах ăстисене.
Сан вутлă ĕмĕтÿ халь пурнăçланчĕ:
Поэт-писатель туслă çемьере.
Чăваш чĕлхи те анлă çунат сарчĕ.
Утатăн эс те арканми ретре.
Çĕнелнĕ пурнăçа мухтан хĕрÿллĕн.
Мала чĕнен чăваш ачисене.
Çĕршывăм, тетĕн, пултăр çĕнтерÿллĕ,
Телей сунан чăваш хĕрарăмне.
Кунçул чапланчĕ. Вăрнарсен те халĕ
Çыравçăсем чылай: Ивник, Кипек...
Е Воробьевăн рифмăллă ăс-халĕ
Вăрнар чапне çĕклерĕ сăввипе.
Çыраççĕ сăвăçсем чун савăнмалăх,
Юрласшăн пурте кăмăл туличчен.
Хыпарласах тăрать сана саркайăк
Кашни çĕн юрăç çурални çинчен.
Ялгир, П. Хыпарласах тăрать сана саркайăк… / П. Ялгир // Тăван Атăл. – 1979. – № 11. – С. 21.
Стихи, посвященные М. Сеспелю
Библиография
|
|
- Афанасьев, П. Пурăнан, поэт!
- Васильев, М. Кам чăваш – чăн Çеçпĕл пулса çун
- Ефимов, Г. А. С. Пушкинпа Çеçпĕл Мишшине асăннă май
- Журба, К. Çеçпĕл паттăр…
- Ильин, А. Çеçпĕл халалĕ
- Михеев, Ю. Тĕп виçе
- Петькун, А. Поэт тĕлĕкĕ
- Репьях, С. Çеçпĕл
- Свистельник, А. «Пурăнăç хаваслă чухне мар…»
- Сильвестров, Л. Поэт çÿренĕ вырăнта
- Смолин, А. «Тĕрĕксен Турри – Шур Кашкăр...»
- Смолин, А. Çеçпĕл
- Смолин, А. Çеçпĕл Мишшине
- Смолин, А. Çеçпĕл палăкĕ тавра
- Смолин, А. Çеçпĕл пурăннă пулсан…
- Смолин, А. Çÿретпĕр Çеçпĕл çулĕпе…
- Соловьев, В. «Поэзи пĕлтерет çут тĕнчене…»
- Теветкел, Н. Çеçпĕл
- Хусанкай, П. Пирĕн Çеçпĕл Мишши
- Хусанкай, П. Поэт тăпри çинче
- Хусанкай, П. Çеçпĕл Мишши Крымра
- Юман, А. Çеçпĕл Мишшине
- Юмарт, В. «Çеçпĕл çырăвĕсем» ярăмран
- Юмарт, Г. Çеçпĕл
- Ялгир, П. Хыпарласах тăрать сана саркайăк…
- Яруткина, С. «Çеçпĕл... Вăл çурăлать чи малтан çуркунне…»
|