Ĕмĕр чĕрĕ, ĕмĕр çамрăк

Чăваш писателĕсем Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче

 

Чăваш литератури Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче вилнисем Вăрçăран таврăннисем
Чурбай (Колюшкин) Николай Иванович
Чурбай (Колюшкин) Николай Иванович
(1914-1944)

1908 çулхи нарăсăн 11-мĕшĕнче Чăваш Республикинчи Хĕрлĕ Чутай районне кĕрекен Мăн Хăмăркка ялĕнче çуралнă. Малтан Хĕрлĕ Чутайри сакăр çул вĕренмелли шкулта, унтан Етĕрнери педагогика техникумĕнче, Шупашкарти педагогика институчĕн истори факультетĕнче вĕреннĕ. Верентекен пулса ĕçленĕ, кайран "Ленин çулĕпе" журнал редакцийĕн яваплă секретарĕ, Чăваш кĕнеке издательствин тĕп редакторĕ пулнă.

Сатирăпа юмор жанрне аталантарас тĕлĕшпе пысăк ĕç тунă. Унăн кулăшла калавĕсемпе фельетонĕсем XX ĕмĕрĕн 20-30-мĕш çулĕсенче ытларах "Капкăн" журналта пичетленнĕ. Вĕсенчен паллăраххисем: "Субботник", "Кĕмĕл укçа", "Авлантарчĕç", "Хирĕçле план", "Ăса кĕчĕ", "Маннергейм патне янă çыру", "Макар доклачĕ" т. ыт. те.

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçлансан Н. Чурпай тÿрех салтак шинелĕ тăхăннă. Мускаври çарпа политика училищи çумĕнчи çарта ĕçлеме политработниксем хатĕрлекен курсра вĕреннĕ, дивизири çар хаçачĕн редакторĕ пулнă. Рота командирĕ Балтика тăрăхĕнчи хуласемпе ялсене ирĕке кăларнă çĕре хутшăннă. Ăна Хĕрлĕ Çăлтăр, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин II степеньлĕ орденĕсемпе наградăланă.

1944 çулхи çурла уйăхĕн 6-мĕшĕнче Литвари Таборишки ятлă ял çывăхĕнче хаяр çапăçусенчен пĕринче паттăрсен вилĕмĕпе вилнĕ.